Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗччӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Левентей старик сӑмах илет пулӗ тенӗччӗ, анчах лешӗ ҫӗкленмерӗ-ха, ҫав-ҫавах пуҫне пӗксе, сухал вӗҫне пӗтӗркелесе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Вӑл ҫын патне ҫӳреме юратмасть. Пирӗн пата килме ун кӑмӑлӗ те ҫук: кайра пыракан колхоз», — тенӗччӗ вӑл пӗр ҫулталӑк каяллах.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кӗтсе илсен аванччӗ, эп ӑна калас тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вот, чи малтан санпа калаҫса пӑхас тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман Липӑна кун пек куҫ-кӗретӗн калакан хӑюллӑ хӗрача тесе шутламанччӗ, вӑл ӑна хӑш-пӗр ҫамрӑксем пек никама та кӳрентерес мар тесе яланах ҫемҫен те асӑрханса калаҫакан хӗр пулӗ тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эп персе анатӑп пулӗ тенӗччӗ, ҫапах та чӑтса ирттертӗм, хам тӗле килнӗ фашистсен самолетне персе ӳкериччен штурвала алӑран вӗҫертмерӗм…

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каятпӑр та ним мар тупатпӑр тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эпӗ Сӗве тӑрӑхӗнче тӑм ҫук пуль тенӗччӗ, — сывлӑх сунчӗ хӑна кил хуҫине.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Крыма илсе килетӗп те суха пуҫ кӳлтеретӗп, сана ҫӗр сухалаттаратӑп, кӗл актаратӑп тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тата ҫакна астӑватӑп: эс Девлизер мӑрса ялӗ тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай валли майра ҫураҫас тенӗччӗ, халлӗхе пулмарӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай хӑех каланӑччӗ ун чухне, Урасмет мана кураймасӑр, пӗр маншӑн вут тӗртрӗ яла тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай та шансах тӑнӑччӗ, хӑйӗн тусӗ часах Хусантан каялла ҫитет тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухрат каҫ пулас умӗн амӑшне шӳт туса асӑрхаттарсах хунӑччӗ: эпир паян упа тытрӑмӑр, манӑн Ахтупайсем патне упа какайӗ ҫиме каймалла тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нумайӑшӗ вӑл аташать пулӗ тенӗччӗ, анчах лайӑхрах тӑнларӗҫ те хӑйсем те илтрӗҫ — вӑрманта, кунтан инҫе те мар, шӑпчӑк юрӑ кӗвӗлет.

Куҫарса пулӑш

16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хусана илмеллех тенӗччӗ вӑл, мӗншӗн тесен Хусан Руҫшӑн ӳте шала кӗрсе ларнӑ хӑрушӑ шӑрпӑк пулса тӑрать, Хусана илни пирӗн вӑя темиҫе хут ӳстерсе ярӗ, ҫав хулара хамӑра тӗреклӗ тытсан пире тӑшмансемпе кӗрешме те ҫӑмӑл пулӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эп кун пирки санран ҫул ҫинчех ыйтса пӗлес тенӗччӗ

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эпир Крым пирӗн ҫине ҫуркунне тапӑнса килет пулӗ тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Паҫӑр эп пӗтрӗмех тенӗччӗ, — йышӑнчӗ тӗкӗрҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Инҫетре пӑлхар хули курӑнсан Танук-нойон ҫар ушкӑнне чарса малалла мӗнле каймаллине ӑнлантарса парас тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех