Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Вӑл кашни ҫыннине ҫирӗп хулканпа сӑнӑран ытларах витерӳллӗ ырӑ сӑмахпа хӳтӗлентернӗ тата пурне те хӑйӗн тӗлӗкӗ чӑна тухма пултарни ҫинчен каласа савӑнтарнӑ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Сана каялла ҫавӑрӑп та ҫӑварлӑхласа илӗп, унтан сана, санӑн пӗтӗм эшкерне — утсемпе юланутҫӑсене, вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗрленсе тимӗр тум тӑхӑннӑ, хулканпа хӗҫ тытнӑ пысӑк ҫарна — илсе тухӑп, 5. вӗсемпе пӗрле хулкан тытнӑ, тимӗр калпак тӑхӑннӑ перссене, эфиопсене, Ливи ҫыннисене, 6. Гомерпа унӑн пӗтӗм ҫарне, Фогарма килне ҫурҫӗр чиккинчен пуҫласа хӑйӗн пӗтӗм ҫарӗпе илсе тухӑп, санпа пӗрле нумай тӗрлӗ халӑха илсе тухӑп, тесе калать те.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Санӑн ҫарунта перссем, Лиди ҫыннисем, Ливи ҫыннисем ҫапӑҫатчӗҫ, вӗсем сан ҫине хулканпа тимӗр калпак ҫакатчӗҫ; ҫавсем сана чап-мухтав кӳретчӗҫ.
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Паттӑррисем хирӗҫ тухчӑр: Эфиопипе Ливи ҫарҫисем хулканпа, Лиди ҫарҫисем карӑнтарнӑ ухӑпа хирӗҫ тухчӑр: 10. ҫакӑ кун — Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ кунӗ, тавӑру кунӗ — тӑшманӗсене тавӑрӗ Вӑл! хӗҫ ӗнтӗ антӑхса кайиччен юн ӗҫӗ, тӑраниччен ӗҫсе савӑнӗ: ку вӑл Евфрат патӗнчи ҫурҫӗр ҫӗрӗнче Саваоф Ҫӳлхуҫа Турра парне кӳни пулӗ.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Ҫӳлхуҫа, манпа тавлашакансен тавӑҫне татса пар, манпа тытӑҫакансене парӑнтар; 2. хулканпа хурҫӑ тумна илсе мана пулӑшма ҫӗклен; 3. мана йӗрлекенсене хирӗҫ сӑнӑпа айпӑлти туртса кӑлар; манӑн чунӑма кала: «санӑн ҫӑлӑнӑҫу — Эпӗ!» те.
Пс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара Сана шанакансем пурте савӑнӗҫ, ӗмӗрӗпе хавасланӗҫ, Эсӗ вӗсенӗн хутне кӗрсе тӑрӑн; Санӑн ятна юратакансем Санпа мухтанӗҫ: 13. эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ тӳрӗ ҫынна пиллӗх паратӑн; хулканпа хӳтӗленӗ пек, ӑна ырӑлӑхупа витсе усратӑн.
Пс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ӑна нуша, хӗсӗк пурӑнӑҫ сехӗрлентерет; ӑна ҫапӑҫӑва хатӗрленсе тӑнӑ патша пек хӑратать, 25. мӗншӗн тесессӗн вӑл аллине Турра хирӗҫ ҫӗкленӗ, Пурне те Тытса Тӑракана хирӗҫ тӑнӑ, 26. Ӑна хирӗҫ вӑл пуҫне каҫӑртса, хулӑн хулканпа хӳтӗленсе талпӑннӑ: 27. унӑн сӑнӗ-пичӗ самӑрланса-кӳпчесе кайнӑ, вӑл айӑкӗсене ҫу хывнӑ.
Иов 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫав кунран пуҫласа вара ман ҫумри ҫамрӑк ҫынсем ҫур халӑхӗ ӗҫлетчӗ, ҫурри сӑнӑпа, хулканпа, ухӑпа, тимӗр тумтирпе авӑрланнӑччӗ; ҫарпуҫсем яланах хӳме хӑпартакан Иудея ҫыннисемпе юнашар пулчӗҫ.
Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Амасия пӗтӗм Иудея халӑхне пуҫтарнӑ та вӗсене — иудейсемпе Вениамин ҫыннисене — пинпӳсемпе ҫӗрпӳсен аллине панӑ, унтан ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене шута илсе тухнӑ: вара вӑрҫа юрӑхлисем, сӑнӑпа та хулканпа авӑрланнӑ вӑйпитти арсем виҫҫӗр пин ҫын тупӑннӑ.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вениамин йӑхӗнчен: хастар ҫар ҫынни Елиада, унӑн ухӑпа тата хулканпа авӑрланнисем икҫӗр пин пулнӑ; 18. ун хыҫҫӑн Иегозавад, унӑн кӑралпа авӑрланнисем ҫӗр сакӑрвунӑ пин ҫар ҫынни пулнӑ.
2 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Асан ҫар вӑйӗ те пӗчӗк пулман: Иуда йӑхӗнчен — хулканпа та сӑнӑпа авӑрланнӑ виҫҫӗр пин ҫын, Вениамин йӑхӗнчен — хулканпа авӑрланнӑ, ухӑпа перекен икҫӗр сакӑрвунӑ пин ҫын пулнӑ; пурте вӗсем харсӑр ҫынсем пулнӑ.
2 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӳлхуҫа хушнипе Саул патшалӑхне Давида парас тесе Хеврона пынӑ ҫарпуҫсем ҫаксем: 24. Иуда ывӑлӗсем — хулканпа та сӑнӑпа авӑрланнӑскерсем, вӑрҫа кӗме хатӗр тӑракансем — ултӑ пин те сакӑрҫӗр ҫын пулнӑ; 25. Симеон ывӑлӗсем — хӑюллӑ ҫынсем, вӑрҫа кӗме хатӗр тӑракансем — ҫичӗ пин те ҫӗр ҫын пулнӑ; 26. Левий ывӑлӗсем — тӑватӑ пин те ултҫӗр ҫын; 27. Аарон ӑрӑвӗнчи Иоддай ҫулпуҫ тата унпа пӗрле виҫӗ пин те ҫичҫӗр ҫын; 28. хӑюллӑ яш ача Садок тата унӑн йӑхӗнчи ҫирӗм икӗ пуҫлӑх; 29. Вениамин ывӑлӗсем, Саул тӑванӗсем — виҫӗ пин ҫын, анчах вӗсенчен чылайӑшӗ Саул килӗ майлӑ пулнӑ-ха; 30. Ефрем ывӑлӗсем — ҫирӗм пин те сакӑрҫӗр ҫын, хӑюллӑскерсем, хӑйсен йӑхӗнче паллӑ ҫынсем; 31. Манассиян ҫур йӑхӗнчен — вунсакӑр пин ҫын, вӗсене Давида патшана лартма ятран чӗнсе илнӗ пулнӑ; 32. Иссахар ывӑлӗсенчен лару-тӑрӑва ӑнланакан ҫынсем, Израилӗн хӑҫан мӗн тумаллине пӗлекенскерсем, икҫӗр аслӑ ҫын килнӗ, вӗсене итлесе тӑракан мӗнпур тӑванӗ те вӗсемпе пӗрле пулнӑ; 33. Завулон йӑхӗнчен аллӑ пин ҫын килнӗ, вӗсем вӑрҫа кӗме хатӗр, ҫар кӑралӗпе авӑрланнӑ, пӗр шухӑшлӑ ҫынсем пулнӑ; 34. Неффалим йӑхӗнчен — пин пуҫлӑх, вӗсемпе пӗрле — хулканпа та сӑнӑпа авӑрланнӑ вӑтӑр ҫичӗ пин ҫын; 35. Дан йӑхӗнчен — вӑрҫа кӗме хатӗр ҫирӗм сакӑр пин те ултҫӗр ҫын; 36. Асир йӑхӗнчен — ҫапӑҫӑва кӗме хатӗр хӗрӗх пин ҫар ҫынни; 37. Иордан леш енчи Рувимпа Гад йӑхӗсенчен тата Манассиян ҫур йӑхӗнчен тӗрлӗ кӑралпа авӑрланнӑ ҫӗр ҫирӗм пин ҫын килнӗ.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Давид патне пушхире, хӳтӗлӗх вырӑна, ун енне куҫнӑ Гад ҫыннисем те пынӑ, вӗсем вӑрҫа хастар, хӑюллӑ, вӑрҫӑ кӑралӗпе — хулканпа та сӑнӑпа — авӑрланнӑ паттӑр ҫынсем пулнӑ; сӑнӗ-пичӗ вӗсен — арӑсланӑнни пек, вӗсем — хир качаки пек вичкӗн.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Рувимпа Гад тӑхӑмӗсенчен тата Манассиян ҫур йӑхӗнчен паттӑр ҫынсем, хӗҫпе те хулканпа авӑрланнӑскерсем, ухӑпа перекенсем, вӑрҫӑ вӑрҫма пӗлекенсем, ҫапӑҫма хатӗр ҫынсем хӗрӗх тӑватӑ пин те ҫичҫӗр утмӑлӑн шутланнӑ.
1 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Давид филистима ҫапла хуравланӑ: эсӗ мана хирӗҫ хӗҫпе, сӑнӑпа тата хулканпа килетӗн, эпӗ вара сана хирӗҫ эсӗ хурланӑ Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль ҫарӗсен Турри, ячӗпе пыратӑп; 46. паян Ҫӳлхуҫа сана манӑн аллӑма парӗ, эпӗ сана вӗлерӗп те пуҫна касса татӑп, [санӑн виллӳне тата] филистимсен ҫарӗнчи ҫынсен виллисене тӳпери кайӑксемпе ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксене пӑрахса парӑп, вара пӗтӗм ҫӗр Израильре Турӑ пуррине пӗлӗ; 47. ҫак пӗтӗм эшкер те курӗ: Ҫӳлхуҫа хӗҫпе те сӑнӑпа хӑтармасть, мӗншӗн тесессӗн ку вӑл Ҫӳлхуҫа вӑрҫи, Вӑл сире пирӗн алла тытса парӗ, тенӗ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1