Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑратчӗ (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗрере яланах пӗр кӗвӗ янӑраса тӑратчӗ — «Пӗчӗк акӑшсен ташши», умра яланах пӗр ҫын сӑнарӗччӗ — манран аякра-аякра пурӑнакан хӗр сӑнарӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Вӑл ман ҫумрах аллине пианино ҫине хурса тӑратчӗ, эпӗ мӗнле каланине сӑнатчӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Каҫӗ ӑшӑ тӑратчӗ, сывлӑшра ҫӑмӑл юр пӗрчисем вӗҫкелеҫҫӗ, юпасем ҫинчи электричество ламписем патӗнче вӗсем шурӑ лӗпӗшсем евӗр курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ку мана вӑй парса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫийӗнчен тата ун пек произведенисем вулакансен кӑмӑлне тивӗҫтерейместчӗҫ, мӗншӗн тесен унта машина шавӗ кӑна илтӗнсе тӑратчӗ, рабочин кулленхи пурнӑҫӗ, интересӗсем, кӑмӑл туйӑмӗ вара ытлах курӑнмастчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

— Эп куркана шыв тултарнӑ чух ман хыҫра пӗр арҫын тӑратчӗ, ҫав хӑтланчӗ пулинех?

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вити вӑл кивӗскерччӗ, маччи унӑн тӗкӗсем лартнипе кӑна тытӑнса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

….Тепӗр хут ҫырмана аннӑ арҫын ури ҫинче аран-аран тӑратчӗ, ҫав хушӑра ун ҫине хӗрарӑм уртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Изамбаев, халь кӑна ҫырмана аннӑскер, хӑй те аранаран сулланса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӗсен хушшинче леш хӑй вӑрланӑ ачан амӑшӗ те тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Старик хӑйӗн тимӗрҫ лаҫҫипе юнашар ларакан хуҫӑк туратлӑ юман кутӗнче шухӑша кайнӑ пек пулса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эх, юрласа яратчӗҫ ҫак юрра юнташӑмсем-тусӑмсем, пӗтӗм тавралӑх янӑраса кӑна тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл та ҫапла туй хыҫҫӑнхи чӑп-чӑп каҫӗ иртсен ун умӗнче ҫакӑн евӗрех пуҫа усса тӑратчӗ, эрленсе-хурланса хӑйне пӗччен хӑварнӑшӑн ӑна ӳпкелешсе калаҫатчӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хӗрӗх пӗрремӗш ҫулхи хура кӗркунне пирӗн полк Ухта хули таврашӗнче, сӗм вӑрман варринче, тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Хӑйӑрне, эпӗ астӑвасса, Василий Иванович Шарапкин турттарса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Каярах та, эпир аслӑ классенче вӗреннӗ чухне те, шкулпа сывпуллашса харпӑр хӑй професси суйласа пӗлӳ илнӗ вӑхӑтра та, пирӗн ӗҫ-хӗлпе пӗрремӗш вӗрентекен интересленсех тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Паян та пирӗншӗн вӗрентекен // В. Никитин. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... vrenteken/

Ытти ачасенчен хӑюлӑхӗпе, хастарлӑхӗпе, тавҫӑрулӑхӗпе палӑрса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

— Пӑспа пӗҫерсе ӗнтнӗ сысна пӗҫҫи ҫакӑнса тӑратчӗ колхоз кӗлетӗнче, — тӗпчет пӗри.

Куҫарса пулӑш

Актсӑрах // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 31–33 с.

Юрри мӗне тӑратчӗ.

Голос его чего стоил.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Малтан тӑратчӗ, тепре пӑхрӑм та — ларать.

Куҫарса пулӑш

Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех