Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӑнсӑртран хӗрачасем унран пӗр-пӗр кирлӗ ыйту ҫинчен ыйтса пӗлме шутласан (сӑмах май калас-тӑк, халь ӗнтӗ вӗсем унран питех ыйтасшӑн та мар), пӗр-пӗр роман пирки хӑй шухӑшне каласа пама сӗнсен е университетри вӗренӳ ҫинчен ыйтсан, вӑл вӗсене питне-куҫне чарса пӑрахса кӑтартать те чӗнмесӗр пӑрӑнса каять е ҫыхӑнӑвне юриех пӑснӑ французла сӑмахсемпе: ком си три жоли тесе е ытти ҫакӑн евӗрлӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе ответлет, е тата пӗр кулмасӑр, питне юриех тӑрлавсӑрла туса хурса, ыйтупа нихӑш енчен те ҫыхӑнса тӑман сӑмах калать, куҫӗсене сасартӑк тӗксӗмлетет те: булка, е кайрӑмӑр, е купӑста, тет е ҫакнашкал урӑх сӑмах каласа хурать.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Иоганнеумра лекци вуланӑ чухне профессор час-часах хӑйӗн калас сӑмахӗсене ҫавӑрса калаймасӑр сасартӑк чарӑнкаласа тӑрать, чӗлхе ҫине пырса кӗреймен сӑмахсене аса илес тесе мӑкӑртаткалать, вара ҫавӑрса калайман сӑмах куписем унӑн ҫӑварӗнчен вӗреннӗ ҫын сӑмахӗсем пек мар, ятлаҫуллӑ сӑмахсем пулса тухаҫҫӗ.
I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
1. Акӑ Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран пулнӑ сӑмах: 2. ҫакӑ халал сӑмахӗсене итлӗр те Иуда арӗсемпе Иерусалим ҫыннисене каласа парӑр; 3. вӗсене ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: ҫакӑ халал сӑмахӗсене итлемен ҫынна ылхан ҫитӗ; 4. ҫакӑ сӑмахсене Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египет ҫӗрӗнчен, тимӗр кӑмакаран, илсе тухсан каларӑм: «Манӑн сӑмахӑма итлӗр, Эпӗ сире ӳкӗтлесе каланине пурне те тӑвӑр, вара эсир Манӑн халӑхӑм пулатӑр, Эпӗ сирӗн Туррӑр пулатӑп» терӗм.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑйӗн сӑмахне вӑл суя сӑмах вырӑнне йышӑнччӑр тенӗ чухне ҫеҫ тӗрӗс каласа парать, анчах вӑл хӑйӗн суя сӑмахне тӗрӗс сӑмах вырӑнне йышӑнччӑр тенӗ чухне кӑна суять.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӑл тата тепӗр сӑмах та хушрӗ, пит те хаяр сӑмах хушса каларӗ, шӑпах бавар сӑмахне, сӑра тӑвакан баварецсен сӑмахне, ӑна вара пурте, нимӗҫ чӗлхине пӗлменнисем те ӑнланса илчӗҫ.
I сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Малтанах унӑн пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ сӑн-питӗнче хӑрани ҫеҫ палӑрать, тата вӑл темӗнле, юриех, вӑхӑт ҫитмесӗрех асапланнӑ пек тӑвать теме те пултаратӑр эсир ун ҫине пӑхсан, ҫын тени ӗнтӗ кун пек чух кирек хӑҫан та ҫавӑн пек сӑнлӑ пулать, анчах ун патне носилка илсе пынӑ чух, вӑл аманман айӑкне носилка ҫинелле туса ун ҫине хӑй тӗллӗнех пырса выртнӑ чух, эсир унӑн сӑн-пичӗ улшӑннине асӑрхатӑр, ку вӑхӑтра вара эсир вӑл темӗнле, чун хавалӗпе ҫӗкленсе кайнине асӑрхатӑр, ун ӑшӗнче сӑмахпа каласа ӗлкӗреймен аслӑ шухӑш пуррине туйса илетӗр: куҫӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ ун, шӑлӗсене вӑл хытӑ ҫыртса лартнӑ, пуҫӗ ҫӳлелле аран ҫеҫ, хӗнпе ҫӗкленет, хӑйне ҫӗкленӗ вӑхӑтра вара вӑл, носилкӑна чарса тӑрать те, аран-аран чӗтрекен сассипе юлташӗсене сӑмах хушать, «Каҫарӑр, тӑвансем!» — тет вӑл, тата темӗн калама тӑрать, курӑнсах тӑрать ӗнтӗ вӑл темӗнле чуна ыраттаракан сӑмах каласшӑн пулни, анчах унччен каланӑ сӑмахах тепӗр хут калать: «Каҫарӑр, тӑвансем!»
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Тата тӑваттӑмӗш йӗркере тепӗр «luсо» тенӗ сӑмаха та уйӑрса илтӗм, вӑл «авалхи таса вӑрман» тени пулать; чӑнах та виҫҫӗмӗш йӗркинче «tabiled» тенӗ сӑмах палӑрать, ку пӗтӗмпех еврей сӑмахӗ; юлашки йӗркери «mer», «аrс», «mere» тап-таса француз сӑмахӗсем.
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Секретарӗн ҫӳхе тутисем, кашни сӑмаха каламассеренех, хыттӑн пӑчӑртанчӗҫ, пӗр сӑмахпа тепӗр сӑмах хушшинче самантлӑха шӑпланни сӑмахсенчен те хӑрушӑрах пулса тӑчӗ.
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Малтанласа сntin (континент) тесе ӑнланнӑ соntinent сӑмах, юлашкинчен, соntinuelle (пӗрмай) пулса тӑчӗ; indi, малтан indiens (индеецсем) текен сӑмах кайран indigenes (туземецсем) текен сӑмах пулса тӑчӗ, юлашкинчен, ndigence тенӗ сӑмах чӑнласа (асап) пулнине ӑнланса илчӗҫ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫынсем сӑмах каланӑ чухне ырлӑх, чӑнлӑх, тасалӑх ҫинчен каланӑ сӑмахсем мӗнле пысӑк вырӑн йышӑнса тӑнине, ҫав сӑмахсем мӗнле тарӑн йӗр чавса тухнине вӑл нихҫан та уҫҫӑн ӑнкарман; хӑюллӑн та хыттӑн, суя намӑслӑхсӑр, паттӑрлӑхпа каланӑ сӑмахсем чаплӑ ҫынсем хушшинчи камитсен киревсӗррӗн кӑшкӑрашӑвӗнче ҫухалмасть, обществӑллӑ пурнӑҫӑн юхӑмне лекет, ун валли яланах хӳтлӗх тупӑнать.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
а) «г» пунктӑн тӑваттӑмӗш абзацӗнче «арендӑна» сӑмах хыҫҫӑн «(ҫав шутра тивӗҫлӗ торгисем йӗркелесси тата ирттересси)» сӑмахсем хушса хурас, «аукционсем» сӑмаха «торгисем» сӑмахпа улӑштарас;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче ҫутҫанталӑкпа усӑ курасси ҫинчен" саккунӗн 10 тата 111 статйисене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №18 от 30 марта 2018 г.
ҫиччӗмӗш абзаца «медицина» сӑмах хыҫҫӑн «организацийӗсенчен,» сӑмах хушса хурас, «професси пӗлӗвӗ,» сӑмахсем хыҫҫӑн «професси вӗрентӗвӗ,» сӑмахсем хушса хурас;
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вак тата вӑтам предпринимательлӗхе аталантарасси ҫинчен» саккунӗн 8 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №22 от 07 марта 2019 г.
4) 22-мӗш пая «Премисене» сӑмах хыҫҫӑн «, пурлӑх пулӑшӑвӗ» сӑмахсем хушса хурас, «премисене» сӑмах хыҫҫӑн «, пурлӑх пулӑшӑвӗ» сӑмахсем хушса хурас.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин патшалӑх должноҫӗсене йышӑнакан ҫынсен статусӗ ҫинчен" саккунне йышӑннӑ май Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №3 от 13 февраля 2019 г.
пӗрремӗш предложенин иккӗмӗш абзацӗнче «Республика резервӗн запасӗсене ҫӗнетессине» сӑмахсене «Республика резервӗн пурлӑх запасӗсене ҫӗнетессине» сӑмахсемпе улӑштарас, иккӗмӗш предложение «запасӗсене ҫӗнетсе» сӑмахсем хыҫҫӑн «пурлӑх» сӑмах хушса хурас;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин республикӑн пурлӑх резервӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
34. Унтан [Иисус] саккун сӑмахӗсене те, пиллӗх сӑмахӗсене те, ылхан сӑмахӗсене те саккун кӗнекинче мӗнле ҫырнӑ, ҫапла вуласа панӑ; 35. Моисей [Иисуса] мӗн каласа хӑварнине Иисус пӗтӗм Израиль халӑхӗ умӗнче — [арҫынни-]хӗрарӑмӗ, ачи-пӑчи, хӑйсем хушшинче пурӑнакан ютран килнӗ ҫынсем [умӗнче] — пӗр сӑмах сиктермесӗр вуласа панӑ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Моисей, пӗтӗм Израиль халӑхне ҫак сӑмахсене пурне те каласа пӗтерсессӗн, 46. вӗсене каланӑ: эпӗ сире паян каласа пӗлтернӗ пур сӑмаха та хӑвӑр чӗрӗре хывӑр, вӗсене хӑвӑр ачӑрсене вӗрентсе хӑварӑр: вӗсем ҫак саккунӑн пур сӑмахне те пурӑнӑҫласа пыма тӑрӑшчӑр; 47. мӗншӗн тесессӗн вӑл сирӗншӗн пушӑ сӑмах мар, вӑл — сирӗн пурӑнӑҫӑр, вӑл пулӑшнипе эсир Иордан урлӑ каҫса хӑвӑр аллӑра илме каякан ҫӗр ҫинче нумай вӑхӑт пурӑнатӑр, тенӗ.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӗр качча каяс пулсассӑн, вӑл унччен сӑмах парса е тупа туса хӑйне тӑлласа лартнӑ пулсассӑн, 8. ҫакна унӑн упӑшки илтет, анчах илтсе те нимӗн те шарламасть пулсассӑн, хӗрарӑм сӑмах пани, мӗн те пулин тума картса хуни ун ҫинчех юлать, унӑн ӑна пурӑнӑҫласах пулать; 9. упӑшки арӑмӗ сӑмах панине илтсе ӑна чарать пулсассӑн, арӑмӗ ҫинче тӑракан тупана, арӑмне тӑлласа тӑракан сӑмаха йышӑнмасть пулсассӑн, [арӑмӑн ҫавна пурӑнӑҫламалла мар, мӗншӗн тесессӗн арӑмне упӑшки чарнӑ,] уншӑн Ҫӳлхуҫа ӑна каҫарать.
Йыш 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӗрарӑм хӑй ҫамрӑк чухне ашшӗ килӗнче Ҫӳлхуҫана сӑмах парас пулсассӑн, мӗн те пулин тума картса хурас пулсассӑн, 5. ашшӗ хӗрӗ сӑмах панине, вӑл мӗн те пулин тума картса хунине илтсе нимӗн те шарламасть пулсассӑн, хӗрӗ сӑмах пани тата мӗн те пулин тума картса хуни пӗтӗмпех юлать, ӑна пурӑнӑҫласах пулать; 6. ашшӗ хӗрӗ каланине илтсе ӑна чарать пулсассӑн, хӗр хӑй сӑмах панине, мӗн те пулин тума картса хунине пурӑнӑҫламасть, уншӑн Ҫӳлхуҫа ӑна каҫарать, мӗншӗн тесессӗн хӗре ашшӗ чарнӑ.
Йыш 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче Предпринимательсен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй ҫинчен» 2013 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 57 №-лӗ саккунӗн (Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 7 №; 2014, 6, 12 №-сем; 2015, 5 №) 11 статйине ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес: 1) ятӗнче «Чарусем» сӑмах хыҫҫӑн «тата тивӗҫсем» сӑмахсем хушса хурас; 2) 1-мӗш пайра «Уполномоченнӑя чарусем пырса тивеҫҫӗ» сӑмахсене «Уполномоченнӑй требованисене, пӳлӳсене, чарусене тата тивӗҫсене пурнӑҫлама тивӗҫ» сӑмахсемпе улӑштарас; 3) ҫакӑн пек ҫырса 1.1-мӗш пай хушса хурас: «1.1. Уполномоченнӑй хӑйӗн должность тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне интерессен хирӗҫӗвӗ патне илсе пыракан е илсе пыма пултаракан хӑйӗн интересӗсем сиксе тухасси ҫинчен Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн указӗпе пӑхса хӑварнӑ йӗркепе пӗлтерме, ҫавӑн пекех ун пек хирӗҫӗве пӗтерес е татса парас тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнма тивӗҫ.».
Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче Ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑй ҫинчен» 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи 55 №-лӗ саккунӗн («Республика» хаҫат, 2012, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 3, 7 №-сем; 2014, 6, 12 №-сем; 2015, 5 №) 10 статйине ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес: 1) ятӗнче «Чарусем» сӑмах хыҫҫӑн «тата тивӗҫсем» сӑмахсем хушса хурас; 2) 1-мӗш пайра «Уполномоченнӑя чарусем пырса тивеҫҫӗ» сӑмахсене «Уполномоченнӑй требованисене, пӳлӳсене, чарусене тата тивӗҫсене пурнӑҫлама тивӗҫ» сӑмахсемпе улӑштарас; 3) ҫакӑн пек ҫырса 11-мӗш пай хушса хурас: «11.Уполномоченнӑй хӑйӗн должность тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне интерессен хирӗҫӗвӗ патне илсе пыракан е илсе пыма пултаракан хӑйӗн интересӗсем сиксе тухасси ҫинчен Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн указӗпе пӑхса хӑварнӑ йӗркепе пӗлтерме, ҫавӑн пекех ун пек хирӗҫӗве пӗтерес е татса парас тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнма тивӗҫ.».
Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№