Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2012)

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1325595

Хушнӑ: 2016.03.21 12:39

Пуплевӗш: 10; Сӑмах: 152

Текст тӗсӗ: Салам сӑмахӗсем

Вырӑсла Тема: Криминал

Чӑваш Республикин прокуратурин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Право сыхлавӗн ҫирӗп тӗрекӗ пулнӑ май, прокуратура ӗҫченӗсем граждансен прависене хӳтӗлес ӗҫе пысӑк тӳпе хываҫҫӗ, патшалӑх интересӗсене шанчӑклӑн сыхлаҫҫӗ. Терроризмпа, экстремистла пулӑмсемпе, коррупци сулӑмӗллӗ преступленисемпе кӗрешессине координацилесси – ҫакӑ прокуратурӑн пысӑк калӑпӑшлӑ тата содержанийӗ тӗлӗшӗнчен питех те кӑткӑс ӗҫӗ-хӗлӗ.

Тивӗҫе туйни, пысӑк яваплӑхлӑ пулни, тӳрӗлӗх тата принциплӑх прокуратура ӗҫченӗсен улшӑнми лайӑх енӗсем шутланаҫҫӗ. Прокурор тивӗҫӗ сире ҫирӗп дисциплинӑллӑ, питех те тӳсӗмлӗ пулма, пулӑмсене тӗрлӗ енчен тишкерсе хак пама тата професси ӑсталӑхне тӑтӑшах ӳстерме хистет. Эсир хӑвӑрӑн служба тивӗҫӗсене чыслӑн тата тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлатӑр.

Республика прокуратури саккунлӑхпа йӗркелӗхе ҫирӗплетес, хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерес, ҫыннӑн тата гражданинӑн прависемпе ирӗклӗхӗсене пурнӑҫа кӗртес енӗпе тытӑмлӑн ӗҫлет.

Саккун хуралӗнче тӑнӑ май, эсир хӑвӑр суйласа илнӗ ӗҫе малалла та чыслӑн пурнӑҫласа пырасса, власть ят-сумне ҫирӗплетме пулӑшасса тата профессин чи кӑткӑс тӗллевӗсене те пурнӑҫлама пултарасса шанса тӑратӑп!

Прокуратурӑн мӗн пур ӗҫченӗпе ветеранне ҫирӗп сывлӑх, ҫемьере телей тата малашнехи ҫитӗнӳсем сунатӑп!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех