Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑсӑклӑх (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑйлӑ, чӗрӗ-вичкӗн туйӑм умне пӗшкӗннӗ ӗлккен пӑсӑклӑх сӑн-сӑпатлӑхӗ Винсентӑн романтика кӑмӑл тӑрӑмне ачашласа ҫемҫетет.

Олицетворение элегантного порока, склонившегося перед сильным и свежим чувством, умиляло ее романтическую натуру.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӗсем — тем те пӗрпе питех те пуян, анчах ҫӑрапа питӗрсе хунӑ иртнӗлӗх ҫыннисем, вӗсен сӑн-питне намӑссӑрлӑхпа пӑсӑклӑх тата кичемлӗх туйӑмсӑр эмальпе витнӗ тейӗн.

То были люди с богатым, запертым на замок прошлым, с лицами, бесстрастно эмалированными развратом и скукой.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.

Арҫын ачан ҫак ҫивӗчлӗхӗ, куҫ кӗрет ҫак пӑсӑклӑх вӑл пурнӑҫӗн саккӑрмӗш ҫулне пуссан палӑрма пуҫларӗ; шӑпах ҫак вӑхӑтра Грэйра тӗлӗнтермӗш шухӑшсемпе пурӑнакан, кӑсӑк ӗҫ-пуҫ шыраса ҫӳрекен, асамлӑ ӗҫсем тӑвакан рыцарь сӑнарӗ калӑпланма тытӑнчӗ, урӑхла каласан, пурнӑҫри тӗрлӗ енлӗ шутсӑр нумай рольтен вӑл чи хӑрушшине, чуна хумхантараканнине — пулассине пӗлсе-курса тӑракан ҫын рольне — суйласа илчӗ.

Эта живость, эта совершенная извращенность мальчика начала сказываться на восьмом году его жизни; тип рыцаря причудливых впечатлений, искателя и чудотворца, т. е. человека, взявшего из бесчисленного разнообразия ролей жизни самую опасную и трогательную — роль провидения, намечался в Грэе.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ну, юрӗ-ҫке, антив ашкӑнтӑр, — ахӑрнех, ун пек характер пур ҫинче пӑсӑклӑх пулмӗ-ха…

Ну, ничего, пускай балуется, — дурного тут, видать, не будет… при таком его характере…

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл хӑйӗн упӑшкипе тата хӑшпӗр кӳрӗшӗсемпе канашласа пӑхнӑ та, вара пурте: Мария Гавриловнӑна хӑйне ҫапла турӑ ҫырнӑ пулӗ, ҫырнинчен ут утланса та тараймӑн, чухӑнлӑх пӑсӑклӑх мар, арлӑ-арӑмлӑ пулса пуянлӑхпа мар, ҫыннипе пурӑнмалла, тата ҫавӑн пек урӑх та калаҫса, пӗр кавара килнӗ.

Она советовалась со своим мужем, с некоторыми соседями, и наконец единогласно все решили, что видно такова была судьба Марьи Гавриловны, что суженого конем не объедешь, что бедность не порок, что жить не с богатством, а с человеком, и тому подобное.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

47. Халӗ ӗнтӗ куратӑп: ҫитес ӗмӗр сахаллӑшне ырӑлӑх парӗ, нумайӑшне асап парӗ, 48. мӗншӗн тесессӗн пирӗн ӑшра усал чӗре ӳсрӗ те пире Турӑран аяккалла илсе кайрӗ, пире пӑсӑклӑх патне, вилӗм ҫулӗ патне илсе ҫитерчӗ, пире пӗтмӗш сукмакӗсене кӑтартрӗ, пире пурӑнӑҫран аяккалла илсе кайрӗ, ҫитменнине тата сахаллӑшне мар, мӗн пултарнӑ этем пурте тенӗ пекех ҫапла пулчӗ, терӗм.

47. И теперь я вижу, что будущий век принесет сладости немногим, а мучения многим. 48. Ибо внутри нас выросло сердце злое, которое удалило нас от Него и привело нас к тлению и путям смерти, показало нам тропинки погибели и удалило нас от жизни, притом не малое количество, но почти всех, кто был сотворен.»

3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех