Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫнине (тĕпĕ: хуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӑнӑш сӑмах персе яни ашшӗн мӑнаҫлӑхне хуҫнине туйса илчӗ те Ҫтаппан хӑтана пултаруллӑ евчӗ тупса яманшӑн хӑйне хӑй ӳпкелерӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах Ваҫли пырса кӗрсен, Микула юлташне инкек ҫапса хуҫнине сисрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрлӗ Ҫар Сталинград патӗнче ҫавӑрса илнӗ нимӗҫ ҫарне кӗҫех пӗтерсе тӑкать; виҫҫӗр пин салтак ытла пӗтерсе тӑкнӑ, ку нимӗҫ ҫарӗн ҫурӑм шӑммине хуҫнине пӗлтерет.

Красная Армия скоро ликвидирует уже окруженную под Сталинградом немецкую группировку; будет уничтожено более трехсот тысяч немцев, а это значит: будет сломлен хребет немецкой армии.

38 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Анчах ҫавӑнтах вӑл хӑй ӳкнӗ чухне хӳрери кӗсмене ҫурмалла хуҫнине курчӗ.

Но тут он увидел, что при падении переломил кормовое весло посредине.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Анчах эпӗ хуҫнине тӳрлетес тесен, вӑл платникӗн ӗҫӗ, сирӗн мар.

Но дело плотника, а не ваше починить сломанное мной!

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Марийкӑпа иккӗшӗ мунча хутнине, милӗк тума типӗ варта саралнӑ хурӑн хуҫнине аса илчӗ!

Он вспомнил, как они с Марийкой топили баню и ломали на веник желтенькие березки в овраге.

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех