Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытать (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ан тив, сачӗ сан ҫинчех шутлантӑр, унсӑр мана икӗ участок ҫӗр тытать тесе айӑплама пӑхӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Упӑшки хаҫат пӑхса ларать, анчах вӑл вуламаннине арӑмӗ лайӑх пӗлет: Макар пӑшӑрханнӑ е куляннӑ самантсенче калаҫмасть, хаҫат е кӗнеке тытать, анчах страницӑсене уҫмасӑр, саспаллисене курмасӑр, пӗр тӗле пӑхса, вуланҫи пулса ларать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

«Ӗҫ пурнӑҫ тытать, ӗҫ телей кӳрет», тенӗ ваттисем.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/

Упӑшки ҫуккипе пӗччен хӗрарӑм кун каҫах ачисемпе ҫыхӑну тытать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Кайрӑмӑр, атте, — тесе алран пырса тытать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Малтан каҫарсан // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 111 с.

Бригадир та хӑна ҫумне пӗшкӗнет, хӑмла ҫулҫине тытать.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Лука Митрофанович пукан ҫине ларса черкке тытать.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Тыр вырма тухсан, килӗнче хӗрарӑм пулманран-и, авланма шут тытать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Ҫтаппанӑнне икӗ хутчен лашине вӑрлаттарать, ӗнесӗр, хуралтӑсӑр, ҫӗрсӗр тӑратса хӑварать, ывӑлне ялтан тухса кайма ирӗксӗрлет, кинне пусмӑрлама, халӑх умӗнче намӑс кӑтартма хура шухӑш тытать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Кӳршӗ-аршӑпа-и, ял-йышӗпе-и вӑл яланах хайне сӑпайлӑ тытать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Пуйнӑҫем пуйса пыракан Михха Ӗнелпе Пиш ушкӑнне кӗрекен ялсен тавлашуллӑ ҫӗрне туртса илме ӗмӗт тытать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Нумай калаҫмасть, хӑйне ҫирӗп те килӗшӳллӗ тытать.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Килти турӑшсем умӗнче те яланах святуй шывӗ тытать.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл тарҫӑ пулсан та лайӑх тумланнӑ, хӑйне мӑн кӑмӑллӑ тытать, унпа ҫӑвар уҫса та калаҫасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫап-ҫутӑ мӑн ҫамкаллӑ старик, Тарье йыснӑшӗ, ялӗнче ултӑ ҫунатлӑ, икӗ чуллӑ ҫил арманӗпе ҫӑм арманӗ тытать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ваҫлей, аслӑ пулин те, шӑллӗсен умӗнче хӑйне мӗскӗнле тытать, калас тенӗ сӑмахӗсене те калаймасть, шывланса тӑракан куҫӗсене шӑлма пуҫлать те — аптӑрасах ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Ҫула тухас умӗн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӳлмере тырӑ, кӗсьере укҫа пур чухне ним ҫинчен те шухӑшламасть, хӑйне ирӗклӗ тытать, савӑнӑҫлӑ туять.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ҫын ҫеҫ вӑл чӗлхипе ҫӑвать те чӗринче ҫӗҫӗ тытать.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ашӗнче вара: «Пуянӑн кушакки те пулӑ тытать тесе чӑн каланӑ иккен ваттисем», — тесе шутларӗ те, пичӗ хаваслӑ кулӑпа ҫуталса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лаша, ӗне, пилӗк-ултӑ сурӑх тытать.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех