Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗччӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Сан аслаҫу ман кукаҫей пулать-ҫке. Кайӑпӑр. Пыл ҫитерсе ярать вӑл пире», — тенӗччӗ ун чух Уҫӑп.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав ача ҫапла каланӑччӗ: «Сирӗн унта пахчара вӗллесем пур та, утарсем вара ҫук. Мӗншӗн тесен сирӗн ял ҫумӗнче вӑрмансем ӳсмеҫҫӗ. Пирӗн асаттен вӑрманти утарӗнче ҫӗр пуҫ ытла вӗлле. Кунтан инҫех те мар. Илсе кайса кӑтартас-и?» тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Сана ӗмӗрлӗхех ҫухатрӑм пулӗ тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун чух кӳршӗ-аршӑсем Хветута ҫакӑншӑн самаях ятланӑччӗ, хамӑра каламаллаччӗ, хамӑр каснӑ пулсан, Паласкасра миҫе ҫӗнӗ мунча пулатчӗ тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пуп тусӗ ҫапла вӗрентсе хӑварнӑччӗ: «Таблетка ҫӑтнӑ хыҫҫӑн ҫур сехетрен хӑв сисмесӗрех ҫывӑрса каятӑн та кайран тап-таса пуҫпа вӑранса каятӑн», — тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Асту, сана эпӗ хӑнана мар, лаша асӑрхаса тӑма, аннӳпе иксӗмӗре лартса ҫӳреме илсе каятӑп. Йысну мӗнле ҫын иккенне пӗлетӗп. Хӑвна ху тытма пӗлнӗ пултӑр!» тенӗччӗ ӑна ашшӗ ҫула тухас умӗн.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫунса кайсан, пӗтрӗмӗрех тенӗччӗ эпир.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Ҫак капана ҫаптармалла та, тыррине выҫӑ юлнӑ тутарсене валеҫсе памалла», — тенӗччӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Малашне, ачам, икӗ ураллӑ йытӑсем пирӗн ҫине вӗрме пуҫлӗҫ. Икӗ ураллӑ кашкӑрсем тулама тытӑнӗҫ. Вӗсем тӑватӑ ураллисенчен хӑрушӑрах», — тенӗччӗ вӑл ӗнер.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эпир леш тӗнченех кайрӗ тенӗччӗ сана…

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ахтупай ухӑ йӗппи никама та лекмерӗ пулӗ тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Санпа тек ҫыхланас мар тенӗччӗ, анчах нуша килсе тухрӗ, сан пулӑшӑву кирлӗ пулать, — терӗ Лупин мӑрса пулнӑ ҫынна тараватлӑрах йышӑнса.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл ҫак кунсенче руэмсенчен халӑх чылай пуҫтарӑннӑ пулӗ тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Усеин-Сеит ҫӗнӗ хан умӗнче малтанхи кунах мухтанса илнӗччӗ, Атӑл леш енче кӑшт анатарах пӑлхавҫӑсен тепӗр ушкӑнӗ тӑрать, вӗсем кирлӗ вӑхӑтра пире пулӑшма яланах хатӗр тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь ав мӑрсапа ывӑлӗ киле каяҫҫӗ пулӗ тенӗччӗ, ҫук, каймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ял тавра ҫаврӑннӑ тата кӑшт уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн Мамич-Бердей ҫапла шутланӑччӗ: ҫӗнӗ хан вӗсене, Усеин-Сеитпа иккӗшне, туслӑ калаҫӑва чӗнет пулӗ тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малтан вӑл турхан мӑнукӗ ӑна йӗкӗлтет, ӗҫ ҫукран ҫапла хӑтланать пуль тенӗччӗ, халь туять ӗнтӗ, Сарьен хӑйӗн те чун туртӑмӗ пур, хӑй те хисеплет, кӑмӑллать вӑл кунӗн-ҫӗрӗн картишӗнче, пахчара, витере тӑрмашакан йӗкӗте.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ял ҫыннисем вӑл сывлӑш ҫавӑрса яраймасӑр ҫак самантрах вилсе каять пуль тенӗччӗ, ҫук, пӗтӗм кӑкӑрӗпе ҫӗкленсе сывлӑша ҫӑтса илчӗ вӑл, вара хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн сывласа пуҫне пӗксе пӗр чӗнмесӗр ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Ай-яй, урамра кун пек чӑнкӑр-чӑнкӑр тухьяллӑ хӗре курсан хыҫҫӑн итлесе пырас килет, тенӗччӗ пӗр арҫын ача.

Куҫарса пулӑш

Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh

— Хусана илнӗ хыҫҫӑн патша, Иван Васильевич, пире хӑйӗншӗн тӑрӑшнӑшӑн ҫӗр хушса парать пулӗ тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех