Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑн сăмах пирĕн базăра пур.
пурӑн (тĕпĕ: пурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Чик ун хушшине, вуласа пурӑн манӑн сӑмахсӑр ҫырӑвӑмсене.

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Пӗтӗмпех саккунлӑ йӗркелемелле Узин, пурнӑҫ пӗр сакӑлтаксӑр кайӗ, пурӑн лапкӑн, пире валли вырӑн тупӑнӗ унта, — вӑл аллине Узин кӑкӑрӗ ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Айта ман пата хулана, кӑмӑлу хушнӑ таран пурӑн ман хваттерте, хӗрӳсенчен хӑшӗн патне те пулин каяс теместӗн пулсан.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

— Кирлӗ мара ан калаҫ, пурӑн турӑпа кун-ҫулу панӑ чухлӗ, савӑн пурнӑҫупа.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

— Тулӗк мана мар, хӑвна каласа пурӑн.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ир те пулать, кун та иртет, амӑшӗ темшӗн: «Вӑт, килте шутсӑр чарусӑр арҫын ҫитӗнет. Вӑт сан улмуҫҫин ҫимӗҫӗ, хӑвах шантарса пурӑн шӑлна…» — темест.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Тӳрех калап: «Акӑ сан улмуҫҫин ҫимӗҫӗ, хӑвах шантарса пурӑн шӑлна», — тен.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

— Ярса тытрӑн-тӑк ҫатӑрласа, чикан хӑраххи, намӑс кӑтартса ан пурӑн эс ӑна.

Куҫарса пулӑш

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пурӑн, этем, савӑнса!

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пурӑн кӑшт.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Э-э, тӑванӑм, пурӑн ыранччен: арҫын шӑрши кӗрсе юлтӑр хӑть.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Нумай пурӑн, Ольга…

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

— Вӑт ҫавӑн пек упӑшкапа пурӑн, — пуҫне пӑркаласа, кулкаласа илчӗ Валентина.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Халлӗхе эсӗ ҫак ҫырӑва паракана итлесе пурӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Сантӑркка сана хӑваламасан, халлӗхе пурӑн, ара.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пурӑн, ара, йысна.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Куна, чӑн та, ӗмӗрех асра тытса пурӑн.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Теветкеллӗ ҫамрӑксем авланман — пурӑн та пурӑн пурнӑҫпа киленсе.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Каласа ятӑм: пӗр кун кӑна пурӑн, тепӗр куннех киле таврӑн, терӗм.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Тем пек кураймасӑр пурӑн эс мана — усси пулмасть, санпах ӑмӑртатӑп, санах ҫӗнтеретӗп.

Куҫарса пулӑш

49 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех