Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

укҫана (тĕпĕ: укҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
13. Патшапа унӑн ҫӗнтерме май ҫук пек туйӑннӑ ҫарӗ Персие кайсассӑн, вӗсене Нанейӑн чӳк ҫуртӗнче Нанея апӑсӗсен ултавӗ урлӑ пӗтерсе тӑкнӑ: 14. Антиох, Нанейӑпа пӗрлешме тенӗ пек, ҫав вырӑна пырсассӑн, унпа пӗрле килнӗ тусӗсем вара хулӑм укҫи илме пырсассӑн, 15. ҫав укҫана вӗсене Нанея апӑсӗсем сӗннӗ; ҫапла Антиох пысӑках мар ушкӑнпа чӳк ҫуртне шала кӗнӗ, лешӗсем вара Антиох кӗнӗ-кӗменех ҫуртне питӗрсе илнӗ, 16. унтан, маччари вӑрттӑн шӑтӑка уҫса, чулпа пеме тытӑннӑ, патшана та, унпа пӗрле пулнисене те вӗлернӗ, вакласа, пуҫне касса вӗсене урамра тӑракансем умне кӑларса пенӗ.

13. Ибо когда царь пошел в Персию и с ним войско, которое казалось непобедимым, они поражены были в храме Нанеи через обман, употребленный жрецами Нанеи. 14. Именно, когда Антиох, как бы намереваясь сочетаться с нею, пришел на то место, а бывшие с ним друзья пришли взять деньги, как приданое, 15. и жрецы Нанеи предложили их, и Антиох с немногими вошел во внутренность храма, - тогда они заключили храм, как только вошел Антиох, 16. и, отворив потаенное отверстие в своде, стали бросать камни, и поразили предводителя и бывших с ним, и, рассекши на части и отрубив головы, выбросили их к находившимся снаружи.

2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эпӗ вӑтӑр кӗмӗл укҫана илтӗм те Ҫӳлхуҫа Ҫуртне чӳлмекҫӗ валли пӑрахрӑм.

И взял Я тридцать сребренников и бросил их в дом Господень для горшечника.

Зах 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Кун пирки каланӑ май Михаил Игнатьев ҫак укҫана илсе килнине хӑшӗсем хӑйсен тава тивӗҫлӗ ӗҫӗ вырӑнне хурасшӑн пулнине палӑртрӗ, ҫавна май «эпир хирурги корпусне тӑвас енӗпе нумай ӗҫлемен-тӗк укҫа та пулмастчӗ» тени хайхи «мухтанчӑксене» вырӑна лартниех пулчӗ-тӗр.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Оля ҫурта суд урлӑ пайлама шухӑшланӑ. Икӗ хутлӑ пӳрте ҫурмалла пайлама йышӑнчӗҫ, эпӗ ӑна хамӑн ҫӗр ҫинче, уйӑхӗ-уйӑхӗпе Ҫурҫӗрте тар тӑкса пухнӑ укҫапа ҫӗклесе лартнине шута хумарӗҫ. Малтанах Оля 300 пин тенкӗ, пӳрт хакӗн ҫуррине, шыраса илесшӗнччӗ. Хапсӑннипе тем чухлӗ те ыйтма пулать-ха, анчах пирӗн пек аякри ялсенче ҫуртсем йӳнӗ. Экспертиза 140 пин тенкӗрен ытла илейменнине палӑртсан та Оля ҫырлахмарӗ, Шупашкартан урӑх специалистсене чӗнсе килчӗ. Вӗсем 92 пин тенкӗ ҫеҫ шутласа пачӗҫ. Ку укҫана тыттарӑттӑм та — илесшӗн мар. «Эпӗ хамӑн пая ывӑла ҫырса паратӑп», — тесе ҫӳрет-ха, анчах пуҫӗнче унӑн урӑх шухӑш.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Амӑшӗ пулӑшмарӗ те — вӗренӳшӗн тӳлеме хамӑн укҫана патӑм.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Вӗсене тӗпе хурса ӗҫлев центрӗ строительство компанине бюджет укҫине, 2 млн тенке яхӑн, куҫарса панӑ, ҫав укҫана кайран уголовлӑ ӗҫ фигуранчӗсем вӑрланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Алза» ертӳҫисене айӑпланӑ // Н.ДМИТРИЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Иккӗленмест: республикӑра вӑтам ӗҫ укҫи ҫак виҫерен чылай пӗчӗкреххине шута илсен чиновниксен укҫана индексацилеменнипе хальлӗхе ҫырлахмалла.

Куҫарса пулӑш

«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех