Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

суйлама (тĕпĕ: суйла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрарӑмсем ҫӗр улми суйлама тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Главнӑй агронома, ав, виҫӗ кун каялла ҫеҫ «Шурӑмпуҫ» колхозра председателе суйлама тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Тӗлӗнмелле те, шӑпах кӗтменлӗх халӗ сире тӗрӗс тактика суйлама, лайӑх кӑтартусем ҫӗнсе илме пулӑшать.

Как ни парадоксально, но именно внезапность позволит вам применять правильную тактику и добиваться наилучших результатов.

1-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ ченсем уполномоченнӑй сӗннипе килӗшмерӗҫ, урӑх ҫынсене суйлама тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ялти пухусенче пирӗн майлӑ ҫынсене суйлама тӑрӑшӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ним иккӗленмесӗрех суйлама пултаратӑр ӑна.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ана суйлама юрамасть!

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ аслӑ уполномоченнӑя Платуна суйлама сӗнетӗп!

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унта кайма эсир кашни ялтан пӗрер уполномоченнӑй суйлама пултаратӑр.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ялти хӗрсене тишкерсе тухнӑ хыҫҫӑн, вӗсем ют ял хӗрӗсене суйлама тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ывӑлӗ килӗшменнине кура Макҫӑмпа Верук ытти хӗрсене суйлама тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ку сӑмаха пӗтересшӗн пит-куҫне пӗркелерӗ те: — Мӗншӗн авланмастӑп-и?.. Ӗмӗр тӑршшӗпе пӗрре кӑна авланмалла. Ма пуҫа ҫыхма васкас? Пӗр ҫыхӑнсан — сӳтме ҫук. Эп халь хурт-хӑмӑр пек! Ӑҫта пыл ытларах, ҫав чечеке суйлама пултаратӑп. Авлансан ҫук вара… Ҫунатсене ҫыхса яраҫҫӗ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Шаккура арестленӗ хыҫҫӑн ун шайккинчи ҫыннисене те суйлама пуҫларӗҫ, — малалла калама пуҫларӗ Хӗлип.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан гардеробӑн тепӗр пӳлӗмӗнчи атӑ-пушмаксене суйлама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ачасем суйлама пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавӑнтах Уля та типпе юлнӑ пулӑсене суйлама пуҫларӗ, ҫав хушӑрах Хветут пӳртне пӑр юхтарса кайни ҫинчен те каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кил, пулӑш суйлама, — пуҫне ҫӗклемесӗрех хушрӗ ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Картишӗнчи шыв сӑрхӑнса пӗтсен, ашшӗпе ывӑлӗ типпе юлнӑ пулӑсене суйлама пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пулӑ суйлама пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Палӑртмалла, класс сехечӗсене Ҫутӗҫ министерстви сӗннӗ пек ирттерме те, педагогсем хӑйсем суйлама та пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи кирли пирки калаҫаҫҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11359-ch ... i-kalacacc

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех