Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗлӗтре пӗр пӗлӗт татки те ҫук.
Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.
Хӗрес пӗр пӗлӗт ӑшӗнчен тухса кӑшт ҫуталса илет те, тепӗр пӗлӗте хирӗҫ ишсе пырса, унӑн авӑрне чӑмнӑ пек туйӑнать.
Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Эпӗ пӑхкаласа шухӑшласа ларнӑ вӑхӑтра хӗвеланӑҫ енчен хура пӗлӗт хупӑрланса киле пуҫланӑ, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ ҫӗрте ярӑмланса пырать.
Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ятман, анӑҫри пӗлӗт тӗсӗ тӑрӑх ҫанталӑк улшӑнассипе улшӑнмассине пӗлме тӑрӑшнӑ пек, тасалса, шупкаланса пыракан пӗлӗт татӑкӗсем ҫине нумайччен пӑхрӗ, ыран кун паянхинчен те лайӑхрах пулассине курсан ҫеҫ васкамасӑр кӗҫӗн алӑк патнелле утрӗ.
XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Пӗлӗт пуҫ тӑрринчех пулсан та, вӗсем ҫине пӗр тумлам та ӳкмерӗ, унтан пӗлӗт икке йӳпленсе шӗвелсе кайрӗ.
III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тӳпери хӗвел те хӗрлӗ пӗлӗт айӗнчен мункун чухнехи пек выля-выля пӗлӗт айӗнчен тухрӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Унта пӗлӗтсем аран илтӗнмелле кӗрлеҫҫӗ, унта пӗр пӗччен ракета ярӑнса илчӗ те пӗлӗт ҫинче вутлӑ комета пек ҫакӑнса тӑчӗ.Там глухо гудели тучи, там взвилась одинокая ракета и повисла в небе огненно-желтой кометой.
XV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Тӑва вӑл хӑйӗн умӗнче пӗр вӗҫӗм пӗрре тӳпен янкӑр йӑлтӑравӗнче, тепре пӗлӗт айӗнче курать; тайлӑмсен ҫийӗн пӗлӗтсем яка кантӑк ҫинчи сывлав пӑсӗ евӗр шӑваҫҫӗ-куҫаҫҫӗ.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Горизонтра кӑна темӗскер, тиркевлӗ пӗлӗт евӗрлӗскер, шурӑ, кахал ҫумӑр пӗлӗчӗсен хушшинчи тӗтре татӑкӗ пек малалла тӑсӑла-тӑсӑла куҫать — ҫак тӗтрене сӑнарлава кӑштах вӑйлатсан такамӑн сухалӗ вырӑнне ним мар йышӑнаятӑп.
Уы-Фью-Эой ҫул ҫӳревҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 377–380 с.
Паровоз ҫурӑмӗ ҫатӑртатса ҫурӑлса кайрӗ те, паровоз ӑшӗнчен пӗлӗт пек пӑс йӑтӑнса тухрӗ, ку вӑл — нимӗн тӑвайманне кура — чунне, пӗлӗт ҫинелле вӗҫтерсе янӑ пекех туйӑнчӗ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Акӑ сана хирӗҫ шурӑ пӗлӗт шӑвать, эсӗ унран айӑккӑн пӑрӑнса иртетӗн е пӗлӗт ҫине урусемпе пусса тӑратӑн та хыттӑн кӑшкӑратӑн: «Юлташсем, эпӗ юлташ!»
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Чӳречерен пӑхрӑм та, кӑвак пӗлӗт тата ун ҫинчи хура пӗлӗт татӑкӗсем анчах курӑнаҫҫӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫак ҫулҫӳревҫӗ турра хӑй куҫӗпе курас тесе Ҫӗр ҫинчен пӗлӗт ҫинелле те ӳкесшӗн пулнӑ пуль, анчах мӗнле ӳкӗн-ха пӗлӗт ялан ҫӳлте пулсан?
Ҫӗр мӗн евӗрлӗ? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Кунӗ сивӗ, темле ула-чӑлаччӗ, сенкер тӗслӗ шаннӑ тӳпере пӗлӗтсем хӑвӑрттӑн шуса иртеҫҫӗ, хӗвел ҫуттине пӗлӗт мӗлки лаптӑкӗсем пӗчӗк шыв юххисемпе лупашкасенчи шыва кӗреҫҫӗ, вӗсем пӗрре ҫутӑлса куҫсене алчӑратса яраҫҫӗ, тепре хӑйсен бархат пек ҫемҫелӗхӗпе ачашласа илеҫҫӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Малта хуп-хура ҫумӑр пӗлӗчӗ вӑрман урлӑ йӑсӑрланса хӑпарни курӑнать: вӑрӑм та ҫӑра пӗлӗт татӑкӗсем мана хирӗҫ катрам-катрамӑн шӑвӑнаҫҫӗ.
Бирюк // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫырса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 148–157 с.
Каҫ пуласпа ку ҫумӑр пӗлӗчӗсем те сапаланаҫҫӗ, вӗсен юлашкийӗсем, кӗрен тӗтре пек пӗлӗт пулса, хӗвелтухӑҫнелле кайса куҫран ҫухалаҫҫӗ.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Акӑ каллех ун ҫутти выляса юха пуҫларӗ, хӑй вӑл, пӗлӗт айӗнчен сирсе тухса, чаплӑ, илемлӗ, тап-таса пӗлӗт ҫинелле ҫӑмӑллӑн сулӑнчӗ.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Юлашкинчен вӑл хӑй те пӗр лав патне пычӗ те, ун ҫине хӑпарса ҫурӑм ҫине чӑсӑлса выртрӗ, аллисене каялла ярса хутлатса пуҫ айне хучӗ; анчах ҫывӑрса каяймарӗ, чылайччен пӗлӗт ҫинелле пӑхса выртрӗ: вӑл паҫӑрхи пекех пӗтӗмпех ун умӗнче; сывлӑш таса та уҫӑ; пӗлӗт тӑрӑх пиҫиххи пек иртекен Акӑр ҫулӗнчи йышлӑ ҫӑлтӑрсем ҫап-ҫуттӑн курӑнаҫҫӗ.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Пӗр тӗлте ҫулӑм ҫути васкамасӑр, анчах питӗ хӑватлӑн пӗлӗт тӑрӑх сарӑлать; тепӗр ҫӗрте вӑл, темӗнле хыт ҫунакан япала тӗл пулса, ҫӳлелле сасартӑк ҫил-тӑвӑл пек хӑпарса кайрӗ те ҫӑлтӑрсем патнех ҫитсе ҫапӑнчӗ, унӑн татӑла-татӑла кайнӑ сыпӑкӗсем чи ҫӳлти пӗлӗтсем айӗнче сӳнсе ларчӗҫ.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Тӗттӗм те кӑн-кӑвак пӗлӗт тӑрӑх, такам тем пысӑкӑш мӗлкепе сӗрнӗ пек, кӗрен ылттӑн тӑрӑхӗсем сарлакан тӑсӑлса выртаҫҫӗ: хутран-ситрен ҫӑмӑл та витӗр курӑнакан шурӑ пӗлӗт татӑкӗсем иртеҫҫӗ, тинӗс хумӗ пек чуна уҫакан тин тухнӑ ҫил курӑк тӑррисене кӑшт хумхантарать тата питҫӑмартисене тивсе сӗртӗнкелет.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.