Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухни (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр чух ӗҫлӗ ҫынсем те тӗрлӗ сӑлтава пула вӑрмантан кая юлса тухни пулкалать».

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗр шухӑшламасӑрах тӳрех пӗр-пӗр япала пирки пӗлӳ «ӑшран» сиксе тухни.

Куҫарса пулӑш

Интуици ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1294

Чухӑнлӑхран тухни тепӗр енчен те нимене пӗтерет.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Упӑшкине вӑл хӑй пахчана мӗншӗн тухни, унта мӗн пулса иртни ҫинчен йӑлтах каласа пачӗ, чунтан ӗнентерме тӑрӑшрӗ, анчах Ваҫҫа итлесшӗн те пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Эсӗ аннӳ патне кайма тухни ҫинчен вӑл пӗлтерчӗ, — терӗ Ванюк кӑштахран.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«СВ-ПРЕСС» Издательство ушкӑнӗн ертӳҫи Александр Вражкин уява пухӑннисене Константин Иванов тата Нарспи сӑнӗллӗ календарь парнелесе тухни ку ҫурхи пӗрремӗш уяв кӑна мар, Литература тата К.В.Иванов ҫулталӑкӗнчи пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗлпулу пулнине ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑш пекех эс кирлӗ... // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 6 с.

Ҫакнашкал кӑтарту 2013 тата 2014 ҫулсенче пулманнине тӗпе хурса экономика ӗҫӗ-хӗлӗн тӗп енӗсем - промышленноҫ, строительство, ялхуҫалӑх, суту-илӳ, транспорт - кӑларакан таварӑн тата тивӗҫтерекен пулӑшӑвӑн индексӗн динамикине пӑхса тухни вырӑнлӑ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

«Хыпар» илӗртӳллӗрех тухни пире килӗшет: тытса вулама та, упрама та меллӗ, содержанийӗ те пуян.

Куҫарса пулӑш

Сӑнӗ улшӑнчӗ, "чунӗ" пуянланчӗ // Ревокат МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Эрнере пӗр хутчен ятарлӑ кӑларӑм тухни пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑнӗ улшӑнчӗ, "чунӗ" пуянланчӗ // Ревокат МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Выльӑхсем аптраса ӳксен ӑшӑ вырӑн ҫинчен тӑрса ҫула тухни те пӗрре мар пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

Полкра тӑнӑ чухне чӑвашла хаҫатсем тухни ҫинчен пӗлтӗм.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Фабиан господин ӗнерхи событисене йӑлтах — вӗренекенсен куҫӗсем мӗнле пӑхни, вӗсен сассисем мӗн тери сиввӗн, кураймасӑр янӑраса тухни таранчченех — тӗплӗн аса илме тӑрӑшрӗ.

Господин Фабиан мысленно восстанавливал все подробности, одну за другой, вплоть до выражения глаз учеников, интонации голоса.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

- Аварисен сӑлтавӗ тӗрлӗрен пулин те, чи ӳкӗнӗҫли водитель ӳсӗрле ҫула тухни темелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

Чи хӑрушши вӗсемшӗн — ялти клубра, халӑх умӗнче эппин, юлташла судра пӑхса тухни, ятлани пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Пӗр шухӑшласа кайсан, пуҫ ҫаврӑнма тытӑнать, ӑш-чик ҫулӑмсӑр вутпа ҫунать, тӗтӗм тухни ҫеҫ курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӗсен хыпаланса тухни кӑлӑхах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Хӑвах пӗлетӗн: ӑшра вут ҫунать, ҫулӑм тухни те курӑнать пуль.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Отставкӑна тухни те икӗ ҫул кӑна.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ятарласа пуяна тухни, вӑйлисем умӗнче ятарласа йӑпӑлтатни, ятарласа хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне тӑшмансенчен те, халӑхран та пытарса усрани — темӗн, рабочи класӑн революцилле парти ҫыннисене мар, народниксен каяшӗсене аса илтермест-ши?

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Кузнецов каланӑ пек килсе тухни ӑна имретсе пӑрахрӗ…

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех