Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑн сăмах пирĕн базăра пур.
пурӑн (тĕпĕ: пурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ун патӗнче пурӑн кӑштах.

Куҫарса пулӑш

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ те пурӑн… тет.

Куҫарса пулӑш

Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.

Ма савӑнас мар ун пек упӑшкапа Кӗтерукӑн, а ман… сӗтел хушшинчех ҫывӑраканскерпе… эй, яй-яй, упӑшка ятне илтсе пурӑн

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Нумаях пулмасть эпӗ хам юратнӑ «Комсомольская правда» хаҫатра «Пурӑн, анчах ас тӑвӑмлӑ пул» ятлӑ статья вуласа тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Инҫе шухӑшла та ҫывӑх пурӑн, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурӑн та пурӑн савӑнса, сиплӗ сывлӑшпа ватлӑхра сырӑнма юратакан чир-чӗре хӑваласа.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Ха-ха-ха, вӑт ӗнен, вӑт шанса пурӑн ӑна ҫакӑн хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Пурӑн та пурӑк ыр курса, ялта ӳснӗ хӗрачасемшӗн пушшех ҫӑтмахри пекех.

Куҫарса пулӑш

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пурӑн ҫавӑнпа, эппин…

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ӗмӗр пурӑн — ӗмӗр вӗрен, теҫҫӗ вырӑссем.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Сессие пырсан та хам патра пурӑн.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Хальлӗхе шӑпӑртах пурӑн.

Куҫарса пулӑш

Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӑлтах тӗрӗсне каланӑ пултӑр, атту ак текех киле те кӗртместӗп, Кӑтрасем патӗнчех пурӑн тетӗп, — терӗ те хӗрарӑм, куҫӗпе Казаковпа Степанов ҫинелле йӗрлесе пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юл, пурӑн хӑвӑн тӑванусемпе!

Куҫарса пулӑш

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пурӑн ара.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пире кӗтсех пурӑн, эпир ытла нумай ҫӳремӗпӗр, — терӗ вӑл аслашшӗпе темӗнччен калаҫса ларнӑ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юсуф ҫыннисем пилӗк ҫӗр ҫынлӑ отрядпа ӑна тутарсен Атӑл хӗрринчи шӗкӗр хулине илсе пынӑ, ак сан валли хӑтлӑ вырӑн, ыр курса пурӑн, анчах пире ан ман тесе престола лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ывӑлӗ пӗччен ҫын пулсан калӗччӗ: тупнӑ хуйхӑрмалли, пурӑн аҫу килӗнче, мӗн тӑватӑн ҫав Крым уланӗпе тейӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑмӑла каять пулсан пурӑн эс шӗкӗр хулара, пире ан пӑтраштар, ывӑлӑм.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлашки пулсан та ӗмӗрӳ вӑрӑма тӑсӑлтӑр санӑн, ҫӗр ҫул пурӑн эсӗ тӗнчере, кукаҫу каларӑшле, ҫӑпатуна кутӑн сыракан пуличчен пурӑн…»

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех