Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

текелесе (тĕпĕ: текеле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таранов: «Ку пысӑк ыйту. Васкамӑпӑр. Капла эс ӗҫрен те юлма пултаратӑн», — текелесе хӗрарӑм ытамӗнчен аранаран хӑтӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тепӗр пилӗк минутран вара: «Каҫарӑр-ха, манӑн васкамалларахчӗ», — текелесе Ивасовран уйрӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

— Ак епле кунта-а, — текелесе аттепе пичче таса вырӑн ҫине кӗрсе выртрӗҫ те харлаттарма та пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

— Интереслӗ, интереслӗ… — текелесе Герасим Федотович сигарет тивертме шӑрпӑк ҫутрӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Сирӗн кандидатурӑна асра тытӑпӑр, Мамарлановпа калаҫса пӑхӑпӑр, — текелесе Никифор Варламович калаҫӑва урӑх еннелле пӑрса ячӗ, кӗҫех сӗтел хушшинчен тухнӑскер, каллех кӑмака ҫумӗнчи пукан ҫине ларчӗ, купӑсне хурлӑхлӑн нӑрлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Сирӗн пата эп пӗр-пӗр кун килех пыратӑп пуль: Никифор Варламовичпа сӑмах пур, — текелесе, мучипе тараватлӑн сывпуллашса кӗр калчи пусси урлӑ ҫулсӑр-мӗнсӗрех вӑрманалла утӑмларӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Ӗҫӗ пирӗн ҫавнашкал, урӑхла май ҫук», — текелесе Ежеметьева хам мӗншӗн килнине пӗлтертӗм.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Транспортерпа погрузчик тепӗр чух чарӑна-чарӑна тарӑхтаратчӗҫ, анчах Кукшанов вӗсене: «Эпир, Палтайсем, нихҫан та тӑрпалтай пулман, пирӗншӗн кирек мӗнле механизм та шӑл ҫемми», — текелесе хӑвӑрт юсатчӗ — вырӑнти слесарьсене чӗнсе аппаланмастчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

«Эх-хе», — текелесе пуҫне сулкаласа илчӗ те вӑл ҫапла каласа кӑтартрӗ:

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Эп вӑрӑ мар-ха, ултавҫӑ та, кахал та мар…» — текелесе чунне лӑплантарма пуҫланӑччӗ ҫеҫ вӑл, хурансем патӗнчен хаяррӑн кӑшкӑрни илтӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

«Ку ҫумӑр тусан пусӑрӑнтармалӑх кӑна», — текелесе малалла утатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Хайхискерсем шкальккӑсене чӑнкки тусах ҫавӑрса хучӗҫ те, ырӑ сӑмах чӗрешӗн, ырӑ апат хырӑмшӑн, текелесе, япшар шӳтлекелесе (шӳт туса ҫисен ахаль шӳрпе те тутлӑ, теҫҫӗ) пуҫларӗҫ яшкана ҫавӑрттарма.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Ура сассипе пӗрлех «эп ӑна… Эп ӑна… Мӑйне пӑрса тататӑп… Пӑчӑхтаратӑп. Матькасси… Халех чӑпӑркка туянтаратӑп… Пӑх-ха, мӗнле мурланса, иртӗхсе кайрӗ вӑл» текелесе хаяр чӑлханни, «ҫӑрӑлчӑк ҫӑрни» те илтӗнсе юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Магаев, «укҫа ҫук» текелесе, «хӑлхисене ваткӑпа вӑшт-вашт питӗрчӗ» те, уттине татах та сулмаклантарса хӑвӑртлатрӗ, анчах офис алӑкӗ патне ҫитсен, ун ҫулне чӑп-чӑмӑр питлӗ, тапчам, йӑпӑш ҫырӑ ҫӳҫлӗ, ҫар ҫыннилле тумланнӑ арҫын (гимнастерки ҫеҫ пакунсӑр) валт! пӳлсе хучӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Халӑхпа пӗрле апат тутлӑ пулаканччӗ-ха, айтӑр ларар, — текелесе, ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри сӗтел хушшине вырнаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Часах мар пулин те, Варвари инке халӑх умне тухса тӑчӗ, лармалла пулсан ларам, эппин, текелесе, тенкел ҫине вырнаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Саншӑн тем тума хатӗр эпӗ, Петр Васильч! — текелесе, хаваслӑ Савали кӗслине ӗнерчӗ те юрласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӑртакран урайӗнчи ҫынсем те, мухмӑр пуснипе йынӑшкаласа, анаслакаласа вӑранчӗҫ те: «Часрах пасарта вырӑн йышӑнмалла», — текелесе, чей ӗҫмесӗрех тухса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хам аппаланман унпа, ҫӗр улми те сахал та ман, халь колхозран кивҫен илтӗм, ав, — текелесе, Сухви аппа ыйхӑсӑр летчике тулли стакан тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Пакки Мирунӗ килмерӗ пуль те, — текелесе, старик тулалла тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех