Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухни (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫутҫанталӑк лапамне тӑтӑшрах тухни усӑллӑ.

Полезно чаще выбираться на природу.

28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Инҫе ҫула тухни, похода кайни сире лайӑх витӗм кӳрӗҫ, анчах хӑрушсӑрлӑх пирки ан манӑр.

Умеренная физическая активность полезна, хорошо на вас могут повлиять длительные поездки или походы, разумеется, с соблюдением мер безопасности.

26-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чи лайӑх шухӑш – отпуск илсе ӑҫта та пулин, унччен кайса курман вырӑна, ҫула тухни.

Наиболее безопасным решением будет отправиться в отпуск, только непременно туда, где вы ни разу еще не были.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫуркунне пӗр юлан ут Василий Иванович патне Крым ханӗ каллех вӑрҫӑпа тухни ҫинчен хыпар илсе ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Военкоматран хут ҫыххисем йӑта-йӑта тухни курӑнать.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫула май юлташӗ патне Пӑрмаса кӗрсе тухни ҫинчен, унтан Сухал Ваҫлейӗн лашипе Кутемере ҫитни ҫинчен каласа кӑтартрӗ Павӑл.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пирӗн ҫамрӑк чӗрере ай вут ҫунать; Тӗтӗм-сӗрӗм тухни курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӳл ту ҫинче ҫил арман ай авӑрать, Ҫӑнӑх-кӗрпе тухни курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

43 ҫулти хӗрарӑм кил хуҫалӑхӗнче ҫулӑм тухни пирки 12 сехет те 34 минутра пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Муркаш районӗнче 22 ӗне ҫунса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32180.html

Инкӗшӗ патне кӗрсе тухни чылай хумхантарчӗ Павлуша.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Асӑнни ҫичӗ кун, ҫула тухни виҫӗ кун.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӑваттӑмӗш кун ӗнтӗ Эльгеевпа Ундрицов Хусантан ҫул ҫине тухни, анчах тавра кайнӑ пирки Ӗпхӳ хули ҫывхарас вырӑнне кунран-кун аяккалла кӑна куҫса пырать.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫапла пулса тухни, тен, аван та: нумай вӗренменскер, тен, Тимуш Хӗрлӗ Ҫарта хӑйне валли пархатарлӑ ҫул тупӗ?

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӗҫех хапхаран тупӑк йӑтса тухни курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пысӑк рольсемех паман режиссерсем Максимова, анчах сцена ҫине тухни паха.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тоньӑран уйрӑлса тухни те, Соньӑпа пӗрлешейменни те ӑна пит тарӑхтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эльгеевпа кӗтмен ҫӗрте уйрӑлмалла килсе тухни ӑна чылай пӑшӑрхантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӑйӗн менелникӗнче тӑванӗсене чӗнсе ӗҫкӗ ӗҫни те, кӗсле каласа хӗрарӑмсене юрлаттарса ташлаттарни те, урама шукӑлленсе тухни те килӗшӳллӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Елюк качча тухни ҫинчен илтсен, вӑл пушшех ним тума аптранӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вутне хутсан та, тӗтӗм тухни аптратать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех