Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытать (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑван хуҫалӑх уй-хирӗнче вӑл хӑйне шанчӑклӑ тытать.

Куҫарса пулӑш

Агроном — уй-хир хуҫи // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d0%b0%d0%b ... 83c%d0%b8/

Тӑшмана аркатнӑ куна ӗнерхи пекех асра тытать, мӗншӗн тесен Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑнах вӑл 20 ҫул тултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 9-мӗшӗ - Ҫӗнтерӳ кунӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61133

Ҫак ҫивӗч ыйтӑва Шупашкар хула администрацийӗн ертӳлӗхӗ тимлӗхре тытать.

Куҫарса пулӑш

Урам хӗррипе утмалли ҫулсене тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60522

Ҫамрӑк ӑру Совет халӑхӗн паттӑрлӑхне асра тытать.

Куҫарса пулӑш

«Ҫар паратӗнчи пекех кӑмӑл-туйӑм енчен ача садне ҫӳрекенсемпе ҫамрӑк армеецсен парачӗ», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/05/car- ... -sadne-ure

Вара Сулагаев чылай вӑхӑт хушши шӑпчӑк чӗппи пек шӑппӑн-шӑппӑн пурӑннӑ хыҫҫӑн мӗн те пулин ҫырас тесе аллине ручка тытать.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫук, «хӑш-пӗрисем» тенӗ чух вӑл Саркайпа Мерчен Мишши пеккисене асра тытать паллах.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шыва кӗме ан шутлӑр тата — унта вутӑш тытать, хӑйӗн патне, шыв тӗпне, илсе каять.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Хӗрт-сурт тытать пуль тетӗн-и?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

1943-мӗш ҫулта 17-ри яш фронта ҫул тытать.

Куҫарса пулӑш

Ветерансене оркестр саламларӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61066

Лиана Григорьева картиш тулли выльӑх-чӗрлӗх тытать.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Вӑл унран халь ҫеҫ мар, унччен те час-часах тӗлӗнетчӗ-ха, мӗншӗн тесен Ваҫҫа кас-кас хӑйне ытла та тӗлӗнмелле тытать.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Хӑйӗн садне Виктор Гаврилч питӗ типтерлӗ те таса тытать, унта улма-ҫырла та нумай.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫӗршыв хӑрушлӑхра чухне хӑравҫӑ кӑмака хыҫне пытанса ларать, паттӑр — аллине хӗҫ тытать.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Урха хӑй таврӑниччен туй тӑвасран ҫулталӑк кӗтме ыйтсан та хӑйӗн сӑмахне тытать.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Урха ҫакна пула тулӑхать, хӑйне валли тӗрӗслӗх шырама Катӗрне патша патне ҫул тытать.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Ӳт-пӗвӗ те кӗрнекленсе сарӑлнӑ, ӑна кӗпи пилӗкпе хул хушши тӗлӗнче ҫатах тытать.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Арҫын хӑйпашкарах кӗлеткеллӗ, ырханккарах сӑнлӑ — ун пеккисене хӗллехи сивӗ ҫатӑрах ҫавӑрса тытать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Акӑ вӑл хӗре аллинчен тытать, Елюк хӑй аллине каялла туртса илет, пуҫӗпе сулса кафедра еннелле кӑтартать: «Асту, вӗсем асӑрхаҫҫӗ, аван мар апла», — тет пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Сӗт нумай чухне — ҫуркуннепе ҫуллахи тапхӑрта чӗр тавар хакӗ ытти чухне те вӑхӑтлӑха йӳнелнӗ, анчах лару-тӑрӑва пӑхмасӑр, нумай ял ҫынни халӗ те «ӗне ҫемьене тӑрантарать» текен ӗлӗкрен пыракан шухӑша асра тытать.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

— Патька-патша Мускав еннелле ҫул тытать пуль тенӗччӗ эпир.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех