Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑм сăмах пирĕн базăра пур.
тӑм (тĕпĕ: тӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта тӗп компонент — тӑм.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «КЕТРА» завод ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ // Георгий Борзин. http://www.hypar.ru/cv/news/chavash-en-p ... -pallashre

Юрать-ха, Макар Кузьмич вӑхӑтра пӑрӑнма ӗлкӗрнӗ, ахаллӗн унӑн пуҫӗ тӑм чӳлмек пекех арканса кайнӑ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Ҫак ҫӗр йывӑр тӑм ӳкрӗ те, ирхине пӗтӗм йӑмра ҫулҫисем хура-су сӑнлӑ курӑнса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тӑм илтерсе янӑ аллисене хӗрсем сивӗ шыва чикеҫҫӗ те, ҫара алӑранах пӑр «перчетки» шӑнкӑлт! хывӑнса ӳкет.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пите кӑшт ҫиле хирӗҫ тытсанах, тӑм илсе ярать, ҫул ҫинче те хӑяккӑн ҫеҫ, минутсерен ҫил енне ҫурӑмпа ҫаврӑна-ҫаврӑна утатӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫӳхе хӗрлӗ тута хӗрри, тӑм тивнӗ мӑкӑнь ҫеҫки евӗр, хуралса кӑвакарнӑ, кӑшт шыҫнӑ, мӑйӗ ҫинче те тӗксӗм вырӑнсем палӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Унтан пӳрте шалтан та тултан тӑм шӑлса шуратрӑмӑр, ӑшчиккине сӑрласа, тӗрӗллӗ накат чуптартӑмӑр, маччисене шурӑ хут ҫыпӑҫтартӑмӑр, унтан чӑланпа тӗпел кукри тума тытӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Чӑн та, тӗпсакай та чавманччӗ-ха, пӳртре те, ҫенӗкре те чӑлан тавраш ҫукчӗ, мӑкне ҫапманччӗ, тӑм шӑлманччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Анатолий Семенович пахча варринчи астрӑсем хушшинче тӑрать, тӑм тивсе ҫеҫки хӗррисем кӑштах хуралнӑ пулин те, ҫав-ҫавах хӑйсен ытарайми илемӗпе кӑмӑла ачашлакан кӑвак, шурӑ, хӗрлӗ чечексене пӗрерӗн-пӗрерӗн суйласа татать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Умӗнче электрокамин ҫунать, виҫ кӗтеслӗ сӗтел хӗрринче авӑрлӑ тӑм куркара кофе пӑсланать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Строительсем палӑк умне бетон плитасем сараҫҫӗ, чечек савӑчӗсем лартмалли чул пукансене тӑм шӑлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӗрсе сывлӑш тултарнӑ пек сарӑлса-сарӑлса, ҫӗкленсе-ҫӗкленсе пычӗ те тӑм чӑмакки — тухрӗ ларчӗ ҫаврашка варрине куҫ илӗртмӗш чӳлмек.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тимуш тӑм чӑмаккине илчӗ те станок ҫине пырса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Халь вӑл вӑрӑм сак ҫинче икӗ урине икӗ еннелле усса ларать, тӑм чӑмаккине чыша-чыша, кустара-кустара, пуса-пуса ҫемҫетет.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Заводран каярах юлса таврӑннӑ Тимуш йӑмра айӗнчи сак ҫине вырнаҫрӗ те аллинчи тӑм кӗлеткене кӗҫӗрхи пекех хӑйпе юнашар лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫынсем чӗлӗм мӑкӑрлантараҫҫӗ, чикаркка туртаҫҫӗ, вӑхӑчӗпе картла та выляҫҫӗ, домино та шаккаҫҫӗ — Тимуш вара тӑм татӑкне йӑваласа, чӗпӗткелесе ларать.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Урамра ҫынпа калаҫса ларнӑ чух та ялан тӑм унӑн сарӑрах шурӑ аллинче.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

«Мана чӳлмек ӑсти тесе мухтаҫҫӗ, — аллинчи тӑма чӑмӑрта-чӑмӑрта ҫемҫетет Тимуш, — ан пултӑр-ха кун пек тӑм — чӳлмекҫӗ Тимуш та пулмасть».

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Йӑмраран тытса, Тимуш хыҫалалла пӗшкӗнчӗ те ҫӗртен пӗр ывӑҫ тӑм илчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫӑкӑрне йӗпетсе ҫемҫетме хӑй умне тӑм куркапа шыв лартнӑ, пуҫлӑ суханне яшкана яма хатӗрленӗ пек касса туранӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех