Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пыратчӗ (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӳрече умне пыратчӗ те: «Чӑхӑ тӗкӗ пур-и?», «Чӑхӑ тӗкӗ пур-и?» — тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тихон Иванович вырӑн ҫинче куҫне уҫса ярсанах, халиччен ун патне арӑмӗ ҫепӗҫҫӗн кулса пыратчӗ, кӑмака ҫинчен ӑшӑ чӑлха илсе пырса паратчӗ.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Палюков пӳрт патне ҫывхарса пыратчӗ ӗнтӗ, ӑна чӳрече ҫутинче темле мӗлке шуса иртни курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пурнӑҫ пӗр тикӗс, лӑпкӑн шуса пыратчӗ вӗсен.

Куҫарса пулӑш

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл пулман пулсан — пыратчӗ те-и ӗне ҫукран качака.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Унӑн карчӑк-юлташӗ «Унӑн курӑкӗ ҫук-иҫ» текелесе ӳпкелешетчӗ пулин те, кӗтӳ пурпӗрех Санька авӑрӗ патнех пыратчӗ

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ӗҫ кунӗ пӗтсе пыратчӗ ӗнтӗ, ывӑнасса та хытах ывӑннӑччӗ, ҫапах та выставкӑна кайса курассине ырана хӑварма чӑтӑм ҫитереймерӗм — художество галерейине тухса чупрӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Утса пыратчӗ Анатолий Семенович вӗтӗ чул сарнӑ ҫулла — ун умне сик тух сулахайри ҫырма енчен пӗчӗкҫӗ шурӑ йытӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Салтӑнса выртнӑ чух ҫур ҫӗр ҫитсе пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сидоркин аллисене хытӑ сулса, танлӑн, сарлакан утса пыратчӗ, халь вара вӑл, хумханса кайнӑскер, яр-яр утӑмлакан Григориупа танлашас тесе, вӗттӗн йӑпӑртатать, хушӑран лӗпӗс-лӗпӗс чупать.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Елюк хушӑран мӗн те пулин антратма пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Япали ку, пирӗншӗн пулсан, пӗрре те мухтанмалли япала марччӗ: чӗрик-чӗрик, шӑлтӑр-шалтӑр сас туса, ӑҫта та пулсан анса каям е пырса тӑрӑнам та вуҫех ҫӳрейми пулам, вӗҫлентӗрех вара асаплӑ ӗмӗрӗм, тенӗ евӗр, ялан ҫул айккинелле пӑрӑнма хӑтланса, ҫилсӗр ҫанталӑкри ҫӗтӗк пӗлӗт татӑкӗнчен те хуллентерех шуса пыратчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Асанкасси вӑтам шкулӗнче ӗҫ урокӗсене Н.С.Безруков ертсе пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӗ те ырӑпа асӑнатпӑр // Тамара Григорьева. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Музыкӑна вӗренессине, малтанхи пекех алӑ сулса сӑвӑсем вулассине, юрлассине вӑл йӗркеллех туса пыратчӗ, мӗншӗн тесен куна вӑл хӑйӗн айккине сирме пултарайман тивӗҫӗ тесе шутламах вӗренсе ҫитнӗ пулнӑ ӗнтӗ, ҫапах та унӑн чӗри, хӑйшӗн таҫта тепӗр темӗнле тивӗҫ шыранӑ пекех, урӑх ҫӗрелле те туртӑнатчӗ…

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Георгий пӑрахут кӑларса хӑваракан хумсем мӗнле выляса юлнине пӑхса пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Кашни утӑмах сӑнаса пыраттӑм пулин те, кашни утӑмрах йӑнӑш пулса пыратчӗ, мӗншӗн тесен эпӗ ӗҫне тӑвакан ҫын мар, ӗҫне тӑвасси ҫинчен шухӑшлакан ҫын кӑна пулса тӑтӑм…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Эсӗ пӗччен марччӗ, санпа пӗрле филармони артисчӗ Сергей Ванькин пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Вӗсен умӗнче ҫич-сакӑр утӑмра пӗр лутрарах ҫын, пӗчӗк ача ҫавӑтнӑскер, ерипен пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Анчах кунта манӑн, Евгений, ҫакна каламалла: «пӗчӗк» Люся, ҫулӗсене кура мар, хӗр шутне ир кӗрсе пыратчӗ, сӑмахран, вӑл ман ҫине тата Зиминцев инженер ҫине те пӗве ҫитнӗ хӗр туйӑмӗ пирки кӑна вӑтанса, хӗрелсе пӑхни сисӗнетчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Унсӑр пуҫне Аньӑсем патне тепӗр ҫын пыратчӗ: Зиминцев инженер.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех