Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тирсе (тĕпĕ: тир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сасартӑк унӑн «кӗмсӗртеттерсе уйран уҫлакан» чӗри ҫӗҫӗпе яшлаттарнӑ пек тирсе, сиввӗн ыратса кайрӗ — мучи, чарӑнса тӑрса, аллине чӗри тӗлне ярса тытрӗ, шӑлне ҫыртса, пилӗкӗнчен хуҫӑлса, питне-куҫне ытла та нушаллӑн тискерлетсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ку кӑмпине, пӑтӑлантарса, «ланкашкана сиктерчӗ» кӑна — теприне ҫӗҫӗ вӗҫӗпе тирсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫӗҫӗ кӑларчӗ, ун вӗҫӗпе пӗр кӑмпине тирсе ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑйӗн вырӑнне йӑпшӑна-йӑпшӑна таврӑннӑ чӗри сиввӗн тирсе кӑлт-кӑлт-кӑлт тапни те ӑна халӗ каҫхи ыйха путнӑ вӑрманта кӑвӑлтӑк шуйханчӑк кӑвӑлтатнӑн илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр шӑлавар кӗсйинчен ҫӗҫӗ кӑларчӗ, ун вӗҫӗпе пӗр кӑмпине тирсе ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унтакунта ыратни «шӑртне» пӑртак пусарсан, лӑпсӑр пулсан, сывлавӗ ӗрӗхме пӑрахсан Ула Тимӗр майӗпен тӑрасшӑнччӗ, анчах каллех вӑрӑммӑн йынӑшса ячӗ: аяк шӑмми хӑрпӑклансах тирсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Савнӑ арӑмӗн ятне асӑнни, таса хӗре варалани унӑн чӗрине ҫӗҫӗпе каснӑ пекех тирсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫав хурт ҫиесшӗ Китлӗре-и? — ӑвӑс юпа ҫине тирсе лартаҫҫех ӑна, каларӗ тейӗр.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хӑйӑр тиесе турттарсан, кустӑрмисем тухса ӳкеҫҫӗ, вӗсене вӑрӑм пӑта ҫине тирсе вырнаҫтаратӑн кӑна – машинан кузовӗ катӑлса тухать.

Куҫарса пулӑш

Тактӑрла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/229

Тӗпелти сарлака сак умӗнчи каска пуканӗ ҫинче, ҫурӑмне алӑк еннелле туса, арҫын ҫӑпата тирсе ларать.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Малтанлӑха капла та юрать, — Петӗр хӑй те ҫур стаканне ҫеҫ сыпрӗ, вилка ҫине ӑшаланӑ шӑрттан татӑкӗ тирсе, Анюка сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр патакпа (сенӗк ӗнтӗ вӑл!) чикӗмсем тирсе капан хума пуҫларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ пӗр-икӗ шитлӗ патак тупрӑм, ӑна ҫӗре тирсе лартрӑм — пулчӗ капан варри.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫапла вылянӑ хыҫҫӑн эпир пӗчӗк патаксене ҫӗре тирсе карта ҫавӑрса лартатпӑр, эпӗ татса килнӗ чечексене карта ӑшне тирсе тухатпӑр — пулчӗ пирӗн илемлӗ пахча.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Часах карчӑк, сиктӗрмине мачча ҫинчи ункӑран тирсе, сӑпкана ҫакса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Аллинчи лума Янтул алӑк пробойӗн ункине тирсе ун вӗҫӗпе тимӗр кӗреҫене хӗстерчӗ те пӗрре ҫех хирчӗ.

— Яндул всунул лом в пробой двери и, крутанув его всего один раз,

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӑмӑлӗ лайӑх чух сас паллисене шӑрҫа пек тирсе пырать.

А под настроение он и вовсе нанизывает буковки словно бусы.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ҫакӑ касӑн хӗрӗсем ялан шӑлан чечек пек, ялан мӑкӑнь ҫеҫки пек, шӑкӑр ларнӑ чӗкеҫ пек, тирсе ҫакнӑ шӑрҫа пек, кача пӳрне ҫӗрри пек, йӗп куҫӗнчи пурҫӑн пек.

И он смело встретил девушку задорной частушкой: С этой улицы девчата Краше белой розочки, Губки алые, как мак, А скачут — будто козочки. Их глаза — что бусинки, Нанизаны на ниточку, Кожа гладкая — что шелк, Скользит в ушке иголочки.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хаҫатне ҫӳлерех тирсе хурсан, ҫутӑ ун айӗнчен кӗрет, аяларах тирсен, ҫӳлтен пӗтӗм пӳлӗме хӗвел ури ӳкет.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑна ҫурӑмран ҫӗҫӗпе тирсе ҫырманалла тӗртсе янӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех