Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хываҫҫӗ (тĕпĕ: хыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Право сыхлавӗн ҫирӗп тӗрекӗ пулнӑ май, прокуратура ӗҫченӗсем граждансен прависене хӳтӗлес ӗҫе пысӑк тӳпе хываҫҫӗ, патшалӑх интересӗсене шанчӑклӑн сыхлаҫҫӗ.

Являясь оплотом правоохранительной системы, сотрудники прокуратуры вносят весомый вклад в дело защиты прав граждан, твердо отстаивают интересы государства.

Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1325595

«Чӑваш Енре тӗлӗнмелле ырӑ кӑмӑллӑ тата ӗҫе юратакан халӑх пурӑннине тепӗр хут курса ӗнентӗм. Республикӑра ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗсем ҫук пулсан та кунта тӗрӗс ҫул-йӗр суйласа илнӗ: ҫынна, ҫамрӑксене инвестици хываҫҫӗ», – тенӗ Дмитрий Медведев ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнчи Чӑваш Енре иртнӗ ӗҫлӗ ҫул ҫӳреве пӗтӗмлетнӗ май.

Куҫарса пулӑш

Яшсемпе хӗрсем – акӑ пирӗн пуянлӑх // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ял халӑхӗн канӑвне йӗркелес ӗҫре, культура шайне ӳстерес енӗпе хӑйсен пысӑк тӳпине хываҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Н.Геннадьевана ачасем хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа вӑл мӗн каланине ӑша хываҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Проекта хутшӑнакансем кашни станцире Раҫҫей Конституцийӗн уйрӑм пайне пурнӑҫри тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе ӑса хываҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш çамрăкĕсен черетлĕ çитĕнĕвĕ // В.БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Пӗччен инвалидсем асӑннӑ центрта пурнӑҫа тытса пымалли йӗркене ӑша хываҫҫӗ: апат-ҫимӗҫ пӗҫерме, кӗпе-йӗм ҫума тата ыттине хӑнӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Вӗсем тӑван халӑх пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне кунта ӑша хываҫҫӗ.

Они здесь знакомятся с жизнью и работой родного народа.

Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №

Тӗрлӗ мероприятире Чӑваш Ене тивӗҫлӗ шайра кӑтартакан ачасен патриотлӑх, мӑнаҫлӑх ҫирӗпленет, вӗсем тӑван ен шӑпишӗн кашниех яваплӑ пулнине ӑса хываҫҫӗ.

У ребят, достойно представляющих Чувашию на различных мероприятиях, формируются патриотизм, гордость и личная ответственность за судьбу родного края.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Туслӑн килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан килӗшӳсене алӑ пуснӑ та ӗнтӗ, вӗсем пирӗн регионсем хушшинчи экономика, наука, социаллӑ пурнӑҫпа культура ҫыхӑнӑвӗсене малалла анлӑлатса пыма никӗс хываҫҫӗ.

Уже подписаны соглашения о сотрудничестве, которые лягут в основу дальнейшего расширения экономических, научных, социальных и культурных связей между нашими регионами.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех