Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

унтан сăмах пирĕн базăра пур.
унтан (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Нимӗн те ӑнланмастӑп, — тарӑхса каланӑ Саня, унтан нимӗн те чӗнмен.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӗхмӗш сыпӑк // .

Юлташсем шыв хӗрне ҫитнӗ те пӗр улахрах вырӑн тупнӑ, унтан кӗписене хывса шыва чӑмнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // .

Дворник Костриковсем патӗнче хӑнара нумай ларнӑ, шушкӑпа чей ӗҫнӗ, Сергейрен Хусан ҫинчен ыйтса пӗлнӗ, унтан Сергей «механике» вӗренсе тухнӑ пулин те «мӑнаҫланманнишӗн» питех те савӑнса, кӑмӑллӑн тухса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // .

Палладий сывлӑх суннӑ, унтан хӑйӗн пысӑк та туратлӑ туйине алӑк патне тӑратнӑ та, — вӑл ӑна «хӑйӗн тусӗ» тесе чӗннӗ, — Сергее хирӗҫ пукан ҫине ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // .

Унтан полицеймейстер тухса вӗренекенсене хирӗҫ кӗскен пӗр-ик сӑмах каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // .

— Хӑваласа кӑларса ячӗҫ! — тесе кӑшкӑрса та ачасенчен пӗри, унтан сахалтан та ҫӗре яхӑн шинель ҫакӑнса тӑракан йывӑр вешалка патне чупса пырса ӑна урайнех йӑвантарма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // .

Акӑ каллех звонок вӑрӑммӑн та хыттӑн янӑранӑ, унтан учительсем пӗрин хыҫҫӑн тепри учительскинчен тухнӑ та, классем тӑрӑх занятисене саланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // .

Малтан урисемпе алӑка тапкаласа ларнӑ, унтан кӗрешнӗ, унтан вӑкӑрла выляма тытӑннӑ, юлашкинчен вара юрӑсем юрлама пуҫланӑ:

Куҫарса пулӑш

Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // .

Унтан вӑл час таврӑнман.

Куҫарса пулӑш

Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // .

Унтан пӗтӗм зал тӑрӑх алӑ ҫупни янӑраса кайнӑ, тахӑшӗ «браво» тесе кӑшкӑрнӑ, вара кӑкӑрӗ ҫине капӑр чечек тирнӗ студент-распорядитель зала кӗреймесӗр юлнисене алӑка уҫса кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // .

Унтан юлташсем надзирателе шухӑшласа илме те паман, тӳрех театра кӗрсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // .

Анчах Асеев унтан маларах: — Сывӑ-и, Панфил Никитич. Хамӑра лайӑх тытнӑшӑн паян пире господин инспектор театра ячӗ, — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // .

Унтан вӑл Сергей патне ҫывхарах пырса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // .

Сергей ун патне сайра хутра ҫӳренӗ, ун патӗнче каҫсем ларса ирттернӗ, тавлашнӑ, чей ӗҫнӗ, унтан килне тухса утнӑ, шинель арки айне пытарса брошюркӑсем, хаҫатсем, тепӗр чухне пысӑкрах кӗнеке те илсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // .

Унтан темиҫе кунтан, ноябрӗн пиллӗкмӗшӗнче, Хусан университечӗн юбилейӗнче, Симонов ячӗпе иккӗмӗш демонстраци тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // .

Унтан вара кассӑсем, кружоксем, союзсем организациленсен, хӑвӑрӑн ӗҫре хытнӑ аллӑрсене пирӗн паталла тӑсӑр, пусмӑртисемпе тата кӳреннисемпе пӗрле пулса, хамӑра ҫаратакансене тата тертлентерекенсене хирӗҫ хӑюллӑн кӗрешӗве тухӑр».

Куҫарса пулӑш

Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // .

«Тен вӗсем пурте картишӗнче лараҫҫӗ?» — тесе шутланӑ Сергей, унтан вӑл ҫывӑхарах пырса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // .

Тьфу! — тесе сурнӑ асламӑшӗ ҫӗре, унтан чӳречерен шакканӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // .

— Вӗри-и? — тесе ыйтнӑ Сергей, унтан Саня ури айне пӗр шайка сивӗ шыв сапнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // .

Унтан йӗпе тумӗсене типӗтме ҫакса ҫывӑрма выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // .

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех