Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хумалла (тĕпĕ: хур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хусанта ӗҫсем каллех чӗрре кӗреҫҫӗ, унти лару-тӑрӑва юсас тесен татах вӑй нумай хумалла пулать.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку чухне транспорт хуҫисен уйрӑмах хӑвӑртлӑх йӗрки ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрмалла тата автотранспортпа ачасене шкула турттарнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркисене тӗпе хумалла.

Куҫарса пулӑш

Асӑрханӑр - ачасем! // Геннадий КАЗЫКИН. http://alikovopress.ru/asarxanar-achasem!.html

Йывӑррӑн пурӑннӑ 90-мӗш ҫулсенче каялла каймашкӑн билечӗсене те илсе хумалла пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн тӑван-ӗҫтеш тек курӑнас ҫук // Леонид Атлай. Whatsapp

Сӑмаха мала хумалла.

Ведь всем нам порой важно слышать что-то приятное о себе.

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫавӑнпа ҫакӑ ан пултӑр тесен маларах шухӑшласа хумалла.

Поэтому постарайтесь заранее продумать пути отступления или тактику, которая позволит избежать такого положения.

39-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку эрнере Раксен ҫак девиза тӗп хумалла: «Вӗренмелле, вӗренмелле, тепӗр хутчен вӗренмелле!»

Ракам на этой неделе имеет смысл прислушаться к девизу «Учиться, учиться и еще раз учиться!».

3-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ыттисен ӗҫӗсемпе ан аппаланӑр: ку эрнере сирӗн те пайтах вӑй хумалла.

Не погружайтесь в чужие проблемы – на этой неделе у вас и своих дел более чем достаточно.

14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ эпир, ҫӗнӗ самана йӗркине йышӑннӑ хыҫҫӑн, тӳрех калатпӑр: чир-чӗре сипленӗ чух биологи сак-кунне тӗпе хумалла!

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Камӑн ытлашши пур, ҫав тырра хресченсен хӑйсен ирӗкӗпе обществӑлла амбара пырса хумалла, — ӑнлантарчӗ Вандюков.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Мӗн тесе мӑшкӑлланӑ евӗр каласа хумалла пулнӑ ӗнтӗ Пикпава, ҫухалнӑ лаша тупӑнать вӑл, уншӑн хӗпӗртемелле, анчах тӑпӑлтарса илнӗ лаша киле таврӑнасшӑн мар вара тесе.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Слюсаревӑн философийӗ пӗрре кӑна пулнӑ: кама присяга панӑ, ҫавӑншӑн ҫеҫ пуҫне хумалла салтакӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Эльгеев килнӗшӗн хӗпӗртенипе калаҫрӗ те калаҫрӗ Зинаида Степановна, — Ир пуҫне хумалла пулчӗ ҫав, тӑлӑха хӑварчӗ пире ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Ева каланӑ тӑрӑх — Джесси кӗркунне, тен, качча тухать, ҫавӑнпа манӑн хамшӑн вӑй хумалла».

«Ева сказала, что Джесси осенью, может быть, выйдет замуж, так что я должен сделать усилие над собой».

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Тӗрӗс, картишне кӗртсе купаламалла е тӳрех, типсе шултӑркаса кайиччен, татса-ҫурса хумалла.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Чӑна тухманлӑх тусен хушшинче ҫухалчӗ, манӑн вара ҫӗрпе тӳпе пӗрлешнӗ ҫав енри мӗн пур ҫул-сукмака шута хумалла.

Несбывшееся скрывалось среди гор, и я должен был принять в расчет все дороги в направлении этой стороны горизонта.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Тутарстанӑн тӗп хулинче туса лартнӑ информаци технологийӗсен ҫӗнӗ паркӗнчен «Электронлӑ Правительствӑна» программӑпа тивӗҫтерсе тӑракан федераллӑ центр туса хумалла тенӗ ТР Премьер-министрӗ Рустам Минниханов ТР Информаци технологийӗсен центрӗн пӗтӗмлетӳ канашлӑвӗнче.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсен ярӑмӗ // Сувар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 1 стр.

— Сире усрава илмелле, ҫитӗнсе ҫитиччен мулӑр ҫине секвестр хумалла, — евитлерӗ Томсон.

— Надо вас взять в опеку и наложить секвестр на капитал до вашего совершеннолетия, — объявил Томсон.

XIV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Ҫапла, кирлӗ сӑмаха вӑхӑтра хушса хумалла!

— Да, — вовремя ввернуть слово!

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Нимӗнле лав таврашӗ те пулмасть, пулеметпа патронсене лаша ҫине ҫыхса хумалла, нимӗнле сасӑ-чӗвӗ те, кӑлтӑр-калтӑр та ан пултӑр.

— Подвод никаких, пулемет и патроны на вьюки, чтобы ни шуму, ни грому.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Унсӑр пуҫне кашни муниципаллӑ районта ял хуҫалӑхӗн тирпейлекен е снабженипе тавар сутакан пӗрререн кая мар потребитель кооперативӗ туса хумалла.

Кроме того, в каждом муниципальном районе необходимо создать не менее одного сельскохозяйственного перерабатывающего или снабженческо-сбытового потребительского кооператива.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех