Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑванччӗ (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн пата та чиперех ҫитетчӗ сасси: нимӗҫсемшӗн трофейччӗ вӑл, пирӗншӗн — тӑванччӗ, ҫывӑхчӗ, мӗншӗн тесен унта Бернес юрланине ҫырса илнӗ «Полюшко-поле», «В далекий край товарищ улетает» юрӑсемпе Лемешев юрланине ҫырса илнӗ «Сердце красавицы склонно к измене и к перемене…» юрӑсене ҫавӑрттаратчӗҫ.

Звуки доносятся и до нас, трофейные для немцев, знакомые, родные — нам: «Полюшко-поле», «В далекий край товарищ улетает…» — голос Бернеса, а затем Лемешев — «Сердце красавицы склонно к измене и к перемене…»

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Укҫа кирлӗ чух ҫеҫ ашшӗ вырӑнне сума сӑванҫи тӑвать, ирсӗр хӗр, еркӗнсемпе явӑҫать… пӗчӗк чух сар ҫӳҫлӗччӗ, тӑванччӗ маншӑн.

Родственные чувства испытывает — поскольку нужны деньги… грязная девка, имеет любовников… а маленькая была белокурой и родной…

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Маншӑн вӑл тӗнчери чи ҫывӑх ҫынччӗ, ачаранпах пӗрне-пӗри савса ӳснӗ юратнӑ тӑванччӗ.

Для меня он был самым близким человеком на свете, с детских лет милым и любимым братом.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех