Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗрмай сăмах пирĕн базăра пур.
пӗрмай (тĕпĕ: пӗрмай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрмай тем пытарса пурӑнан эс манран.

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗрмай сана аса илет.

Куҫарса пулӑш

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗрне, Султан ятлӑскерне, пӗрмай пасара кайса сутатчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эпир хамӑр пӗрмай сӗкӗнетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗрле отбой хыҫҫӑн казармӑра яш-кӗрӗм ҫакӑн пирки пӗрмай пӑшӑлтатса калаҫатчӗ, анчах та командирсенчен ыйтма хӑратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗрмай кил-тӗрӗшри хӗрарӑм ӗҫӗсемпе аппаланаканскер хӗрӗпе мӗн пулса иртнине курмарӗ те, сисмерӗ те вӑл.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Темшӗн ун пӗрмай Ванюк хутне кӗрес килет.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ара, Ҫтаппан пӗрмай Нинук ҫумӗнче явкаланса ҫӳрет мар-и.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кунта пӗрмай хӗвеллӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫав ҫарансем ҫийӗпе эпир нумай кайрӑмӑр, пӗрмай ҫӳлелле хӑпарса пыратпӑр.

Долго мы шли по этим лугам, поднимаясь все выше и выше.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Аялалла пӑхсан, пуҫ та ҫавӑрӑнса каймалла ҫӳллӗ ҫӗрте ансӑр сукмак тӑрӑх пӗрмай ҫӳлелле улӑхни пурне те пит ывӑнтарчӗ.

Долгий подъем по узкой тропе на головокружительной высоте очень утомил всех.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пулӑ тытнӑ вӑхӑтра кунта иртен пуҫласа каҫченех пӗрмай пулӑ пушатаҫҫӗ.

От зари до зари в рыболовный сезон здесь идет разгрузка рыбы.

Пулӑ промыслисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Эпир ытлашши ҫӳллӗ мар ҫӑра курӑк ҫинче ҫирӗппӗн утатпӑр, пӗрмай уҫӑлса курӑнакан симӗс инҫетсемпе савӑнса пыратпӑр.

Мы твердо ступали по невысокому густому травяному ковру и любовались непрерывно открывающимися зелеными далями.

Африкӑри саванна тӑрӑх ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫиҫӗм пӗрмай ҫиҫсе тӑнипе пӗлӗт вут хыпнӑ пек йӑлкӑшать.

Небо пылает от беспрерывных молний.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тӗслех, Мускав ҫывӑхӗнче ҫулталӑкри тӗрлӗ вӑхӑтсенче пӗрмай пулакан ҫанталӑка пӑхса тухар.

Для примера рассмотрим, какая погода является обычной для разных времен года под Москвой.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пароход пырать, пӑрӑнччӑр тесе пӗрмай кӑшкӑртать.

Пароход идет и гудит, чтобы его сторонились.

Ҫанталӑка пӗлни кама тата мӗн тума кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ытти карапсем Кӑнтӑр Америка хӗррипе пӗрмай малалла кайнӑ.

А остальные шли дальше и дальше вдоль берегов Южной Америки.

Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Урасем пӗрмай чул ҫинчен вӗҫерӗне-вӗҫерӗне каяҫҫӗ.

Ноги то и дело срываются с камня.

Ту ҫине хӑпарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

— Пӑрахӑр ӗнтӗ ҫак параппан ҫапнӑ пек илтӗнекен сӑмахсене пӗрмай калама.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Каҫсерен вӑл мана эпир талантлӑ ҫынсене пур ҫулсене те уҫса панӑ вӑхӑтра пурӑнни ҫинчен, халь пӗр минут та ытлашши сая яма юраманни ҫинчен, Ольга Алексеевна ҫав тери кирлӗ, ответлӑ ӗҫпе, правительство пӗрмай сӑнаса тӑракан ӗҫпе ӗҫленӗшӗн хӑй ӑна ӑмсанни ҫинчен вӑрахчен, пысӑк ҫӗкленӳпе калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех