Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗнӗ ҫуртра шут ӗҫӗсене Иван Прокопьевич арӑмӗ Зоя Александровна Прокопьева туса пыратчӗ.В новом доме счетоводом трудилась Зоя Александровна Прокопьева, жена Ивана Прокопьева.
Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Ман ҫурӑм хыҫӗнче ҫӗмренӗн ытти йӗпписене хунӑ ӗне ҫакӑнса пыратчӗ.
Синопӑн пӗрремӗш ҫӗмренӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Ҫулсерен хуҫалӑх тырпул тухӑҫлӑхне ӳстерсе пыратчӗ.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
— Кунашкал ҫӗлӗк тупас пулсан пит те пыратчӗ…
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӑл час-часах ман пата пыратчӗ, Европӑри лару-тӑрусем ҫинчен, хам ҫитсе курнӑ ҫӗршывсенчи законсемпе унта пурӑнакан ҫынсен йӑлисемпе шухӑш-кӑмӑлӗсем ҫинчен тата вӗсен наукисем ҫинчен ыйтса пӗлетчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӑл ҫӗршыври йӑла тӑрӑх портшезне тӑватӑ ҫын йӑтса пыратчӗ, вӗсем хыҫҫӑн король майрин икӗ камер-лакейӗ пыратчӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Мана няня эпӗ ыйтнипе час-часах ещӗкрен кӑларатчӗ те, эпир иртсе ҫӳрекен урамсенчи ҫуртсемпе ҫынсене лайӑхрах курмалла пултӑр тесе, хӑйӗн алли ҫинче тытса пыратчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ун пек чух вӑл мана кӑкарнӑ ҫыхӑран хытӑ тытса пыратчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Стенгӑсене антармарӑмӑр, канат вӗренсене пурне те ҫаплипех хӑвартӑмӑр, мӗншӗн тесен карап ҫиле май пыратчӗ тата пирӗн умра уҫӑ тинӗсчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Карап тӳрех ҫиле май пыратчӗ те, эпир пур парӑссене илсе хурса тинӗсре дрейфласа ҫӳриччен ҫиле май кайни лайӑхрах пулӗ тесе шутларӑмӑр.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Пурте йӗркеллех пулса пыратчӗ.
Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Хӗрлӗ Ҫар ун чух пит те хӑвӑрт наступлени туса пыратчӗ.
Юлашки переходра // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Вӑл яланах тимлӗ, ҫивӗч куҫлӑскерччӗ, конспираци йӗрки хушнисене тӗплӗн туса пыратчӗ, анчах ҫапах та нимӗҫсем ун йӗрӗ ҫине ӳкнӗ.Всегда бдительный, тщательно соблюдавший требования конспирации, он все-таки был выслежен.
Ӑсату // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Пирӗн обозра пар лашасем кӳлнӗ аллӑ фурманка пыратчӗ.Наш обоз состоял из пятидесяти фурманок, запряженных парой лошадей каждая.
Сывлӑш ҫавӑрни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Надионалистсен бандисене ертсе пырас ӗҫе те Даргелех туса пыратчӗ.Руководство сетью националистических банд исходило тоже от Даргеля.
Тавӑру // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Нимӗҫсемпе тата бандит-сутӑнчӑксемпе тытӑҫусем тӑтӑшах пула-пула иртме тытӑнчӗҫ, аманнисен хисепӗ ӳссех пыратчӗ.Схватки с немцами и бандитами-предателями участились; количество раненых увеличилось.
Суя хуҫасемпе чӑн-чӑн хуҫасем // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Мускава таврӑнсан, кирлӗ пек йӗркелеме тата парти членӗн стажне пирӗн парти организацийӗн пухӑвӗнче ҫирӗплетнӗ кунтан шутлама, хӑйне валли мӗн кирлине ҫырса пыратчӗ.
Икӗ операци // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Хӑйӗн палӑрман, анчах та пирӗншӗн питех те паха ӗҫне Иванов учитель калама ҫук чӑтӑмлӑн туса пыратчӗ.Свою незаметную, но очень важную для нас работу учитель Иванов выполнял с необычайной стойкостью.
Здолбуново станцийӗнче // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ҫак группӑна Дмитрий Михайлович Красноголовец ертсе пыратчӗ.
Здолбуново станцийӗнче // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Унта вырӑнти хӗҫпӑшаллӑ отрядсем организацилес ӗҫ пыратчӗ, ҫав отрядсем пирӗн группӑсемпе пӗрле боевой заданисене пурнӑҫлатчӗҫ.
Пирӗн «столица» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.