Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыпса (тĕпĕ: хып) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗншӗн тесен Петр Васильевич хӑйне валли мӗн те пулин хӑйпӑтса илессишӗн хыпса ҫунмасть.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мӗн кирли пурте пулсан ҫын тени тар тӑксах ӗҫлеме хыпса ҫунать-и?

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Краҫҫынӗ тӑкӑнса кайнӑ та, шӑрпӑк пек хыпса илнӗ ӗнтӗ ҫурчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таран таврашӗ тенисем ытлашши ҫивӗчскерсем, ӑслӑскерсем пулчӗҫ-ши — ялта ӗмӗрлӗхе йӑва ҫавӑрасшӑн хыпса ҫунмарӗҫ, ашшӗ-амӑшӗ килӗ ҫине алӑ сулса пурте пекех ҫӗршыв тӑрӑх тӗрлӗ еннелле саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тепӗр тесен, Таранов хӑй те таҫта инҫетре пурӑнакан Маринэ ҫырӑвӗшӗн юлашки вӑхӑтра питех хыпса ҫунмасть, мӗншӗн тесен ҫав ҫамрӑк хӗрарӑм арпашуллӑ пурнӑҫӗ ҫинчен ҫӗннине нимех те ҫыраяс ҫук.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Иккӗшӗ вӗсем «Капкӑн» валли нимех те ҫырмарӗҫ, ҫырас тесех те хыпса ҫунмарӗҫ, ҫав шухӑш икӗ ҫамрӑк ҫыншӑн пӗр-пӗринпе курнӑҫмалли, кӑмӑл туличчен калаҫмалли сӑлтав кӑна пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пысӑк япала ҫырасшӑн хыпса ҫуннӑ вӑл, ҫавна ӑнланатӑп.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Комсомольскинчи пушар чаҫне 5-13-23 е 101 телефонсемпе шӑнкӑравласа вут ӑҫта хыпса илнине калӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмана пушартан упрар // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

Пушара сӳнтерсен тӳрех пӑрахса кайма ан васкӑр, вӑл тепре хыпса илме пултарать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмана пушартан упрар // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

Хӑйӗн ӗҫне чунтан юратакан, ӗҫшӗн хыпса ҫунакан опытлӑ пуҫлӑх пирки ӗҫтешӗсемпе ӑна пӗлекенсем нумай ӑшӑ сӑмах калама пултараҫҫӗ.

О опытном руководителе, который искренне любит свое дело и заботится о работе, коллеги и ее знакомые могут сказать много теплых слов.

Ренада Фёдорова социаллӑ центра ертсе пыма пӑрахнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34850.html

Чим-ха, Герасим Федотовичӑн ҫав териех хыпса ҫунмалла мар-тӑр.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӑна-кӑна туйман Виссарион Игнатьевич лӑш памасӑр пӗрӗхтерет, ҫӑварне пирус хыпса курманскер, самантлӑх канса илесси ҫинчен те шухӑшламасть.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫӑварне сигарет хыпса Герасим Федотович йӗри-тавралла пӑхкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӗнесене ҫонакан витерен порне те илсе тохма ӗлкӗрнӗ, йолашки хот кӗнӗ чух каччӑ ҫи-поҫне вот хыпса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кӗҫӗр, шуҫӑм килнӗ вӑхӑтра, аҫа ҫапнипе ӗне ферминче пӗр витене вут хыпса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кун пек хӑтланни ӗҫшӗн мар, чапшӑн та укҫашӑн хыпса ҫунни пулать.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӗр те ман ҫине чӑр! пӑхрӗ, хыпса илеслех хӗрелсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫук, ҫулӑм хыпса, ун урине ярса иличчен тепӗр енне каҫса ӗлкӗрет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫывӑхри ҫуртсене чӑнах та вут хыпса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Часах хулари вут-кӑвар Улатӑр карман-крепоҫне те хыпса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех