Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пыракансем (тĕпĕ: пыракан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр философ ҫапла каланӑ: «Пурнӑҫра пыракансем нумай, ҫитнисене тупма йывӑр».

Куҫарса пулӑш

Федоровсен ҫемье телейӗн рецепчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-05- ... ch-3791307

«Кӗмӗл» волонтерсем — ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх, шӑпах вӗсем халӑх йӑли-йӗркисене тытса пыракансем.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ыр кӑмӑллӑх центрӗ уҫӑлнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d2%ab%d3%9 ... %bd%d3%91/

Уява ертсе пыракансем — Анастасия Сидоровӑпа Юрий Петухов мероприяти пуҫланнине пӗлтернӗ май сцена ҫине официаллӑ ҫынсене йыхравлаҫҫӗ: Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый, Чӑваш Республикинчи Ача прависем енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Алевтина Федорова, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Юрий Поповпа Владимир Викторов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Владимир Доброхотов, тӗп хула депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ Евгений Кадышев, Елчӗк ен ентешлӗх канашӗн ертӳҫи Юрий Карпов.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗх пӗрлештерет, ҫӗнӗ вӑй-хӑват кӳрет // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %b5%d1%82/

Хӑйне шаннӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа тата юратса пурнӑҫлакан ӗҫчене ертсе пыракансем асӑрхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ хавхалантарнӑ, ҫемье хӑват панӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d1%8e%d1%8 ... 82-%d0%bf/

Граждансенчен ял тӑрӑхӗн администрацине ыйтупа пыракансем пулсан, администраци хуҫасӑр чӗрчунсене тытассине йӗркелеме заказ-наряд ярса парать.

Куҫарса пулӑш

Йытӑсене тытассине йӗркеленӗ // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8986- ... e-j-rkelen

Чаплӑ митинга ертсе пыракансем уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн пуҫ тӑрринче хӗвел ҫутатнӑшӑн эпир яланах сире асра тытӑпӑр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... -r-3760992

— Куҫа пӗрре хӗснипех иккӗн-виҫҫӗн тан чупса пыракансем вӗсем тунсӑха кӑна мар, хӗрарӑм чун-чӗринче мӗн лайӑххи пур ҫавна та тӗп тӑваҫҫӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Лоялистсене ертсе пыракансем ҫавӑнтах вилнӗ, вӗсен отрячӗсем саланса кайнӑ.

Вожди лоялистов были убиты в перестрелке, а их отряды рассеялись.

Мурскрик-Бридж патӗнчи ҫапӑҫу // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D1%83%D ... 2%AB%D1%83

Курма пыракансем чӑваш искусствинче пысӑк пуласлӑхлӑ, хӑйне евӗр пултаруллӑ художница ӳссе пынине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Паллах, асӑннӑ ӗҫсене туса ирттернӗ ҫӗрте ертсе пыракансем кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрет // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d0%b ... %b3%d1%80/

Театр курма пыракансем тупмалла.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Е пурсӑра та купӑста пуҫӗ пек тураса тӑкӑп! — хаяррӑн кӑшкӑрса, пурттипе сула-сула, Анука тытса пыракансем ҫине ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫумра утса пыракансем ҫийӗнчех йӑтса илсе ура ҫине тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Хӑйсен калаҫӑвӗпе киленсе утаканскерсем, иртсе пыракансем ӗмӗрхи йӑмра айӗнчи ҫамрӑксене курмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑп чарӑнаҫҫӗ малта пыракансем.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Мероприятие ертсе пыракансем уяв мӗнле пулса кайни ҫинчен, йӑла-йӗркепе халӑх паллисем ҫинчен, ӗлӗк ҫак уява мӗнле хатӗрленни ҫинчен, Таса Туррӑн Праҫникне мӗнле уявлани ҫинчен каласа панӑ.

Ведущие мероприятия рассказали об истории возникновения праздника, традициях и народных приметах, как в старину готовились к этому празднику, как праздновали праздник Покрова Пресвятой Богородицы.

"Пукрав Батюшка" // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ka-3483293

Вӑл тротуар варринче ним хускалмасӑр тӑчӗ те, урампа пыракансем унтан пӑрӑнса иртрӗҫ, ун ҫине каялла ҫаврӑнса пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кунсӑр пуҫне, акци кунӗсенче МФЦ пыракансем хӑйсен налукӗсемпе интересленекен ыйтусене пурне те пама пултараҫҫӗ.

Кроме того, в дни акции посетители МФЦ могут задать все интересующие их вопросы по налогам.

Налук службин мобильлӗ офисӗсем Пушкӑртри МФЦ офисӗсенче ӗҫлеҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... le-3404410

Атте-анне ялхуҫалӑх ӗҫӗнче малта пыракансем пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

"Илемлӗ мар чечексем пулмаҫҫӗ" // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ma-3394811

Хисеплӗ спорт ветеранӗсем, физкультурӑпа спорта округра аталантарас енӗпе ырми-канми вӑй хуракансем, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансем!

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки – куллен-кун чи кирли // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d1%81%d1%8 ... %80%d0%bb/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех