Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ман пӗтӗм пурнӑҫ упӑшкана юратни ҫинче тытӑнса тӑрать, тенипе вӑл пачах суймасан та, ҫакна вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗпе ӗнентерӳллӗн ҫирӗплетсе парсан та, юрату ҫинчен пӗр именӳсӗр, вӗҫӗмсӗр калаҫни, пирӗн ӑнлану тӑрӑх, йӗрӗнтерӳллӗ, ют ҫынсем умӗнче вӑл юрату ҫинчен калаҫма пуҫласан, эпир уншӑн вӑл французла калаҫнӑ вӑхӑтра йӑнӑш тунӑ чухнехинчен те вӑйлӑрах вӑтанатпӑр.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пурте: ку хӗр амӑшӗнчен те ӑслӑ, унран та ытларах вӗреннӗ, тетчӗҫ; эпӗ ҫакӑн пирки хамӑн шухӑша калама пултараймастӑм, мӗншӗн тесен, вӑл ӑслӑ та нумай вӗреннӗ тенипе унран чуралла хӑранине пула, эпӗ унпа пурӗ те пӗр хут ҫеҫ, ун чухне те калама ҫук сехӗрленсе кӑна калаҫса куртӑм.
XXXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Каярахпа кӑна, ҫав ӗҫ ҫинчен лӑпкӑн шухӑшласа, эпӗ тӗрӗс пек туйӑнакан шухӑш патне пырса тухрӑм: нумай ҫулсем иртсен ҫеҫ Колпиков, мана тапӑнма май пуррине курса, хӑйне хӑлха чиккинчен янклатарнӑ чух юлнӑ ҫиллине хура ҫӳҫлӗ, мӑйӑхсӑр арҫын умӗнче мана ятланипе пусарнӑ-мӗн; ҫавнашкалах эпӗ те, вӑл «тӑмпай» тенипе тарӑхсан, айӑпсӑр Дубков ҫине тӑрӑнтӑм.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— …Эсир, юлташсем, Павӑлпа килӗшетӗр пулсан, эпӗ, командир пулса, отряд кун-ҫулӗшӗн хам ҫине ответлӑх илместӗп, — тенипе Уча хӑйӗн сӑмахне пӗтерсен, Вуксан мӗн те пулин кӳрентермелли калассинчен аран-аран тытӑнса тӑчӗ.
3 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл пирӗн пата пыриччен хулари ҫутӗҫ пайӗнче Зимин мана «пӗр харӑсах икӗ учитель — физик тата историк паратӑп» тенипе савӑнтарнӑччӗ.
56 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Тухса каяс пулсан — пурне те палӑртмалла, никама пӑхӑнмасӑр, мӑнкӑмӑллӑн, хӑй шут тытнипе тухса каймалла унӑн, пӗр-пӗр Подсолнушкин е Жуков: тухса кай! тенипе мар.
29 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Тен, виҫӗ пуплев те «я» тенипе пуҫланать; 25 цифра кайра тӑнӑ ҫӗрте пӗр-пӗр глагол пулӗ — «начинаются» пекки.
21 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ку вӑййа пирӗн ҫуртра халех пӗтермелле тенипе пурте килӗшрӗҫ.Все согласились со мной, что игру эту надо немедленно изгнать из нашего дома.
13 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Мана комиссар хамӑн отрядра ҫынсем политикӑллӑ ҫирӗп пулмалла терӗ; мӗнле кансӗрлӗхсем пур, ҫавсене вӑхӑтра пӗтерсе пырса эпӗ вӑл хушнӑ пек тумаллах ӗнтӗ, Фесенко Павел пек дезертире, тахҫан хамӑрӑн тус пулнӑ тенипе ҫеҫ каҫарса хӑварсан, пире вара кашниех ӳпкелеме пултарать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Мальчин сӑмсахӗ патӗнчи ӗҫе пӗтерсен, кансӗр ҫул тӑрӑх кайса лашасене ӗшентерес мар тенипе, эпир Сюрюкай тӑвӗнчен ҫурҫӗр еннерех ҫул тытрӑмӑр, Коктебельпе Отуза хушшинчи шоссе ҫулӗ урлӑ питӗ ӑнӑҫлӑ каҫрӑмӑр, вара тусен хушшине кӗрсе кайрӑмӑр.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хӑйсемшӗн ӗҫ тунӑшӑн ют ҫӗршыв салтакӗсене тӑваттӑшне те тав тунӑ, «Хӗрлӗ Ҫар» тенипе камсене тӗл пулнине туйса, хӑйсем патне тусем ҫине илсе кайнӑ.
Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.
Анчах, нимӗҫ хӑйне ҫавӑрса илнӗ ункӑра пур ҫӗрте те кулленхинчен вӑйлӑрах тапӑнать, Корсунь-Шевченковский патӗнче ҫапӑҫма пуҫланӑранпа вунсакӑр кун хушшинче те паянхи пек вӗри кун пулман, тенипе пурте килӗшеҫҫӗ.
Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.
Карчӑк тиф чирӗпе выртать тенипе нимӗҫсем унчченхи пекех Евстигнеев пӳрчӗ патне ҫывхарман.Хату Евстигнеевой, про которую говорили, что там лежит больная тифом, немцы попрежнему обходили.
Унӑн ҫемйи // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 55–65 с.
Ӗнтӗ ватӑ салтакпа вырнаҫусӑр тавлашни ан пултӑр тенипе ҫеҫ каялла памастӑп.А не отдам, чтоб больше со старым солдатом Чередниковым Николаем пустых споров не было.
Разведчиксем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 46–54 с.
Ҫавӑн пек паллӑ кун тӗлне полюса ҫитес тенипе пуҫа ҫухатма юрамасть.
Полюса ҫӗнсе илни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Анчах эпӗ полюсра самолёта анса ларма юрӑхлӑ пӑр ҫук тенипе ниепле те килӗшме пултараймарӑм.Но я никак не хотел примириться с тем, что на полюсе нет льдин, годных для посадки самолета.
Пилот ӗмӗчӗ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
— Итали таҫта аякра ултавлӑ курӑнакан вут ҫутисем патне туртӑнать, ҫав мӗнпур хӗпӗртенисемпе савӑннисем ӑна калама ҫук хӑрушӑ лачакана илсе кӗрӗҫ тенипе эпӗ пӗтӗмпех килӗшетӗп.
III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
— Ҫавнашкал ытлашши хаяр питлени киревсӗр япала тенипе эпӗ килӗшетӗп, — терӗ вӑл алҫыруне сӗтел ҫине хурса.— Я вполне согласна с вами, что это написано слишком резко, — сказала она, положив рукопись на стол.
III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
— Пирӗн иезуитсене хирӗҫ кӗрешмелле тенипе эпӗ пӗтӗмпех килӗшетӗп.— Я совершенно согласна, что нам необходимо так или иначе бороться с иезуитами.
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Темӗн курӑн, килне таврӑнсан, Джемма протестантсен ӳкӗтне кӗме пултарать (Артуршӑн «протестант» тенипе «филистер» тени пӗр пекех пулнӑ).
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.