Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗччӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Юсуф князь, эс мана хӑвӑн тусу тесе шутла, хӑвӑн тӑшманусене ман тӑшмансем тесе шутла. Эпир тахҫанах ҫапла каласа хупӑ: Турци, Крым, Нухай, Астрахань тата Хусан пӗр юртра пурӑнмалла, вӗсен пурин те пӗр тӑшмана хирӗҫ кӗрешмелле», — тенӗччӗ унта султан.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Северьян сотник ҫакна хӑратмалла калать пуль тенӗччӗ, вӑл чӑнах та тилӗрсе кайнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусан патши ҫапла ӗмӗтленнӗччӗ: мӗн пур парнесемшӗн Сахиб-Гирей унӑн икӗ ывӑлне — Булюкпа Мубарека — чипер пӑхса ӳстерет пулӗ тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иртнӗ хутӗнче, бакши чылайччен Мускавра пурӑннӑ хыҫҫӑн, хан унран кулса та илнӗччӗ: тупата турӑшӑн, эсӗ хӑвӑн арӑмусем пирки Мускаври ӗҫсене пӗлнӗ чухлӗ пӗлместӗн, манӑн хаклӑ тусӑм, тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпӗ ӑна тарҫӑ тума илсе каять пуль тенӗччӗ, анчах телейӗм пулчӗ ак, эс хӑтартӑн.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эпӗ пурсӑмӑр та пӗтетпӗр пулӗ тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав-ҫавах улӑштарма юратмасть вӑл хӑйӗн сӑмахне, иртнӗ правлени ларӑвӗнче вӑл тытнӑ выльӑхсене колхозра хӑвармалла тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Пьеси ахаль-махальскер мар - Ева Лисина ҫырнӑскер, ҫылӑхлӑ этем тӗнчекурӑмне тӗпрен улӑштарас хӑватпа тӗлӗнтерекенскер тенӗччӗ

Куҫарса пулӑш

«Бомжик» тени чӑвашла «Маттуркка» пулать-и? // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 5 с.

Тӗттӗм пуличчен эпӗ киле ҫитес тенӗччӗ, Ҫӗрле хӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тӗрмере ҫӗртес тенӗччӗ Лариван Мӗтрине, тет, пулаймарӗ шухӑшланӑ пек, тет.

Куҫарса пулӑш

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Кайса пӑхас тенӗччӗ те, хӑрарӑм: Шӗшлӗ курсан, вольверпе персе пӑрахӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Пӗр ачине Кӗркури, теприне Петӗр ятлӑ хурас тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

«Чӗлхе - выртан каска мар» тенӗччӗ пӗр ӑсчах.

«Язык — это не лежачий чурбан», — говорил один ученый.

Ӗмӗрсен чиккинчи улшӑнусем // Г.ФЕДОТОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 5 с.

Григорьев хӑйсен ротинчи салтак чӗнет пуль тенӗччӗ, ӑна ача вырӑнӗ ҫине кӑтартрӗҫ.

Васюк решил, что его зовет кто-то из их роты, но ему указали на небольшую лежанку.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Григорьев ӑна малтан вӗсем мӗнле ӗҫленине сӑнама хушнӑ пуль тенӗччӗ; ҫук, ун пек ҫын мар-мӗн вӑл, сӑнӗнченех паллӑ.

Григорьев поначалу даже подумал, что ему поручили следить за тем, как они с Ивановым работают, но потом убедился: вроде не таков этот человек, не соглядатай.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр каҫхине Укка ун кӑмӑлне тунӑ хыҫҫӑн ӑна юратса ҫапла каланӑччӗ: ачасем пирӗн вӑхӑтлӑх хӑнасем, вӗсем ҫитӗнӗҫ те саланса пӗтӗҫ, эсӗ манӑн чи ҫывӑх та ӗмӗрлӗхе панӑ тусӑм тенӗччӗ.

«Дети — это наши временные гости, вырастут — и разбегутся кто куда, а ты мой самый близкий, навеки данный мне друг…»

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫапла каланине хирӗҫ пӗр карчӑк пӗлтӗр Янтула виҫ сӑмахпа татнӑччӗ: «Упа вӑйлӑ та — сӑнчӑрта» тенӗччӗ.

Про его силу одна старушка как-то сказала: «Медведь тоже сильный, только он на цепи».

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сире эп тӗне кӗнӗ пуль тенӗччӗ эсир — киреметҫӗсем пулса тӑтӑр.

Я ведь думал, вы крещеные, а вы оказались киреметниками.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Сана ҫул парас тенӗччӗ те ӗлкӗреймерӗм ав.

— Дорогу тебе хотел уступить да не успел…

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑнана Киремет варне ӑсатнӑччӗ ҫеҫ вӑл, кӗҫех хам та ҫитӗп тенӗччӗ, ӑна ял старасти тытса чарчӗ.

Тогда он выпроводил гостью в Киреметев овраг со словами, мол, скоро и сам туда подойду, но тут его перехватил сельский староста.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех