Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑм сăмах пирĕн базăра пур.
тӑм (тĕпĕ: тӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Варсан Викторович вилнӗшӗн те, унӑн пӗртен-пӗр ывӑлӗ алли-урине тӑм илтернӗшӗн те вӗсем пӗтӗмпех ҫавсем айӑплӑ тесе шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ашшӗ урайӗнче вилӗ выртнине курсан, Тилӗ ҫӗлӗкӗ алли-урине тӑм илнине пӑхмасӑрах тапкаланма, ҫухӑрашма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӑм илнӗ вырӑнсене йӑлтах хур ҫӑвӗ сӗрсе ҫыхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ак ӗнтӗ хирте юртан тасалнӑ ҫара вырӑнсем — «тӑм ҫамкисем», «кӑмака ҫийӗсем» курӑнса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ухмахчӗ, чӑн-чӑн тӑм пӑшалччӗ ман йысна, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юмӑҫ пӗр тӑм чашӑк шыв тултарчӗ те ӑна лутра та пӗчӗк сӗтел ҫине пырса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӳршӗ-аршӑсен куҫӗ умӗнчех юмӑҫ пахчана «киремет карти» тытнӑ, типсе хӑрнӑ ватӑ хурама ҫине темле тӑм кӗлеткисем ҫакса тултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шыв хаярӗ, тӑм хаярӗ, вилӗ хаярӗ пирки тем те пӗр каласа хӑрататчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӳртсен тӑрринче — мӑрье вырӑнне тӑхӑнтарса янӑ тӑм пӑрӑхсем.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ачасем тесен, вӗсем те питӗ ӗҫлӗ тапӑр вӑхӑтӗнче: иртен пуҫласа каҫчен ут ҫӳретеҫҫӗ (хӑйсен килӗнчи пек хулӑпа ҫаптарсан та утманнине мар, чӗлпӗре карт! туртмасӑрах ташласа пыраканнине!), ҫӑл шывӗ сутаҫҫӗ, тӑкӑннӑ утӑ-улӑма пуҫтараҫҫӗ, тӑм шӑхлич каласа киленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хэй, тӑм пуҫ! — тинех ас туса илчӗ Палюк мучи.

Куҫарса пулӑш

Киремет хурами // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 51–53 с.

— Эх, тӑм пуҫсем эпир! — тин ас туса илтӗм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

Хӗрлӗ помидорпа пан улмисем, чӑкӑт, тӑм кӑкшӑмпа сӑра тата ҫур литр ҫутти сӗтел ҫине тухса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

— Тарма хатӗрленнӗ салтак каялла позицине таврӑнни геройлӑх пулать вӑл, тӑм писмен.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Пантелеймон Матвеевичӑн тӑм илнӗ сӑмси хӗртнӗ кирпӗч тӗслӗ пулса кайнӑ, шыҫӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Сӑмсана тӑм илчӗ, шельмӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ӗҫленӗ ҫӗртех хӑшӗ-пӗрин сӑмсине тӑм илсе ярать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Паянччен кӑна пӗр эрне хушши ҫумӑрсӑр ҫанталӑк тӑчӗ: кӑнтӑрла ҫӗр улмипе хӑяр ҫеҫкисем вӑйлӑ тӑм тивнӗ пек шана-шана кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Тӑм ӳкмесен пулать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Шап-шурӑ тӑм ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех