Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑратчӗ (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑратчӗ те… халь ҫук-ҫке… —

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сан лашу урапа ҫумӗнчех кӑкарӑнса тӑратчӗ мар-и? — аса илсе тӗлӗнчӗ Макҫӑм.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку ҫурт-йӗр ял ҫинче яланах, хура пӗлӗт пек курӑнса, ҫынсен сехрисене хӑпартса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл халӗ ҫеҫ пусӑ хуралҫине укҫа тӳлемелле пулассинчен хӑраса тӑратчӗ, лаша унта та ҫук иккен.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан пырса кӗнӗ ҫӗре вӑл, тырӑ акма кайма хатӗрленнӗскер, Уҫка килессе кӗтсе тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗр пӑхассиех пулас ҫукчӗ пуль, ҫынсем суйланине курни те теме тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Таврара никам та ҫукчӗ-ха, каҫӑ патӗнче ҫеҫ пӗр ҫын шалҫа тытса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл кӗнӗ вӑхӑтра Сююнбике ал тутри вӗҫӗпе куҫӗсене шӑлкаласа тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хула хурт уйӑрнӑ вӗлле пек сӗрлесе кӑна тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эй, халь ҫакӑн пек касӑлса ҫитнӗ вӑхӑтра пӗр кӑвакал та теме тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑнах та вӑл хашкаса чупса ҫитнӗ тӗле мӑрсасем урхамахӗсене утланнӑччӗ ӗнтӗ, Аттеней чӗлпӗртен пӗр аллипе хӑй лашине, тепӗр аллипе ун лашине тытса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан выҫӑпа касӑлнӑ ҫынсене курса хӑй те пушӑ хырӑмне сӑтӑркалама пикенчӗ ӗнтӗ, паян сӗрекепех пулла каяс-ха тесе шутласа тӑратчӗ, ҫав вӑхӑтра Тукайпа Сарри хӳшши умне ӗнер килсе кайнӑ юлан ут ҫитсе чарӑннине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шигалей ку вӑрҫӑра ахаль ҫын мар, аслӑ княҫа пулӑшаканӗ, Хусана илнӗ пулсан вӑл унпа пӗр танах патша пулса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл ӑна ҫапах та ман упӑшкана манмарӑн, халӗ те ханлӑхшӑн никамран ытларах тӑрӑшатӑн тесе ырласа кӑна тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темиҫе воевода Коломнӑра тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑнтӑрлахи кану хыҫҫӑн сапантуй курма тесе тухнӑ хан улӑхра хӗрарӑмсен ушкӑнӗнче кӗҫӗн ывӑлӗсем кӗрешнине пӑхса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗпӗ лӗкӗллӗччӗ те вӑл пӗвен, ҫапах та ача-пӑча шыва кӗрсе пӑтратман ҫӗрте шыв тӑп-тӑрӑ тӑратчӗ, карас пулӑсем ишсе ҫӳрени те курӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.

— Ҫтаппан пӳрчӗ умӗнче тӑратчӗ вӑл, — терӗ такам.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ача-пӑча вӑйӑ тавра чупатчӗ, Ҫӗр каҫипех ял кӗрлесе тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫаплаччӗ // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 8 с.

…Пит хӑрушӑ та кичем Каҫ тӑратчӗ ун чухне, Ялкӑшатчӗҫ ҫӑлтӑрсем Тем шикленнӗн ҫӳҫенсе.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех