Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унсӑрӑн хӑлхӑрсене пӑрса татӑп.
V сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
— Хӑлхусене туртса татӑп! — терӗ вӑл, флотра ҫакнашкал взыскани пулмасан та, хӑй хӑратнине пурнӑҫлама хатӗр пулса.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
— Эсӗ мана пӗлетӗн, Лашаҫӑм: пӗр сӑмах мана хирӗҫле каласанах — эпӗ санне мӑйна пӑрса татӑп, пуҫна купӑста туранӑ пек турӑп.— Ты меня знаешь, Лошадка: еще одно слово поперек — и я тебя разделаю, как бог черепаху.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Гражданин фининспектор, пилӗк тенкӗ эп татӑп, пур нуль ҫине те хӗрес лартса!Гражданин фининспектор, я выплачу пять, все нули у цифры скрестя!
Поэзи ҫинчен фининспекторпа калаҫни // Петӗр Хусанкай. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 78–87 с.
Паянах Раиса хӑлхине пӑрса татӑп тесе кӑшкӑрашрӗ вӑл, урӑх пӗр сӑмах та унпа калаҫмӑп терӗ, енчен ӑна килтисем итлеттереймесен, паянах килтен тухса каятӑп, терӗ.
Райка «тыткӑна» илнисем // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 101–108 с.
— Татӑп, татӑп!
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Халех парса татӑп…
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Ӗҫӳ сан таса мар пулсанах пуҫна пӑрса татӑп та тӳрех тупӑ кӗпҫине чикӗп!— Если окажется, что дело твое нечисто, я и тебе голову скручу, потом оторву и — прямо в пушку!
XXVII. Тӗпчесе пӗлни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Эпӗ ӑна касса татӑп та тупӑ кӗпҫине чикӗп, унтан тӳрех тӗрӗксен Рахманлари ялне тӗллесе персе ярӑп, унта ҫитсен вӑл кунта мӗн курнине лерисене йӑлт каласа патӑр…
XXVII. Тӗпчесе пӗлни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Карланкуна ҫыртса татӑп!..
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
«Эпӗ кӳршӗ арӑмне ӑна киле те кӗртмӗп, — паттӑрланса кайрӗ Санька. — Крыльца пусмине каса-каса татӑп, урине хуҫтӑр, иҫмасса».
34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ мӗн пуррине пӗтӗмпех татӑп, — тенӗ Федя.
24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Юра…татӑп! — терӗ Обломов.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ унччен кил хуҫи арӑмӗпе сӑмах татӑп.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Часрах вӑйӑ пуҫласшӑн чӗтресе, Петя каллех тупа туса сӑмах пачӗ, каллех хӗресе асӑнчӗ, парӑма, хуть мӗнле пулсан та, ыран татӑп, терӗ.
XXXVI. Йывӑр сумка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пуҫӑрсене татӑп, питӗрсене ватса пӗтерӗп, шуйттана ярӑп сире!
XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
29. Юлташӗ унӑн ури умне ӳксе пуҫҫапса йӑлӑннӑ: кӑштах кӗтсемччӗ, эпӗ сана пӗтӗмпех тӳлесе татӑп, тенӗ.29. Тогда товарищ его пал к ногам его, умолял его и говорил: потерпи на мне, и все отдам тебе.
Мф 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлти Патшалӑх хӑй чурисен парӑмне тӗрӗслеме шутланӑ патша евӗрлӗ; 24. ҫак ӗҫе пикенсен, ун патне пӗр ҫынна илсе пынӑ, лешӗн патшана парас парӑмӗ вунӑ пин талант пулнӑ; 25. унӑн тӳлеме нимӗн те пулман та, патша вара ӑна хӑйне те, арӑмӗпе ачисене те, мӗнпур пурлӑхне те сутса парӑма татма хушнӑ; 26. ӗнтӗ ҫав чура ӑна ӳксе пуҫҫапса каланӑ: патшамӑм, кӑштах кӗтсемччӗ, эпӗ сана пӗтӗмпех тӳлесе татӑп, тенӗ.
Мф 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Давид филистима ҫапла хуравланӑ: эсӗ мана хирӗҫ хӗҫпе, сӑнӑпа тата хулканпа килетӗн, эпӗ вара сана хирӗҫ эсӗ хурланӑ Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль ҫарӗсен Турри, ячӗпе пыратӑп; 46. паян Ҫӳлхуҫа сана манӑн аллӑма парӗ, эпӗ сана вӗлерӗп те пуҫна касса татӑп, [санӑн виллӳне тата] филистимсен ҫарӗнчи ҫынсен виллисене тӳпери кайӑксемпе ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксене пӑрахса парӑп, вара пӗтӗм ҫӗр Израильре Турӑ пуррине пӗлӗ; 47. ҫак пӗтӗм эшкер те курӗ: Ҫӳлхуҫа хӗҫпе те сӑнӑпа хӑтармасть, мӗншӗн тесессӗн ку вӑл Ҫӳлхуҫа вӑрҫи, Вӑл сире пирӗн алла тытса парӗ, тенӗ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2