Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

талӑкра (тĕпĕ: талӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чылайччен тавлашнӑ хыҫҫӑн талӑкра сухаламалли ҫак нормӑна ҫирӗплетрӗҫ: хытӑ ҫӗр ҫинче плуг пуҫне — 0,60 гектар, ҫемҫе ҫӗр ҫинче — 0,75 гектар сухаламалла.

После долгих споров остановились на следующей суточной норме вспашки: твердой земли на плуг — 0,60 гектара, мягкой — 0,75 гектара.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Талӑкра плуг пуҫне пӗр теҫеттин, — сӗнчӗ агроуполномоченнӑйсенчен пӗри, Батальщиков Иван колхозник.

— Десятину в сутки на плуг, — предложил один из агроуполномоченных, колхозник Батальщиков Иван.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑй те начар ҫиетчӗ, тарҫисем вара, талӑкра ҫирӗмшер сехет ӗҫлетчӗҫ пулин те, лашасене апат пӑтратса пама е выльӑх-чӗрлӗхсене утӑ-улӑм пама ҫӗрхута пилӗкшер хут тӑрса тухатчӗҫ пулин те, вӗсене выҫӑпа антӑхтаратчӗ.

Сам, бывало, плохо жрет и работников голодом морит, хоть и работают они двадцать часов в сутки да за ночь встают раз по пять коням подмешивать, скотине метать.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сахалтарах ҫиме вӗрентеҫҫӗ вӗсем, анчах хӑйсем талӑкра вунӑ хут ҫиеҫҫӗ.

Учат они меньше есть, а сами едят по десять раз в сутки.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Талӑкра сакӑр сехет хушши уҫӑлса ҫӳреме пултаратӑр.

Ходить можете часов восемь в сутки.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Проводницӑран расписани ыйтса илсе, мӗнле-мӗнле станцисем хыҫа юлнине паллӑ тӑвать, поезд талӑкра мӗн чухлӗ кайнине хисеплет.

Выпросив у проводницы расписание, он отмечает, какие станции мы проехали, подсчитывает, сколько километров за сутки сделал наш поезд.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Самолетпа вӑл кӑнтӑр полюсне талӑкра вӗҫсе ҫитнӗ пулӗччӗ.

А на самолете он долетел бы до Южного полюса за сутки.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ав, выставкӑра пӗр ӗнерен талӑкра 69 литр ҫурӑ сӗт суса илеҫҫӗ, тет, — калаҫнӑ дояркӑсем.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем пӗлеҫҫӗ // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 175–176 с.

Тивертсе янӑ типӗ курӑка пула вут-ҫулӑм ҫавӑрса илнӗ пысӑк лаптӑксене сӳнтерме вӗсен талӑкра темиҫе хутчен те тухма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑка чӗртни кил-ҫуртсӑр та хӑварать // Пирӗн пурнӑҫ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Пӗр талӑкра ултӑ сӑтӑрккӑпа ӗҫсе ямалла.

Куҫарса пулӑш

Кашниех витаминсемпе пуян // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,03.

Шел, талӑкра 24 сехет ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Ҫыннӑн талӑкра 1,5-2 литр шыв ӗҫмелле.

Человеку в сутки нужно выпивать 1,5-2 литра воды.

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Кӑҫалхи I ҫур ҫулта ӗне пуҫне 2605-шер килограмм сӗт сунӑ, ӗне выльӑхсем талӑкра 520-шер грамм ӳт хушса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

50-60 грамм вӑрри организма ҫӑра мар ҫуллӑ йӳҫексен, Е, А витаминсен талӑкра кирлӗ виҫипе туллин тивӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк хӗвеле аса илтерет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

Мӗн каласан та кунта, ялта, судпа айӑпланнисемшӗн пурнӑҫ колона-поселенинчен ирӗкрех: талӑкра виҫӗ хутчен тӗрӗслеве пухӑнас ҫук, офицерсемпе прапорщиксем сӑлтавсӑрах кӑшкӑрашнине те илтместӗн.

Что не говори, здесь, в деревне, для подсудимых жизнь вольготнее, чем в колонии-поселении: никто три раза в день не собирает на перекличку, не услышишь и необоснованные выкрики офицеров и прапорщиков.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Сывлӑха ҫирӗплетекен лагерьсенче ачасем талӑкра ҫиекен апат хакӗ 96 тенкӗ те 14 пус, шкулсем ҫумӗнчи кӑнтӑрлахи лагерьсенче – 50 тенкӗ.

В оздоровительных лагерях стоимость суточного рациона составит 96 рублей и 14 копеек, в пришкольных дневных лагерях - 50 рублей.

Хыпарсен ярӑмӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Шыв пӑрӑхӗ 2,2 пин ҫухрӑма тӑсӑлать, хура шыва ҫуртран юхтарса кӑлармалли 47 объект тата канализацин кашни талӑкра 21,6 пин кубла метр хӑвалакан насус станцийӗ 46 шутланать терӗ.

Имеем водопроводы, протяженностью 2,2 километра, 47 объектов канализационных стоков и 46 канализационных насосных станций, перекачивающих 21,6 тысяч кубических метров сточных вод.

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫитес талӑкра Чӑваш Енре 7–10 мм юр ҫумалла.

В течении следующих суток в Чувашии выпадет 7-10 мм снега.

Гидрометцентр асӑрхаттарать! // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11617.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех