Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

суйлама (тĕпĕ: суйла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Александр Цветков утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче комиссие ЧР Патшалӑх Канашӗн улттӑмӗш суйлавӗн депутачӗсене суйлама тӑратнӑ кандидатсене регистрацилемелли документсем тӑратмашкӑн вӑхӑт вӗҫленнине пӗлтерчӗ.

29 июля председатель Центральной избирательной комиссии Александр Цветков сообщил о сроке завершения подачи документов на регистрацию кандидатов в депутаты в Государственный Совет ЧР шестого созыва.

Ура хуракансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ватлӑх валли хывакан укҫана Раҫҫей Пенси фондӗнче йӗркеленӗ гражданин ӑна инвестицилемешкӗн 33 управляющи компанирен пӗрне суйлама пултарать /32-шӗ — уйрӑм ҫыннӑн, пӗри — патшалӑхӑн, «Тулашэкономбанк»/.

Куҫарса пулӑш

Инвестици тупӑшне ҫухатасран // В.ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Граждансен 68 проценчӗ нухрата патшалӑхӑн шутланман пенси фондӗнчен — Раҫҫей Пенси фондне, 22 проценчӗ — патшалӑхӑн шутланман пӗр фондран теприне, 9 проценчӗ — РФ Пенси фондӗнчен патшалӑхӑн шутланманнине куҫма, 1 проценчӗ управляющи компание суйлама кӑмӑл тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Инвестици тупӑшне ҫухатасран // В.ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Вӑл ҫавӑн пекех хӑйӗн ӗҫтешне Леонид Черкесова 38-мӗш Шупашкар суйлав округӗ тӑрӑх РФ Патшалӑх Думине депутата суйлама кандидата тӑратнӑ ятпа саламларӗ.

Куҫарса пулӑш

"Единая Россия" аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрсене палӑртрӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Аттепе анне специальноҫ суйлама пур енлӗ ирӗк панӑ, нихӑҫан та чӑрмантарман.

Родители дали всестороннюю свободу выбора специальности, никогда не противились.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Кӑмӑл тӑвакансем 50 яхӑн рабочи профессийӗнчен пӗрне суйлама пултараҫҫӗ.

Желающие могут выбрать одну из 50 рабочих профессий.

Иртнӗ ҫулла... // Анатолий АБРАМОВ. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Сывлӑхӗ хавшакрах пулни (Саша иккӗмӗш ушкӑн инваличӗ) ӑна ҫӑмӑлрах професси суйлама хистенӗ.

Проблемы со здоровьем (Саша инвалид второй группы) заставили его выбрать профессию по плечу.

«Юррӑмсем юрату ҫинчен» // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Арӑм кӑмпа суйлама тытӑнчӗ.

Жена начала выбирать грибы.

Кӑмпара // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Светлана Владимировна ытларахӑшӗ хӑйсем чӑваш пулин те вырӑслине суйлама тӑрӑшнине пӑшӑрханса пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Федераци Конституцийӗ пире пурне те тӑван чӗлхепе усӑ курма, хутшӑну, вӗренӳ чӗлхине суйлама ирӗк панӑ.

Конституция Федерации нам всем дало право свободно владеть родным языком, выбирать язык для общения и обучения.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Тухтӑрсем шӑла мӗнле сипленине, ытти процедурӑна пурнӑҫланине курни сывлӑхпа шӳтлеме юраманнине ӑнланма, теприсене професси суйлама та пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ачасем нумай пулнӑран суйлама тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Тен, ҫавӑнпах та ку профессие суйлама шухӑшламан.

Наверное, поэтому даже не думала выбрать эту профессию.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Уйрӑм шкулсене хупасси пирки калас-тӑк ку - ирӗксӗр йышӑнакан мера, ҫапах эпир ҫак мелпе ачасене шкул автобусӗпе юнашар вырнаҫнӑ пысӑк шкулсене илсе ҫӳреме май пур ҫӗрте ҫеҫ усӑ куратпӑр: вӗсенче классем тулли, профиль вӗренӗвне те суйлама пулать.

Куҫарса пулӑш

Ачасем пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр // И.НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Суйлав комитечӗн ӗҫне «сӑмса чикнӗшӗн», ҫынсене суйлама чӑрмантарнӑшӑн штраф тӳлеттерӗҫ.

За то, что будут «совать свой нос» в работу избирательной комиссии, за препятствование избирателей взыщут штраф.

Журналистсем суйлава ирӗклӗн хутшӑнаймӗҫ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11772.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех