Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр ыйту татӑлнипе кӑшт савӑннӑскер пӳлӗмрен тухма та ӗлкӗрчӗ ӗнтӗ, алӑка хупасси кӑна юлнӑччӗ.
Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html
Ку икӗ ен малтанах килӗшсе татӑлнипе тен?
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Пӗтӗмпех лайӑх пулать! — кӑшкӑрчӗ Ван-Конет хӗре нӳрлӗ куҫӗсенчен савӑнӑҫ ҫиҫкӗнчӗкӗпе тӗмсӗлсе; Сногденпа калаҫни ӑна хӑпартлантарсах ячӗ, вӑл пурне те сахалтан та вунӑ минутлӑх калаҫу валли тема шухӑшласа тупма эрленчӗ, — унтан унӑн тӗл пулӑва хыпалансах каймалла та кӑткӑс ыйту ӑнӑҫлӑн еплерех татӑлнипе Сногденран тӗпӗ-йӗрӗне пӗлмелле.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Аманса пӗтнӗ, тертленсех ҫитнӗ, ҫунакан пуҫпа, типнӗ пырпа тӑватӑ пуҫлӑ ҫын куҫать: тӑватӑ уран, хырӑмпа шӑва-шӑва, ӳке-ӳке, ҫыранӑн шӗвӗ тӑмне пичӗпе перӗне-перӗне, сике-сике, тӗмсене хуҫа-хуҫа, курӑнми чараксене хул пуҫҫипе те кӑкӑрпа ҫӗмӗре-ҫӗмӗре; ҫак ҫын, этем шухӑшӗ-сисӗмӗсӗр юлнӑскер, тунсӑхпа, ӗмӗт татӑлнипе, теветкеллӗхпе хӗсӗнсе ҫитнӗскер, хӑйӗн таткаланчӑк-ҫуркаланчӑк кӗлеткине шыв хӗрринче тепӗр сехете яхӑн сӗтӗрсе пычӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
— Ку хӗрарӑм Фиас арӑмӗ пулнӑ-и е еркӗнӗ-и — вӑл пур енчен пӑхсан та вилнӗ, кунта ҫырни вара — ӗмӗт татӑлнипе тунӑ тискер ҫылӑх; ҫакӑншӑн вилчӗ те Фиас.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Ӗмӗчӗ татӑлнипе аптӑрамаллипех аптӑранӑскер — Энох самантрах сӑнран ӳкрӗ, ҫара пуҫӑнах васкамасӑр сулланса утать, хутран-ситрен чарӑнать те — тулли сӗлкӗшлӗхпе тата тертленӳпе анӑҫалла тинкерет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.
Пӗтӗм ҫак калаҫу, малтанах килӗшсе татӑлнипе йӗркеленнӗскер, Шамполионӑн тарса хӑтӑлмаллине пӗлтерет, унӑн хуларан кӑнтӑрлаччен ҫирӗп палӑртса хунӑ пӗр ҫулпа кӑна каймалла.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Ҫапла шухӑшлатӑп; атте тавлашӑва килӗшсе татӑлнипе пӗтерме сӗннине пӑхмасӑр, Петр Васильевич, хӑй чапа тухассине амӑшӗнчен парнене кӳнӗрен, атте унашкалли ним те туманран, салху та ҫиллес пулнӑ, ӑна ним те тӗлӗнтерме пултарайман; атте, ҫак салхулӑха асӑрхаман пек, сапаланчӑк кӑмӑллӑ, хаваслӑ пулнӑ тата унпа тӗлӗнмелле мыскараҫӑпа калаҫнӑ пек калаҫнӑ; ҫавӑн пек тунӑшӑн хӑшпӗр чухне Петр Васильевич аттене кӳрентерчӗ, тепӗр чух вара кӑмӑлӗ ҫук ҫӗртенех атте кустӑрми ҫине ларатчӗ.
XXXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пурнӑҫӑм татӑлнипе пӗрле эпӗ сана тата ачасене юратассин те вӗҫӗ тухать-ши?
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Апла пулин те, ӗмӗт татӑлнипе эпӗ тарӑн хуйха ӳкнӗ минутсем час-часах пулатчӗҫ; ман пек сарлака сӑмсаллӑ, хулӑн туталлӑ, пӗчӗкҫӗ кӑвак куҫлӑ ҫыншӑн ҫӗр ҫинче телей ҫук, тесе шутлаттӑм; эпӗ турӑран тӗлӗнмелле ӗҫ тума — мана чипер тума ыйтаттӑм, ҫав илемшӗн хамӑн ун чухне мӗн пулнине, малашне мӗн пулма пултарнине пурне те пама хатӗрччӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл пире кунта Негорӑпа калаҫса татӑлнипе ертсе кӗнӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
— Аре, мӗн тесеттӗм-ха эп, мӗн каласаттӑм? — шухӑш ҫиппи варт татӑлнипе чӗлхесӗр ҫын пек пӗр саманта шанк хытса тӑчӗ Хвеччис.— Да, так о чем же я говорила тебе? — попыталась ухватить нить разговора Хвечис.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Варшава патнех ҫитнӗ хӗрлӗ армисем, хӑйсен вазисенчен татӑлнипе, пур хатӗрсене тата вӑйсене пӗтерсе, тӑшманӑн юлашки крепоҫне илеймерӗҫ, каялла чакрӗҫ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑйлӑ ҫапӑнӑва пула мӑӗнчи юн тымарӗ татӑлнипе юнне нумай ҫухатнӑ.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Атӑл ҫинче вӗсене татах кӗтмен инкек чарса тӑчӗ: каначӗ татӑлнипе паром ӗҫлемест.На Волге их ожидала еще одна непредвиденная задержка: с паромом случилась авария — оборвался трос.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Чӳлӗк татӑлнипе чарӑнса тӑма тиврӗ, хамӑрӑн васкамалла.— Супонь лопнула, и через это стоим, а нам ехать надо спешно.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кӳренсе ҫитнипе тата ӗмӗт татӑлнипе Сань тайтай стена кӗтессинчи ҫӗнӗ шӑтӑка чавалама тытӑнчӗ.В гневе и отчаяньи Третья госпожа стала раскапывать и новую норку в углу у стены.
Кроликсем тата кушак // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 45–52 стр.
Тен, сирӗн пит-куҫӑр ҫинче хуйхӑ палӑрнӑ пулӗччӗ (сире манпа кичем пулман тени тӗрӗс пулсан), е эсир, манӑн ырӑ ӗмӗтсене ӑнланса илеймесӗр, кӳреннӗ пулӑттӑр: ӑна та, кӑна та тӳссе ирттереймен пулӑттӑм та, каллех урӑххи ҫинчен калаҫу пуҫарнӑ пулӑттӑм, ун чухне вара таса ӗмӗтсем пӗтӗмӗшпех пӗтсе, ыран тӗл пулма калаҫса татӑлнипе вӗҫленнӗ пулӗччӗҫ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
15. Пурте пӗрле килӗшсе татӑлнипе хӑйсене ҫичӗ кун хушши карапсем кӗтсе тӑнӑ Птолемаидӑна — вырӑнне кура Родофор [роза ӳстерекен] теекен ҫӗре — ҫитсессӗн вара 16. вӗсем унта ҫӑлӑнӑҫ ӗҫки ирттернӗ, мӗншӗн тесессӗн патша вӗсене пурне те харпӑр хӑй килне ҫитичченех кашнине мӗн кирлине ытлӑн-ҫитлӗн панӑ пулнӑ.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1