Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тархасларӗҫ (тĕпĕ: тархасла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Айӑпа кӗнӗ матроссем хӑйсене чӗрӗ хӑварма пӗтӗм чунтан-чӗререн тархасларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // .

Мересьев нимӗн те каламарӗ, анчах унӑн куҫӗсем Мировольский ҫине тӳррӗн пӑхса, ӑна тархасларӗҫ, ответ парасса кӗтрӗҫ.

Мересьев молчал, но глаза его, в упор смотревшие на врача, молили, требовали ответа.

5 сыпӑк // .

15. Ҫӗр ҫинчи патшасем те, аслӑ улпутсем те, пуянсем те, пинпӳсем те, вӑйлисем те, пур тӗрлӗ чура та, ирӗкри пур тӗрлӗ ҫын та — пурте ҫӗр шӑтӑкӗсене, ту хушӑкӗсене пытанчӗҫ, 16. ӗнтӗ тусене, чул хысаксене тархасларӗҫ: пирӗн ҫине ӳкӗр, пире аслӑ пукан ҫинче Ларакан сӑнӗнчен, Путек ҫиллинчен пытарӑр: 17. Унӑн ҫиллин аслӑ кунӗ килчӗ, ӑна кам чӑтса тӑрайӗ? терӗҫ.

15. И цари земные, и вельможи, и богатые, и тысяченачальники, и сильные, и всякий раб, и всякий свободный скрылись в пещеры и в ущелья гор, 16. и говорят горам и камням: падите на нас и сокройте нас от лица Сидящего на престоле и от гнева Агнца; 17. ибо пришел великий день гнева Его, и кто может устоять?

Ӳлӗм 6 // .

13. Ҫапла пулчӗ те вара: Вӑл тархасланӑ — вӗсем итлемен, вӗсем тархасларӗҫ те — Эпӗ итлемерӗм, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.

13. И было: как Он взывал, а они не слушали, так и они взывали, а Я не слушал, говорит Господь Саваоф.

Зах 7 // .

2. Вара Иисус пӗтӗм халӑха каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри акӑ ҫапла калать: «Авал сирӗн аҫӑрсем — Фарра, Авраампа Нахор ашшӗ — юханшыв леш енче пурӑннӑ, урӑх турӑсене пуҫҫапнӑ. 3. Эпӗ сирӗн аҫӑра Авраама юханшыв леш енчен куҫарса килтӗм те пӗтӗм Ханаан ҫӗрӗ тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм, унӑн вӑрлӑхне ӗрчетсе ятӑм, ӑна Исаак ятлӑ ывӑл патӑм. 4. Исаака Эпӗ ывӑлсем — Иаковпа Исава — патӑм. Исава еткерлӗхе Сеир тӑвне патӑм; Иаковпа унӑн ывӑлӗсем вара Египет ҫӗрне куҫса кайрӗҫ, [унта аслӑ, вӑйлӑ, йышлӑ халӑх пулса тӑчӗҫ, анчах вӗсене Египет ҫыннисем хӗстере пуҫларӗҫ]. 5. Вара Эпӗ вӗсем патне Моисейпе Аарона ятӑм, Египет ҫыннисене хӗн-суран ярса асаплантартӑм, кайран сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм. 6. Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египетран илсе тухрӑм, эсир [Хӗрлӗ] тинӗс хӗррине ҫитрӗр. Ҫавӑн чухне Египет ҫыннисем сирӗн аҫӑрсем хыҫҫӑн ҫар ураписемпе, утлӑ ҫарпа Хӗрлӗ тинӗс патне ҫитичченех хӑваларӗҫ; 7. вӗсем, сирӗн аҫӑрсем, Турра тилмӗрсе тархасларӗҫ те, Вӑл вара сирӗнпе Египет ҫыннисем хушшине [пӗлӗтпе] сӗмлӗх антарчӗ, тинӗсе Египет ҫыннисем ҫине ячӗ, вӗсене тинӗс хупларӗ. Эпӗ Египетра мӗн тунине эсир хӑвӑр куҫӑрпа куртӑр. Кайран эсир нумай вӑхӑт хушши пушхирте ҫӳрерӗр. 8. Эпӗ сире Иордан леш енче пурӑнакан аморрейсен ҫӗрне илсе ҫитертӗм; вӗсем сире хирӗҫ вӑрҫӑпа тӑчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм, ҫапла эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илтӗр, Эпӗ вӗсене сирӗн умӑрта ҫӗмӗрсе тӑкрӑм. 9. Валак — Сепфор ывӑлӗ, Моав патши — пикенсех Израиле хирӗҫ вӑрҫа тухрӗ, сире ылханма Веор ывӑлне Валаама чӗнтерсе пычӗ; 10. анчах Эпӗ Валаама итлесшӗн пулмарӑм, вара вӑл сире пиллӗх пачӗ, Эпӗ сире унӑн аллинчен ҫӑлса хӑвартӑм. 11. Эсир Иордан урлӑ каҫса Иерихон патне ҫитрӗр. Иерихон ҫыннисем, аморрейсем, ферезейсем, ханаансем, хетсем, гергесейсем, евейсем, иевусейсем сирӗнпе вӑрҫӑ вӑрҫма тытӑнчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм. 12. Эпӗ сирӗн умӑртан сӑвӑслан ятӑм, ҫавсем вӗсене, аморрейсен икӗ патшине, сирӗн патӑртан хӑваласа ячӗҫ, санӑн хӗҫӳпе, санӑн уххупа туман ку ӗҫе. 13. Эпӗ сире хӑвӑр тар тӑкса ӗҫлесе курман ҫӗре-шыва патӑм, хӑвӑр туса лартман хуласем патӑм, халӗ эсир ҫавӑнта пурӑнатӑр; эсир хӑвӑр лартса чӗртмен иҫӗм ҫырли пахчисен, ҫу йывӑҫӗ пахчисен ҫимӗҫне ҫиетӗр» тет Турӑ.

2. И сказал Иисус всему народу: так говорит Господь Бог Израилев: «за рекою жили отцы ваши издревле, Фарра, отец Авраама и отец Нахора, и служили иным богам. 3. Но Я взял отца вашего Авраама из-за реки и водил его по всей земле Ханаанской, и размножил семя его и дал ему Исаака. 4. Исааку дал Иакова и Исава. Исаву дал Я гору Сеир в наследие; Иаков же и сыны его перешли в Египет [и сделались там народом великим, сильным и многочисленным, и стали притеснять их Египтяне]. 5. И послал Я Моисея и Аарона и поразил Египет язвами, которые делал Я среди его, и потом вывел вас. 6. Я вывел отцов ваших из Египта, и вы пришли к [Чермному] морю. Тогда Египтяне гнались за отцами вашими с колесницами и всадниками до Чермного моря; 7. но они возопили к Господу, и Он положил [облако и] тьму между вами и Египтянами и навел на них море, которое их и покрыло. Глаза ваши видели, что Я сделал в Египте. Потом много времени пробыли вы в пустыне. 8. И привел Я вас к земле Аморреев, живших за Иорданом; они сразились с вами, но Я предал их в руки ваши, и вы получили в наследие землю их, и Я истребил их пред вами. 9. Восстал Валак, сын Сепфоров, царь Моавитский, и пошел войною на Израиля, и послал и призвал Валаама, сына Веорова, чтоб он проклял вас; 10. но Я не хотел послушать Валаама, - и он благословил вас, и Я избавил вас из рук его. 11. Вы перешли Иордан и пришли к Иерихону. И стали воевать с вами жители Иерихона, Аморреи, и Ферезеи, и Хананеи, и Хеттеи, и Гергесеи, и Евеи, и Иевусеи, но Я предал их в руки ваши. 12. Я послал пред вами шершней, которые прогнали их от вас, двух царей Аморрейских; не мечом твоим и не луком твоим сделано это. 13. И дал Я вам землю, над которою ты не трудился, и города, которых вы не строили, и вы живете в них; из виноградных и масличных садов, которых вы не насаждали, вы едите плоды».

Нав 24 // .

Кӗске тапхӑртах ансамбльпе ҫывӑхлантӑм, ташӑҫсем те ман пултарулӑха килӗштерчӗҫ ахӑртнех — ӗҫлемешкӗн юлма тархасларӗҫ, хваттер пама шантарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех