Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пыракансем (тĕпĕ: пыракан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Илем уншӑн — ҫынсен чун-чӗрипе ӗҫӗ-хӗлӗ, халӑх йӑли-йӗрки тата общество тытӑмӗпе патшалӑха ертсе пыракансем лайӑххи еннелле улшӑнса пыни те.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Повеҫӗн пӗрремӗш варианчӗ пачах урӑхлаччӗ — унта колхозӗ те, ӑна ертсе пыракансем те, хӑш-пӗр ҫӗр ҫыннисем хӑйсем те хӑрӑк улмуҫҫисене аса илтеретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мероприятие ертсе пыракансем Иван Яковлевӑн тӑван чӗлхене аталантарас, чӑвашсен ҫӗнӗ ҫырулӑхне пуҫарса ярас ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Майӑн 3-мӗшӗнче Лениногорск хулинчи…» // ТР ЧНКА. https://t.me/malyshevsays/354

Вӗрентекенсем вырӑнӗнче вара региона ертсе пыракансем.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Уява ертсе пыракансем Татьяна Николаевӑпа Наталья Антонова чӑваш чӗлхи пуян та илемлӗ, янӑравлӑ та ҫепӗҫ, паха та асамлӑ пулнине палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи ячӗпе – пӗр пулар! // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://kanashen.ru/2023/04/28/%d1%87a%d0 ... %b0%d1%80/

Рабочисем, партком тата заводра тухса тӑракан хаҫат пулӑшнипе комбинат дирекцийӗпе цеха ертсе пыракансем ӗҫе ҫӗнӗлле йӗркелемелли меслетпе усӑ курма тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

А, И. Герценпа иккӗшӗ вӗсем ют ҫӗршыври ирӗклӗ вырӑс пичетне йӗркелесе тытса пыракансем пулнӑ: «Колокол» (1857 — 1867), «Полярная звезда» (1855 — 1862), «Общее вече» (1862 — 1864), «Под суд» (1859 — 1862).

Куҫарса пулӑш

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

Аркашран малта пыракансем пурте ултавҫӑсем иккен.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Малта пыракансем хушшинче — Глафира.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Наука хушнӑ пек, малта пыракансем пек ӗҫлеме тӑрӑшмалла пирӗн.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ун хыҫҫӑн пыракансем те чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах унпа пыракансем сахалӑн пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫуран пыракансем вара йӑлтах ывӑнса ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чи кайра — ҫуран пыракансем.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пасара пыракансем, кӗрен-тухан ҫамрӑксем ҫине пӗрре тӗшмӗртсе, тепре шиклӗн, шанмасӑртараххӑн пӑхкаласа илеҫҫӗ (ку сехет такам кӗсйинчен йӑкӑртнӑскер мар-ши тесе иккӗленеҫҫӗ пулас).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кунта каҫхи уҫӑ сывлӑшпа сывлама тухнӑ ватӑсем те, пӗр-пӗринпе ыталанса утакан ҫамрӑксем те, Миколӑпа Сима пек калаҫмасӑр пыракансем те туллиех.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Чи малта пыракансем куҫран ҫухалчӗҫ ӗнтӗ, анчах колонна хыҫне ҫаплах ҫынсем пыра-пыра пӗрлешрӗҫ-ха.

Головные почти скрылись из глаз, а к хвосту колонны присоединялись всё новые и новые люди.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вырӑнти ҫӗр улпучӗсемпе тата кулаксемпе ӑмӑртсах, Румыни оккупанчӗсем, ҫӑмӑллӑн пуйма май шыракансемпе реакцилле администрацие ертсе пыракансем Бессарабирен мӗн май килнине йӑлтах ҫарата-ҫарата тухрӗҫ.

Соревнуясь с местными помещиками и кулаками, румынские оккупанты, искатели легкой наживы и заправилы реакционной администрации выколачивали из Бессарабии все, что было возможно.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Паян ялсенче общество хастарӗсемпе пысӑк ӗҫ туса пыракансем пулни уйрӑмах хавхалантарать.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Ҫӑмарта пуринчен нумайрах паратпӑр, ытти енӗпе те пирӗнтен чылай кайра пыракансем пур.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех