Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пыратчӗ (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем «иккӗмӗш Хусана» таврӑннӑ тӗле хула тулашӗнче чӑн-чӑн вӑрҫӑ пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Оболенские ҫармӑс мӑрси Мамич-Бердей хӑваласа пыратчӗ, ҫавӑн ҫыннисемех вӗлерсе хунӑ та ӑна Арск хирӗнче.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каялла ҫаврӑнса хӑпарса пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тумен сапаланать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ушкӑна тӗл лектерме вӗрениччен пыратчӗ ҫакӑн пек вӗренӳ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кун пек вӗренӳре Кӑваркуҫ пӗрремӗш кунтан пуҫласах хӑйӗнпе ҫумлӑн хурал хӗрӗсенчен маларах пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пьесӑсене вырӑсларан чӑвашла куҫарассине те хӑех туса пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пурте йӗркеллӗччӗ, пӗтӗм калаҫу шыв пек юхса пыратчӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай темиҫе ҫынна кая хӑварса малтисене ҫитсе пыратчӗ, ҫав вӑхӑтра ӑна ун умӗнче пыракан икӗ ҫынтан пӗри пит урлӑ чӗн пушӑпа туртса ҫапрӗ те, Тукайӑн куҫран вут тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Проза семинарне Данила Иванович Романенко ертсе пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.

Хаҫат кӑларас ӗҫ Ӗпхӳре чӑннипех майлашса пыратчӗ: чӑвашла тӗрӗс ҫырма тата вырӑсларан чӑвашла куҫарма пӗлекенсем ҫителӗклех тупӑннӑччӗ, хӗпӗртенӗччӗ пурте.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тек ман ҫумма сӗртӗнкелесе пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сакӑн патне пыратчӗ те…

К этому шло.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Пуҫтарӑннӑ тата тумланнӑ вӑхӑтра ун патнелле ирхи хаваслӑ ҫулпа хӑрушӑ хӑна ҫывхарса пыратчӗ ӗнтӗ.

В то время как она собиралась и одевалась, к ней по утренней веселой дороге двигалась опасная гостья.

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Пӗлтеретӗп, — ӑнлантарма пуҫларӗ Бутлер, — пӗтӗм ӗҫе Гез йӗркелсе пыратчӗ.

— Должен заявить, — пояснил Бутлер, — что все дело вел Гез.

XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Унтан-кунтан чышӑнса, — мӗншӗн тесен хамӑн шухӑшӑмсене пуҫӗпех путса утатӑп, — юлашкинчен тӑна кӗтӗм, залран иртсе пусма ҫине тухрӑм, урама лекес тӗллевпе айккинчи алӑкпа анма пуҫларӑм та Дези асӑма килчӗ: сехет каялла кӑна вӑл та ҫак картлашкапа пыратчӗ, кӗпин шерепине шухӑшлӑн турткалатчӗ; эпӗ ӑна йӑвашшӑн, пӗтӗм чунран ырӑ каҫ сунтӑм.

Получив град толчков, так как шел всецело погруженный в свои мысли, я, наконец, опамятовался и вышел из зала по лестнице, к боковому выходу на улицу, спускаясь по ней, я вспомнил, как всего час назад спускалась по этой лестнице Дэзи, задумчиво теребя бахрому платья, и смиренно, от всей души пожелал ей спокойной ночи.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пӗвӗ-кевтипе ҫӳлех мар ҫак хӗрарӑм шӑкӑлт-шӑкӑлт тутарса хула пасарне кашни кунах пӗр вӑхӑтра, ир кӳлӗм, пырса кӗретчӗ, тӳрех чечек сутакансем патне пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Илларион Тудирякович ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗ сен кружокне ҫуллен ертсе пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ ҫул // Валери Туктар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.

Нинан килӗнче арҫын алли пулман, ҫавӑнпа вӑл тӑтӑшах хреснашшӗ — Тихон Николаевич Кириллов патне пулӑшу ыйтма пыратчӗ: «Хреснатте, каллех мӑрье ишӗлчӗ, пырса туса параймӑн-ши?» — тесе йӑлӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм шӑпи // Нина Ратаева. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 4 стр.

— Таврӑннӑ чухне учӗ утса пыратчӗ, ку — пӗрер сехет иртсен.

Назад она ехала шагом, это было не позже, как через час.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Эпӗ кӗнӗ самантра Дюрок сӑмахне вӗҫлесе пыратчӗ.

Когда я вошел, Дюрок доканчивал свою речь.

XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех