Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑкӑр кӗсйинчи сехетне кӑларса пӑхрӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӑрҫа каяс умӗн кӗмӗл сехетне, кӑнтӑрти чикӗре паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн хӑй ятне ҫырсах парнеленӗ кӗмӗл сехете, пиччӗшне упрама парса хӑварнӑччӗ шӑллӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
(Аллине ҫыхнӑ сехетне пӑхать.)
Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.
Вӑн, пирӗн Ҫтаппанӑнне станца патӗнчех сехетне салтса илнӗ.
30 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Фатых Карим ячӗллӗ Аитри вӑтам шкулта ҫамрӑксемпе ӗҫлекен специалист Р.Р. Садрова «Манӑн хӑрушсӑр шкула ҫул» класс сехетне ирттернӗ.
Светофор сигналӗсемпе ҫул-йӗр правилисене аса илнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ln-3475793
Пуҫламӑшӗ дата умӗн миҫе сехетне те кӑтартнӑ:
Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Вӑл ҫӗлӗкне куҫхаршисем таранах туртса лартрӗ, подъездра хӑйӗн сивӗ кӑҫаттине тӑхӑнчӗ те юлашки сехетне урамра ирттерчӗ.
Павлик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/601
Республика Пуҫлӑхӗн сехетне тата тав хутне илме тивӗҫнӗ вӗсем.
105 ҫул ҫитрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60700
Ҫак япалашӑнах ман чӗрене ҫиетӗр (аллинчи ылтӑн сехетне хыпалансах вӗҫертрӗ Глафира), ӑш-чикӗме кӗрӗк ҫанни пек тавӑрса силлетӗр.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Сехетне вӗҫертсе илесрен шикленнӗ хӗрарӑм та ӑна ӑш-чикки пӗҫерсе тухмалӑхах тарӑхтарчӗ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Йысна ҫавӑн ҫинчен пӗлчӗ те аппан сехетне вӑйпах ман алла ҫыхса ячӗ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
— Сехетне паян каялла тавӑртӑм ҫав, Гена, — ирӗксӗртен кулчӗ хӗрарӑм.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Ҫак тавӑру сехетне самаях кӗтнӗччӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Унтан, аллинчи сехетне салтса, вилнӗ пек тӑсӑлса выртрӗ диван ҫине, сылтӑм аллине урайнелле усӑнтарчӗ.
Сонек С... // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8–9 с.
«Сехетне полицейскине каялла парӑп…» — тет.
Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Лешсем нимӗн те каламаҫҫӗ, анчах ашшӗ ывӑлӗ аллинчи сехетне курать.
Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Сасартӑк вӑл чарӑнса тӑчӗ, кӗтнӗ эмел вырнаҫтарнӑ хут курупкине тирӗннӗ куҫӗ каллех чарӑннӑ ал сехетне ҫаврӑнчӗ, вара, пӗтӗм чунӗпе тӑвӑнса, йӳҫӗхсе, пушар чан сассиллӗн янратса ячӗ:
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Чемчем, шӑнкӑрав, шартла, ытти чипер курӑксен айӗнче ҫу ырлӑхӗпе киленекен харсӑр, хытанка сассисемпе ал сехетне ҫаврӑннӑ уяр шӑрчӑкӗсен хӑчӑ-хӑчӑ-хӑчӑ-хӑчӑ хӑчлаттарни ҫеҫ ҫулакансен симфонилле хӗрӳ ӗҫ кӗввине ларасшӑн мар.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Хырӑмӗ те, йӑшкаса, хыр тӑрринчен пуш витрелле чанкӑртаттарать (халӗ Пурис хыр сухӑрне йӗпетсе чӑмлама та хирӗҫ марччӗ, анчах пыран «ҫул» ҫинче хыр тавраш тӗл пулмарӗ), ӑш хыпни те пач вут хума пӑрахман, ыйхи те хӑй сехетне кура пуҫа ҫӗр ҫинелле пусарать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӑл Ула Тимӗр сехетне алла илчӗ те шӑрҫи пысӑкланса тӗксӗммӗн курӑнакан ҫутӑ, анчах пӑрӑнчӑк куҫӗпе кашни пайнех «ҫыртса илсе» тӗрӗслерӗ, хистенсех, тӗпчевлӗн циферблат ҫине тимлерӗ, унтан пӗр кӗске ҫемӗллӗн чӑкчӑк-чӑк-чӑк сас паракан япалана самаях хӑлхи патӗнче тытса тӑчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.