Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗрмай сăмах пирĕн базăра пур.
пӗрмай (тĕпĕ: пӗрмай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрӑсем, жуликсем, взятка илекенсем, харам пырсем, социализмла харпӑрлӑха ҫаратакансем сахалланса, сайраланса пыни — нумай енчен пирӗн милици ҫыннисем хӑйсен ӗҫне пӗрмай лайӑхлатнинчен, хуть те хӑҫан та сыхӑ пулнинчен, вӗсем хӑйсен пархатарлӑ та ырӑ ӗҫне халӑхпа, общественноҫпа тачӑ ҫыхӑнса туса пынинчен килет.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Ӑна манран мар, пирӗн пуҫлӑхсенчен кайса ыйтас пулать, эп — рядовой ҫын, пӗрмай постра тӑратӑп, инспекцире мӗн пулса иртнине пӗлме пултараймастӑп.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Александр Алга — пирӗн вулакансем юратакан, хӑйӗн творчестви енӗпе пӗрмай ӳссе пыракан, халӑх интересӗсемшӗн чунне парса ӗҫлекен талантлӑ писатель.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Ӑна хаваслӑ мучи: «Ҫӗнтертӗмӗр! Ҫӗнтертӗмӗр! Ҫӗнтертӗмӗр!» — тесе пӗрмай сывлӑшалла ывтӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ун умӗнче пӗрмай Аркаша хурлаттӑм, Сардимирова мухтаттӑм.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пӗрмай ӑна ӗҫрен кӑларассипе вӗткеленет, хӑйӗн тӑванӗ валли вырӑн кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Глафира Аркаша кӳреннипе кӑна ӳпкелешет — ӑна вӑл юратать, юратать, юратать», — пуҫа пӗрмай ҫав шухӑш пӑраларӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пӗрмай фермӑпа супӑшать те — ҫавӑнта пуль.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пӗрмай авӑна-авӑна анать.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Гарвардри ӑсчахсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, XV ӗмӗр варринче викингсем Гренландирен тинӗс шайӗ вӑйлӑ хӑпарнипе тата пӗрмай шыв илнине пула пӑрахса кайнӑ.

Ученые из Гарварда выяснили, что викинги в середине XV века покинули Гренландию из-за сильного подъема уровня моря и постоянных наводнений.

Викингсем Гренландине шыв хӑпарнине пула пӑрахса кайнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34796.html

— Пуршӑн-ҫукшӑнах чӗрре кӗрес мар, атте, пирус тенине эп хаваслансах, каҫӑхса кайсах туртмастӑп, пӗр тарӑхсан, ҫине тӑрсан, пирусран ӗмӗрлӗхех сивӗнме те вӑй ҫитереп пуль, хамӑр ялти Тарас Викторович каларӑшле, пирус вӑл пӗрмай ӗмме канихвет мар.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Кӗрекерен пӑлтӑра Пӗрмай хутлать мӑн кӗрӳ, Чӗкеҫ унта пит хӗрӳ Хӗр ҫумсемпе халапра.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӗрекере, шилӗкре Пӗрмай пичке пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тесе пӗрмай шилӗкре Туй арӑмсем юрлаҫҫӗ, Ар хӑнасем кӗрекере Чыслӑ туя мухтаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Уй-хирсем тӑрӑх сасӑллӑ суха: «Хӗррине те ну, ну!» илтӗнет пӗрмай.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Воевотӑ — ҫӑхан пыр, Вӗшле йытӑ, чӗрӗ мур!» — Тесе анчах асӑнать, Пуп таврашне ылханать: — «Хам виличчен тавӑрап, Мускав тӗлне кӑтартап!» — Тесе пӗрмай асӑнать.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сухал вӗҫне чӗпӗтсе Пӗрмай Урха уткалать, Патирекпе, тӗпчесе, Шуртан ҫинчен халаплать.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫапла халӑх пӑтранать, Пӗрмай ӑсӗ улшӑнать…

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Хура халӑх ҫӗршывшӑн, Ирӗклӗ усӑ курасшӑн, Пӗрле харӑс кар тӑрсан, Пире пӗрмай пулӑшсан — Улпутсене пӗтӗмпех шӑлӑпӑр, Пупсене те хӗрхенсе тӑмӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Старик тени сӑрана — Пӗрмай пӑхать лакуна.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех