Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ун ҫинче хытӑ пуставран ҫӗлетнӗ туника, сарлака хура плащ, пустав шлепке пулнӑ.Он был в простой тунике из грубого сукна, в широком темном плаще на плечах и в суконной шляпе.
XVI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Чӑнах та, сенкер пуставӗ, хӗвел ҫинипе, тӗксӗмленсе сарӑхма пуҫлать те, сюртук пӗр тӗслӗ пулать-тӑрать, анчах акӑ мӗнтен тӗлӗнмелле: Антон Прокофьевич пустав тумтирне ҫулла тӑхӑнма юратать, хӗлле вара нанкран ҫӗлетнине тӑхӑнса ҫӳрет.
VI сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Вӑл парашют гондолӗнчен хӑйӗн аллипе хӑй ҫӗленӗ шалавар, ура сыппи тӗлӗнчен чӗн кантрапа ҫыхнӑ буйвол тирӗнчен тунӑ пушмак, арҫын валли тунӑ кӗсьеллӗ симӗс куртка — курткисене пире самолетсем ҫинчен пӑрахса панӑччӗ — хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ берет тӑхӑнса ҫӳретчӗ; материйӗ ан ҫӗтӗлтӗр тесе, ҫӑлтӑрне хӗрлӗ пустав ҫине ҫыпӑҫтарса, пуставне йӗри тавра тирпейлӗн ҫӗлесе хӑварнӑ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Тепӗр кун атте арчаран Хӗрле Ялав орденне кӑларчӗ, ӑна пуставпа сӑтӑркаласа тасатрӗ те, айне хӗрлӗ пусма хурса, пустав гимнастерки ҫумне пӑрса лартрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ун ҫинче ҫарти майлӑ костюм, хура-кӑвак пуставран ҫӗлетнӗскер, пуҫӗнче пустав картуз.На нем костюм военного покроя, из темно-синего сукна, на голове суконная фуражка.
I сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫак пустава та санах паратӑп — хӑвна валли эсӗ, Дуняшка, пустав кӗрӗк ҫӗлеттеретӗн.И сукно это тебе откажу — пошьешь ты себе, Дуняшка, суконную шубку.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пустав шӑрши кӗрет унран — пуставпа чӗн пиҫиххи шӑрши.
VI // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Ытти ҫерти пӗкех, «Т» саспалли евӗрлӗ вӑрӑм сӗтел, ун ҫине симӗс пустав витнӗ, ытти кабинетсенчи пекех сӗтел тавра кӑна мар, стенасем ҫумне те лартса тухнӑ йывӑр пукансем, икӗ диван — пӗрне сӑранпа тыттарнӑ, сӑранӗ чылаях шӑйрӑлса пӗтнӗ, тепри ҫӗнӗрех, тӗрӗллӗ пуставпа тыттарнӑскер, площаделле тухакан тӑватӑ чӳрече, чӳречерен тимӗр карта тытнӑ ҫамрӑк сквер курӑнать…
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл бархат мар, вӑл помидор ани; акӑ эсир хӗвел ҫутинче йӑлтӑртатса выртакан цинкран тунӑ ҫулҫӑсем куратӑр, вӗсем тӗл-тӗл кӑвакарнӑ, кӗл сапнӑ пек, анчах вӑл цинк та мар, кӗл те мар, вӑл купӑста йӑранӗсем; акӑ тата шупка кӗрен пустав куратӑр эсир — пустав та мар вӑл, хӗрлӗ кӑшман ани анчах… йӑрансем хушшинче шыв юхса выртать — ансӑр шыв юххисем пур пахчасене те тӗрлесе пӗтернӗ; унта та кунта, хурал пек, пысӑк, ҫӑмламас тӑлӑп тӑхӑннӑ юмансем тӑраҫҫӗ; ав унта пӗчӗк пӳрт курӑнать, лере хӳшӗ е чалӑш урисем ҫинче лупас ларать.
VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
«Мӗнле пустав виҫсе пама хушатӑр?» ыйтать унран купец: эсир арӑм тенине илӗр, вӑл шӑпах хальхи вӑхӑтри пустав!«Какой прикажете материи? — говорит купец. — Вы возьмите жены, это самая модная материя!
V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ӗлӗкрех Миргородра судьяпа городничий ҫеҫ пустав пустарнӑ тӑлӑппа ҫӳретчӗҫ, ыттисем вара, вак-тӗвек чиновниксем, пурте ахаль тӑлӑппа; халь ӗнтӗ заседатель те подкоморий те хӑйсене валли хаклӑ йышши путек тирӗнчен пустав пустарнӑ кӗрӗксем ҫӗлетсе тӑхӑнчӗҫ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Лакейӗн те ливрейӗ епле, Данилыч: акӑлчан пуставӗ, аршӑнӗ 5 тенкӗ; хӑй вӑл хаяр та сумлӑ, анчах йӗркеллӗ ҫын, калаҫать; ҫанни ҫинчине тыттарса та пӑхтарчӗ, пите лайӑх пустав.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Юлашкинчен, хӗрлӗ пустав пек хӗремесленсе кайнӑ Игорь сулкаланса тухрӗ те юри сарнӑ симӗс мӑк ҫине йӑванса кайрӗ.
II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Асфальтлӑ ҫул, сарса-тӑсса хунӑ хура пустав ярӑмӗ пекскер, ҫӑмӑл машина айнелле тӗлӗнмелле хӑвӑртлӑхпа шуса кӗрет.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Ҫиелтен тӑхӑнмалли тумтир шутне ҫӳхе шупӑрпа пустав, сӑхман тата кӗрӗк кӗнӗ.
Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Вӑл симӗс пустав гимнастеркӑпа, кӑвак галифепе, ҫап-ҫутӑ сӑран атӑпа.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Юхан шывӗ симӗс пустав ҫине шупка кӑвак ҫиппе тӗрленӗ тӗррӗн пайӗ пек тӑсӑлса выртать.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Пӗр енче — икӗ чӳрече, вӗсене хире-хирӗҫ стена ҫумӗнче — кӑвак пустав сарнӑ вӑрӑм сӗтел.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Кайӑк йывӑҫа сиен ан кӳтӗр тесе, вӑл такканӑ вырӑна пустав татӑкӗпе ҫыхрӑм, хӑма ҫине ҫӑкӑр тӗпретрӗм, сӗлӗ хурса хӑвартӑм.
Вӑрман тухтӑрӗ // Николай Иванов. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 86 с.
Кӑтра ҫӳҫӗ тӑвайккинчен анакан пӑрҫа лавӗ пек силленет, пурҫӑн галстукӗ хура пустав костюмӗ ҫинелле тухнӑ.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.