Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

текелесе (тĕпĕ: текеле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Иван та мана ун чухлӗ пулӑшман, — текелесе хурать Сантӑркка, кӳрши-аршисем Симун ҫинчен сӑмах хускатсан.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ан таткалан, — текелесе, аранах Сӑпани патӗнчен ҫӑлӑнса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Петӗр те, юрланӑ сасса урамран илтсенех, тӗлӗнсе кайрӗ: «Мӗн сӑлтавпа ирех ӗҫсе лартнӑ-ха ку паян?» — текелесе, чӳречерен пырса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Юрӗ-ҫке, юрӗ, хӑвна ҫеҫ каларӑм, ҫынна каламан, — текелесе, алӑк хӑлӑпне тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ун чухне шкула ҫӳременшӗн питех ятласах та калаҫман пулас ҫав, Хумкки хӑй те: «Арҫынна ҫичӗ класс та ҫитӗ, — текелесе лӑплантарчӗ арӑмне. — Эп хам, алӑ пусма пӗлмесен те, тӗнче тавра ҫаврӑнса та ҫухалман».

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗрле мӗнле тӗлӗк куртӑм-ши текелесе, ытти чухнехи пек анаслакаласа выртмарӗ, урине урайнелле усса, вырӑнӗ ҫине тӑрса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ай-яй, хитре! — текелесе, ҫу янӑ вырӑна хӑй умнелле ҫавӑрса лартать те, пӑтта васкавлӑн пӗтӗрме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллӑ пӑтӑ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 36 с.

Ку ырра мар та, ку ырра мар текелесе унта та кунта ҫав япала ҫинчен кӑна сӑмах ҫӳрет ялта.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Чӗрӗ шыв ӑсса килем-ха текелесе тем мӑкӑртаткаласа пычӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ватӑ ҫын ҫын курмас-и текелесе ун-кун пӑхкаласа илчӗ те аллипе унталла-кунталла сулкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ванюк, те юрать те юрамасть текелесе, ҫыртса та пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ял ҫыннисем тепӗр чухне ун пирки ку ҫын ӑсран тайӑлнӑ пуль текелесе те илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хуллен: — Каҫар… Каҫар… — текелесе ҫеҫ илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑй вӑхӑт-вӑхӑтпа: — Да-а… — текелесе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫынсем пынине курсан, хуллен му-ук! му-ук! текелесе сасӑ пачӗҫ, ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫапла пулмӗ-ши вӑл? — текелесе, иккӗлентерчӗ Петӗр.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

«Кӳпшек туталлӑччӗ» текелесе, тепӗр ҫынна тӗллесе кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Асамлӑ самант» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Урампа иртсе пыракан кӳршӗсем те, Укахви юррине уйӑрса, «Сывалнӑ-им ку?» текелесе, вӗсем патне ҫул тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫӳлте ҫунаттисене планер пек ним сулкаламасӑр пӗр хӗрен хӑнчӑр-р! хӑнчӑр-р-р! текелесе ярӑнса ҫаврӑнать.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Сухвирен инҫех те мар чие кайӑкӗ «чи-е», «чи-е» текелесе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех