Шырав
Шырав ĕçĕ:
Батманов, хӑй йӗрӗннине пытаркаласа, Мерзляков ҫинчен каласа пама тытӑнчӗ.Батманов, преодолевая брезгливость, начал рассказывать о Мерзлякове.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ку тӑвӑл ҫывхарнине хулана пур енчен те мужик тумӗ айӗнче винтовка пытаркаласа кӗрекенсенчен нумайӑшӗ пӗлсе тӑнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Хӑй именнине пытаркаласа, тӑнӑ ҫӗрте чӗтрекен урине йӗм пӗҫҫи ӑшне чикейменнипе курӑк ҫине ларчӗ.И сел голым задом на траву, скрывая расстроенное лицо, не попадая дрожащей ногой в штанину.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пӗрле ҫапӑҫнӑ туссем чикарккисене шинель ҫаннисем ӑшне пытаркаласа туртса ячӗҫ, ҫӗнӗ комиссар та Яхно пекех ӑслӑ та ырӑ кӑмӑллӑ ҫын пулни ҫинчен, вӑл кӗскен те хӗрӳллӗн тухса калани ҫинчен, унтан Юргин лейтенант тухса чӗререн ответлени ҫинчен калаҫкаларӗҫ.
XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Чикарккӑ ҫутисене ҫанӑсем ӑшнелле пытаркаласа хӑтланчӗҫ.
VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Туйӑм-сисӗмлӗ лейтенант, куҫҫульне аран кӑна пытаркаласа, шур тутӑрпала сӗлтет.Чувствительный лейтенант, едва скрывая слезы, машет белым платком.
II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Шӑнса кӑвакарнӑ сӑн-пичӗсене пӑхсассӑн, вӗсем пурте темле пӗр пек салхуллӑ пулни, ним тума аптрани, анкӑ-минкӗ евӗрлерех пулса кайни палӑрнӑ, куҫӗсене мӑли-мали мӑчлаттаркаласа, пытаркаласа пӑхнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Карчӑкӗ чӗркуҫленсе ларнӑ, пӗр аллине темшӗн пытаркаласа тытать.Старушка стоит перед ним на коленях и прячет руку за спиной.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
- 1