Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытсассӑн (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Чаплӑ-ҫке санӑн лашу! — тет Азамат, — енчен эпӗ килте хам хуҫа пулсан, виҫ ҫӗр лаша таран кӗтӳ тытсассӑн, сан урхамахушӑн ҫур кӗтӗвӗме панӑ пулӑттӑм, Казбич!

— Славная у тебя лошадь! — говорил Азамат, — если бы я был хозяин в доме и имел табун в триста кобыл, то отдал бы половину за твоего скакуна, Казбич!

Бэла // .

Курткӑна алла тытсассӑн, сасартӑк чарӑнса тӑчӗ те хӑй ӑссӗн каларӗ.

Потом остановилась, держа куртку в руках, и сказала сама себе.

19-мӗш сыпӑк. Том ӳкӗнӗвӗ // .

27. Аполлос Ахаие кайма шухӑш тытсассӑн, тӑвансем унти вӗренекенсем патне хыпар янӑ, вӗсене ӑна хапӑл тума ӳкӗтленӗ; унта ҫитсессӗн вӑл Турӑ тивлечӗпе ӗненме пуҫланисене нумай пулӑшнӑ, 28. Иисус чӑн Христос иккенне Ҫырури сӑмахсемпе кӑтартса парса, вӑл иудейсене пӗтӗм халӑх умӗнче пӗр чӗнейми тунӑ.

27. А когда он вознамерился идти в Ахаию, то братия послали к тамошним ученикам, располагая их принять его; и он, прибыв туда, много содействовал уверовавшим благодатью, 28. ибо он сильно опровергал Иудеев всенародно, доказывая Писаниями, что Иисус есть Христос.

Ап ӗҫс 18 // .

31. Ҫапла вара, эсӗ каллех кӗлтусассӑн, каллех ҫичӗ кун хушши типӗ тытсассӑн, эпӗ сана кӑнтӑрла тата ытларах та кӑтартӑп: 32. санӑн сассуна Ҫӳлти Турӑ патӗнче илтнӗ; Тӗрекли санӑн тӳрӗ ӗҫне, эсӗ мӗн ҫамрӑкран упранӑ тасалӑхна курнӑ.

31. Итак, если ты опять помолишься и опять семь дней попостишься, то я покажу тебе больше в день, в который я услышал тебя. 32. Голос твой услышан у Всевышнего; увидел Крепкий правильное действие, увидел и чистоту, которую хранил ты от юности твоей.

3 Езд 6 // .

13. Сана ҫак паллӑсем ҫинчен калама ирӗк панӑ мана, анчах хальхи пекех тепре йӗре-йӗре кӗлтусассӑн, ҫичӗ кун типӗ тытсассӑн, кунтан ытларах та илтейӗн, терӗ Ангел.

13. Об этих знамениях мне дозволено сказать тебе, и если снова помолишься и поплачешь, как теперь, и попостишься семь дней, то услышишь еще больше того.

3 Езд 5 // .

12. Вӗсем типӗ тытсассӑн та, Эпӗ вӗсем кӑшкӑрса йӗнине илтмӗп; пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнине те, ытти парнине те хапӑл тумӑп; вӗсене хӗҫпе, выҫлӑхпа, мур чирӗпе пӗтерсе тӑкӑп, терӗ.

12. Если они будут поститься, Я не услышу вопля их; и если вознесут всесожжение и дар, не приму их; но мечом и голодом, и моровою язвою истреблю их.

Иер 14 // .

28. Кам та кам ҫураҫман хӗре тӗл пулса ярса тытсассӑн, унпа пӗрле выртсассӑн, вӗсене асӑрхаса тытсассӑн, 29. хӗрпе выртнӑ ҫыннӑн хӗрӗн ашшӗне аллӑ [сикль] кӗмӗл памалла, хӗрӗ вара унӑн арӑмӗ пултӑр, мӗншӗн тесессӗн лешӗ ӑна пӑсӑка кӑларнӑ; хӑйӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вӑл арӑмӗнчен уйӑрӑлаймӗ.

28. Если кто-нибудь встретится с девицею необрученною, и схватит ее и ляжет с нею, и застанут их, 29. то лежавший с нею должен дать отцу отроковицы пятьдесят [сиклей] серебра, а она пусть будет его женою, потому что он опорочил ее; во всю жизнь свою он не может развестись с нею.

Аст 22 // .

25. Ҫураҫнӑ хӗре кам та пулин хирте тӗл пулса ярса тытсассӑн, унпа пӗрле выртсассӑн, арҫыннине ҫеҫ вӗлерме тытса памалла, 26. хӗрне вара нимӗн те ан ту; вӑл вилмелле усал ӗҫ туман: ӑна ҫапла хур кӑтартни кам та пулин хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине тапӑнса вӗлернипе пӗрех, 27. мӗншӗн тесессӗн арҫынни ӑна хирте тӗл пулнӑ, ҫураҫнӑ хӗр кӑшкӑрнӑ пулин те, ӑна ҫӑлмашкӑн никам та пулман.

25. Если же кто в поле встретится с отроковицею обрученною и, схватив ее, ляжет с нею, то должно предать смерти только мужчину, лежавшего с нею, 26. а отроковице ничего не делай; на отроковице нет преступления смертного: ибо это то же, как если бы кто восстал на ближнего своего и убил его; 27. ибо он встретился с нею в поле, и хотя отроковица обрученная кричала, но некому было спасти ее.

Аст 22 // .

13. Израиль ывӑлӗсенчен е ютран килсе сирӗн хушшӑрта пурӑнакансенчен кам та пулсан сунарта ҫӳренӗ чухне ҫиме юракан тискер кайӑк е вӗҫен кайӑк тытсассӑн, вӑл унӑн юнӗ юхса пӗтичченех кӗтсе тӑмалла, юнне тӑпрапа витмелле.

13. Если кто из сынов Израилевых и из пришельцев, живущих между вами, на ловле поймает зверя или птицу, которую можно есть, то он должен дать вытечь крови ее и покрыть ее землею.

Лев 17 // .

15. Иосиф тӑванӗсем хӑйсен ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн каланӑ: Иосиф пире курайми пулсассӑн, хӑйне усал тунӑшӑн пире тавӑрма шухӑш тытсассӑн, мӗн пулать-ха? тенӗ.

15. И увидели братья Иосифовы, что умер отец их, и сказали: что, если Иосиф возненавидит нас и захочет отмстить нам за все зло, которое мы ему сделали?

Пулт 50 // .

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех