Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗпнелле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйӗн сочиненийӗнче Тимофеев пӑралакан ҫӳллӗ вышкӑна, вӑл пулӑшнипе ҫӗр тӗпнелле пӑрӑх хыҫҫӑн пӑрӑх антарнине, нефтяниксем хӑйсен йывӑр ӗҫне мӗн тери пӗлсе те ӑста тунине ӗненмелле ҫырса кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сочинени // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Анчах шывра вӗсем ҫӳлелле мар, аялалла, кӳлӗ тӗпнелле кармашаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Вара эпир Шурӑпа иксӗмӗр те, алла-аллӑн тытӑнса, Атӑл тӗпнелле анса кайма пуҫларӑмӑр пек.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Лешӗ каялла чакса, чакса пычӗ, кантӑрт такӑнчӗ те тункатаран — пилӗкрен ҫӳллӗ вӗлтӗрен ӑшне чикеленчӗ ӳкрӗ, ҫатӑр-ҫатӑр, шӑтӑр-шӑтӑр тутарса, ҫырма тӗпнелле анса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ырату пилӗкрен хырӑм тӗпнелле анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗр ӑна-кӑна тавҫӑрса ӗлкӗриччен Шывачи ӑна пӗве тӗпнелле ҫавӑтса та кӗрет.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Вӑл темиҫе хут та шыв тӗпнелле чӑмнӑ, ачана шыраса тупнӑ, ӑна ҫыран хӗррине кӑларнӑ, анчах ача тӑнсӑр пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑн-чӑн арҫын ӗҫӗ // Лейла ГУМЕРОВА. https://sutasul.ru/news/pulsa-irtni/2023 ... yn-3401972

Сасартӑк ун айӗнчи кирпӗч вырӑнтан хускалчӗ те, анчӑк шыва ӳкрӗ, кутӑн-пуҫӑн пӗтӗрӗнсе, ҫырма тӗпнелле юхса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Юхӑнтарса янӑ пысӑк пахча вӑл, тарӑн ҫырма тӗпнелле анса каяканскер.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Кайри хӑрах кустӑрма ҫӗкленнӗ ӗнтӗ, лаша кӑшт ҫеҫ хускалтӑр, аялти ӳречене малти сылтӑм кустӑрмапа кӑшт ҫеҫ лектертӗр — лав сӑрт тӗпнелле сирпӗнсе кайӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ку ҫынпа ытлашши нумай калаҫсан издательствӑри ҫемҫе пукан ҫинчен таҫта ҫӗр тӗпнелле сирпӗнмӗп-и терӗҫ пуль.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Месерле выртса кӑвакал пек рехетленнӗ чух тахӑшӗ мана кап! ҫавӑрса тытрӗ, шыв тӗпнелле туртса антарчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Малтан вӑл чул пек шыв тӗпнелле анса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кисеп тӑла киллинчен Тухса ӳкрӗ сисеччен, Унтан кайрӗ йӑванса Таҫта ҫырма тӗпнелле, Кӗҫ ҫавӑнтах ҫаврӑнса Тӑла тӗрки хирелле Кусса-шуса кайрӗ пек.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Каҫхине эпир — анне, ултӑ ҫулхи аппа тата эпӗ, тӑватӑ ҫулхискер, — вырӑн ҫине ҫывӑрма выртсан, Катя пирӗн пата пырса ларатчӗ те, пӗр ҫемӗллӗн мӑр-мӑр-мӑр «кӗрпе арманӗ авӑрта-авӑрта», ӑс-тӑна йӑштарса, сӗмлентерсе, сисӗм-туйӑмсӑрлантарса, пире «чи-чи-чи тутлӑ тинӗс тӗпнелле йӑр-йӑр-йӑр шуҫтарса-ярӑнтарса» хӑваратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Татах самант — эпӗ пӗве шывне ча-а-а-алт! ҫурса кӗрсе кайнӑ иккен, халӗ ун тӗпнелле йӑкӑр-р-р-р! ярӑнса анатӑп.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Анчах вӑхӑт шунӑ ҫемӗн сӗлпӗрленнӗ, тӑрмаланчӑк ӳт-пӗвӗ («тӳнӗ сӳс тӑпки»), шӗлтӗрех кайнӑ алли-ури самаях салатнӑ вӑй-халне пухасшӑн канӑҫ ыйтнине пула вӑл, сулчӑланса лӑм пулса, лӑпсӑрӑнса, майӗпен-майӗпен ишӗлекен-арканакан ӑс-тӑнӗ витӗр Морфи тинӗсӗн ӑспа виҫейми тарӑн тӗпнелле канӑҫлӑн, вӑраххӑн-вӑраххӑн, пылаккӑн-пылаккӑн йӑмпӑл-йӑмпӑл-йӑмпӑл путса анса кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Миххе хӑвӑрт карӑнтарса вар тӗпнелле тӑсса пӑрахрӑм та унӑн сарлака анипе шӑтӑка хупласа хутӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Вӗсем, кӳллӗн тӗкӗр питне шӑтарса, хӗвел пайӑрки ҫинче шурӑ хупписемпе йӑлтлатса илеҫҫӗ те каллех шыв тӗпнелле чӑмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗрне ишӗлмен енчен те чавса пысӑк тымарӗсене татмалла та, ытти тымарӗсем таврашӗнчи ҫӗрӗпе пӗрле йӑмрине аялалла, ҫырма тӗпнелле куҫарса антармалла.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех