Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухни (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Полицейскисем кӗрсе тухни ним инкек кӳмерӗ пулин те, хӑравҫӑланса намӑса кӗни ӑна вут ҫине пӑрахнӑ пекех ҫунтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук кӗтмен ҫӗртен килсе тухни халӑха самантлӑха ҫухалтарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтмен ыйту сиксе тухни Анукшӑн ниме те пӗлтермерӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук ним хӑрамасӑр чупса тухни пушшех тӗлӗнтерчӗ вӗсене.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ырӑ шухӑшлӑ хӗрарӑм килсе тухни унӑн кӑмӑлне кӑштах ҫемҫетрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Арӑслансем ирӗке тухни чуна кӑларатчӗ!

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арена ҫине ярмӑркӑри камит чӳречинчен кӑтартакан Петрушка евӗр тумланнӑ этем мӑйрака хуҫса тухни Ҫтаппанӑн кичем шухӑшне сирчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗлтӗрхи хӑмӑл тӗпӗнчен ҫамрӑк ҫумкурӑк тапса тухни анана ула-чӑлалантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь ун куҫӗнче куҫҫуль курӑнчӗ пулсан, темле ытла та пысӑк, тӳсейми инкек сиксе тухни паллах.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ир ҫитмесен икӗ хӑрушлӑх пурччӗ: пӗрремӗшӗ — Мишша тете чӗнмесӗр ҫӳрени, иккӗмӗшӗ — ирхине вӗллерен ҫӑвӑр хуртсем уйрӑлса тухни.

Куҫарса пулӑш

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Акӑ кунта хӗрӗх пилӗк ҫул каялла ликпунктран вӗренсе тухни ҫинчен калакан справка.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Хӑшпӗр тӗпчевсем палӑртнӑ тӑрӑх пӗтӗм тӗнчене илес пулсан 750 000 яхӑн ҫын хӑйне Мадейрӑран тухни пирки калаҫҫӗ.

По некоторым оценкам около 750 000 человек по всему миру называют себя выходцами с Мадейры.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Тӗттӗм ял ҫынни, вӑл суккӑрла юратнӑ совет влаҫӗ унран хӑрани, хӑйӗн чӑн-чӑн патриочӗсене шанманни, мӗнпур ҫырусене ҫар цензорӗсем питӗ тимлӗ вуласа тухни, ҫавӑнпа та ҫырусем ҫапла вӑрах вӑхӑт килни ҫинчен шутлама та пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ытла та тӗлӗнмелле пулса тухни кӑна тӑнран ячӗ-ха мана.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Ҫавӑн чухлӗ шыв куҫ пек пӗчӗк ҫӑлтан тапса тухни, пӗтӗм таврари уйсене вӑйлӑ ҫумӑр ҫутарса шӑварни тӗлӗнтерчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫавӑн пек тӗмӗсем лартса тухни уя ҫил ытла вӗресрен хӳтӗлет, юра тата нӳрлӗхе те тытса тӑрать.

Это насаждения кустарника. Они защищают поле от ветра, задерживают снег и влагу.

Ҫеҫенхирте тырӑ вырса пуҫтарнӑ чух // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫурт мӗнле пулса тухни Ягна хӑйне те килӗшмен.

Здание не нравилось и самому Ягну.

Л.В. Собинов ячӗллӗ Сарӑту патшалӑх консерваторийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B.%D0 ... 0%B9%C4%95

Кашни кунах эпӗ мӗн те пулин ҫӗнни пӗлеттӗмччӗ: унӑн планети ҫинчен, вӑл инҫе ҫула пуҫтарӑнса тухни е ҫул ҫӳрени ҫинчен.

Каждый день я узнавал что-нибудь новое о его планете, о том, как он ее покинул и как странствовал.

V // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Карта ҫине пӑхса, Совет Союзӗнчи шывсем тӗрлӗ еннелле, Совет Союзне хупӑрласа тӑракан пур тинӗссем еннелле те юхса тухни курӑнать.

По карте видно, что реки Советского Союза текут в разные стороны, ко всем омывающим его морям.

Чи паллӑ юханшывсемпе кӳлӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Воспитательсем пӗчӗк пучахран ырӑ шӑршӑллӑ батон мӗнле тухни, пекарьсем мӗнле ҫӑнӑхпа усӑ курни ҫинчен каласа панӑ.

Воспитатели рассказали, как из маленького колоска получается ароматный батон, какую муку используют пекари.

Октябрӗн 16-мӗшӗ - Ҫӑкӑр кунӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... un-3481789

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех