Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑратчӗ (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халиччен те Христос тӗнне йышӑнман чӑвашсем ҫав тӑрӑхра ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ тесе калани пирӗн асра тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Килте йыттисене апат парсах тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Пӗр енчен, манӑн вӗсене пулӑшас та килетчӗ, тепӗр енчен, темӗн чарса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Юнӗ вӗресе тӑратчӗ Чиканӑн.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Юрик Пигаваев вӑр-вар ачаччӗ, чупас енӗпе яланах шкулта ҫӗнтерӳҫӗсен шутӗнче тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Татьяна ача чухнехи пек карусель патне пырса тӑрса уяв тумӗллӗ ҫамрӑксем ун ҫинче ярӑннине-ҫаврӑннине пӑхса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Калля пичче ун чух пахчинчи ҫурхи шыва уҫса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Калля пичче култарать // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 9 с.

Суракан пилӗкне аллипе сӑтӑркаласа тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ман пата вӑл фронта пӗрмаях ҫырса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

33 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Класра Тамара ытти хӗрачасенчен ир пике сӗмӗ кӗме пуҫланӑ кӗлетки-пӗвӗпе, паха кӗпи-тумӗпе, хӑйне хӑюллӑ тыткаланипе уйрӑлса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Шкул ҫинче ҫакӑнса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫакӑншӑн Хайтар Илюша сеанс курма кӗртсе яратчӗ, ачасен умне вара кашнийӗнчех нуша — кино курма мӗнле кӗрсе каясси тухса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑш-пӗр чухне вӑл чарӑнса та тӑратчӗ, нимӗн тума пӗлмесӗр нушаланатчӗ вара, анчах калаҫу пуҫарма ниепле те хӑюлӑх ҫитерейместчӗ ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шӑпах кӑмпа ҫумӑрӗсен вӑхӑчӗ тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хурӑн туни кӑна шурӑ ҫурта пек ҫунса ҫутатса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Асамат кӗперӗ пек ялтӑрса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ун сӑн-питӗнче мӑнаҫлӑх палли курӑнса тӑратчӗ.

И вид у него при этом был такой, точно он не потерпел бы никаких возражений.

X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Мӗн ачаранпах мана самолетсем килӗшетчӗҫ, вӗсемпе ҫыхӑннӑ пур япаласем те, ҫавӑн пекех ҫемьере те, шкулта та патриотла воспитани парасси пысӑк вырӑн йышӑнса тӑратчӗ, - аса илет ветеран.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен професси пур // Неля САБАХОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ur-3494333

Унта ӗҫ ҫав тери вӗресе тӑратчӗ!

Там так кипело все!

Пӗрле ытларах тума пултаратпӑр // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3475759

— Пирӗн пата Сибирскран архитектор пычӗ, вӑл облаҫ управленинче ӗҫленӗ, ман аттен начальникӗ пулнӑ та, хӑйӑн ӗҫӗсемпе Тайгинска килсен, яланах пирӗн патра чарӑнса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех