Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыпса (тĕпĕ: хып) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тукмак хӳре вилӗ ҫурине ҫӑвара хыпса, чӗррисене ертсе чӑтлӑхалла ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Клавӑшӑн хыпса ан ҫун.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

— Рабочисен сывлӑхӗшӗн хыпса ҫунаканни эсир-и-ха вӑл? — ыйтрӗ Римма ҫинҫе сак ҫине меллӗрех вырнаҫнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Эсир маншӑн хыпса ан ҫунӑр, ҫын ҫӗр ҫинче ҫирӗп тӑрсан-утсан, вӑл ҫӳлте те аптрамасть, кирлӗ мар ҫӗре пусмасть.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Йӑпанчӗ чылайччен айван ҫура, — Тӳрех хыпса ҫӑтас-мӗн ун вӑрра.

Куҫарса пулӑш

Кушак ҫӑварӗнчен хӑтӑлнӑ шӑши // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 57 с.

Чӑлт-чалт тутарать шуйттан ун питне йӗпе чӗлхипе, сӑмсине хыпса лартать, ӑна тӗке-тӗке тӑрӑшсах ӗмме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вут хыпса илме пуҫланӑ трактор патнелле ҫынсем чупаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унсӑрӑн бензин бакне вут хыпса илме пултарать.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раманпа Тамарӑна тахҫан кӗрхи пӗвере ярӑннӑ чух уйӑх ҫутинче илемлӗн те илӗртӳллӗн курӑнса ларнӑ чӑрӑшсем самантрах ҫулӑмпа ҫатӑртатса хыпса илчӗҫ, лӑссисем кӗлленсе шыва тӑкӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Типӗ курӑкпа ҫулҫӑ, вӗтӗ турат бензин сапнӑ пек хыпса илет.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эс мана юратманнине те, эс Ромашокшӑн хыпса ҫуннине те пӗлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӗрӗсмарлӑха курса каччӑ аптраса ӳкменшӗн, ӑна тӳрлетес тесе чӗрипе хыпса ҫуннӑшӑн хӗпӗртерӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эсир хӑвӑр мӗншӗн фронтра мар вара? — хӑйса каларӗ салтак арӑмӗ, ӑшӗнче вилнӗ упӑшкишӗн тарӑхни хыпса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та темиҫе кунтан хӗрарӑмсен кӑвайчӗ ҫӗнӗрен хыпса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Хӗрарӑмсем шавлани улӑм пекех, хӑвӑрт хыпса каять те часах сӳнет, — канаш пачӗ килсе ҫитнӗ Подоприхин.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫитменнине ҫанталӑкӗ те шӑрӑх, ӑш хыпса тухать.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

32 ҫул ытла вӑл хамӑр тӑрӑхри спорт аталанӑвӗшӗн хыпса ҫунать.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм пурнӑҫӗ - спорт // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13452-p ... rn-c-sport

Антон юлташӗсемпе пӗрле пулас тесе хыпса ҫунать пулсан та чунне хытарсах аслашшӗ мӗн каланине чунтан парӑнса тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Сана курас тесе вара пӗрре те хыпса ҫунмасть, — йӗкӗлтешет Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пӗр ҫунма пуҫласан кӗрр! кӑна хыпса илет.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех